АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтĕрхинчен ÿсĕмлĕрех

29 июля 2011 г.

ЧР Президенчĕ М.Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттерчĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ 25 ыйтăва пăхса тухрĕç. Республикăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн пĕрремĕш çур çулти кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, бюджет политикин тĕп çул-йĕрне тишкерчĕç.

Экономикăн январь-июнь уйăхĕсенчи аталанăвĕпе вице-премьер – экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх экономикăн тĕп отраслĕсенче ÿсĕм пысăк. Республикăн промышленность производствин индексĕ 117,5% танлашнă – ку Раççейĕн вăтам кăтартăвĕнчен «105,3%» самай пысăкрах. Çурт-йĕр тăвас, вак суту-илÿ енĕпе те пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен ÿсĕмлĕрех ĕçленĕ. Промышленность производствин тирпейлекен отраслĕсен кăтартăвĕсем уйрăмах лайăх, çавăн пекех металлурги, хатĕр металл изделисен, резинăпа пластмасса изделисен, транспорт хатĕрĕсен производствисем те савăнтараççĕ. Продукци кăларассине ÿстерме пултарнисен шутĕнче «Элара», Шупашкарти электроаппарат, строительство материалĕсен, Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕсем, «Çеçпĕл» предприяти, «Электроавтомат», «Ядринмолоко» тата ыттисем.

Нумай предприяти инвестици хывас енĕпе хастарлăх кăтартать. Çапах ку енĕпе кая юлакансем те пур. Вăл шутра юхан шыв порчĕ, «Коммуналлă технологисем», «Чăвашавтотранс».

Производствăсем кал-кал аталанни республикăри вăтам ĕç укçин шайне те пысăклатма тивĕç. Халĕ вăл 13,3 пин тенкĕ шайĕнче. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле 14 пин тенкĕ урлă каçмалла.

Районсемпе хуласем мĕнлерех ĕçлени çинчен уйрăм калаçу пулчĕ. Министр 17 муниципалитет тупăшлă ĕçленине палăртнă май 9-ăшĕ тăкакли çинчен каларĕ. Шел те, республикăри ĕç укçи тÿлессипе çыхăннă парăм çав-çавах пысăк – 118,5 млн тенкĕ. Çак виçен пысăк пайĕ, 66: – Çĕнĕ Шупашкарти предприятисен тÿпи. Парăмлисен шутĕнче стройматериалсен завочĕ, «Горремстрой».

Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова республика бюджетне иртнĕ çур çулта мĕнлерех пурнăçланипе паллаштарчĕ. Хамăрăн тупăшсемпе республика бюджетне 51: пурнăçланă, çав тупăшсем иртнĕ çулхинчен 8,3: ÿснĕ. Патшалăх парăмне çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан 2 млрд ытла тенкĕлĕх чакарма май килнĕ.

Аталану темине президент пĕтĕмлетрĕ, уйрăм самантсенче тĕплĕ чарăнса тăчĕ. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх кăçал республика патшалăх парăмне 4 млрд тенкĕ ытла тавăрса парать, çитес çул – тата 5 млрд тенкĕ. «Кунашкалли нихăçан та пулман, çавăнпа та кăштах тÿсме тивет», – терĕ вăл.

Пĕтĕмĕшле илсен, Михаил Васильевич шухăшĕпе, «эпир бюджет обязательствисене туллин пурнăçласа пыратпăр». Анчах ку çитменлĕхсем çуккине пĕлтермест.

Президент республика кăçал пĕлтĕрхинчен 17: ытларах дотаци илнине çирĕплетрĕ. Инвестици программисене çул пама тăрăшни те куç кĕрет. Михаил Васильевич Чăваш Ен пысăк монополисемпе, банксемпе алла-аллăн ĕçлемешкĕн килĕшÿсем туни, кÿршĕ облаçсемпе тата республикăсемпе çыхăнусене çирĕплетни çинчен каларĕ – çакă инвестицисен калăпăшне ÿстерме тивĕç. Вырăнти предприятисен республика ертÿçисем тăвакан çав килĕшÿсене пурнăçлама хутшăнмалла, тупăш илме тăрăшмалла. Пĕлтĕр инвестицисен калăпăшĕ 43 млрд тенкĕ пулнă, кăçал, президент шухăшĕпе, ку виçе 55-60 млрд тенке çитмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика