АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хĕрлĕ автанран» сыхланăр!

27 июля 2011 г.

Метеорологсем учрежденисемпе организацисене васкавлă телеграмма ячĕç: «Июлĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 29-мĕшĕччен нихçанхинчен те шăрăх çанталăк пулать. Сывлăш температури 36 градус ытла хăпарать».

Çанталăк шăрăх тăнипе пушар хăрушлăхĕ те пысăк. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 622 пушар алхаснă, тăкакĕ – 24 млн тенкĕ ытла. Унта 69 çын пурнăçĕ татăлнă, вĕсенчен 3-шĕ - ачасем. Пушар сÿнтерекенсем 235 çынна çăлса хăварнă.

Июлĕн 22-мĕшĕнче Улатăр хулин пушар пайне пурăнмалли çуртра çулăм алхасни çинчен шăнкăравласа пĕлтернĕ. Самантрах 3 пушар автоцистерни çитнĕ. Пушар службин ĕçченĕсем «хĕрлĕ автанпа» 6 минут кĕрешнĕ. Çулăм пÿрт тăррипе çывăхри хуралтăсене пĕтернĕ. Пушар сăлтавĕ вара сÿнтерсе хăварман кĕпе-йĕм çумалли машинăра. Тăкакĕ 130 пин тенке çывхарать.

Çав каçах Канаш хулинче Кооператив урамĕнчи хваттер çуннă. Пушарпа кĕрешекенсене иртсе каякан çынсем чĕнсе илнĕ. Çулăма сÿнтернĕ хыççăн сăлтавĕсене шырама пуçланă. Кил хуçи, ÿсĕр пулнăскер, балкон çинче пирус туртса ларнă, тĕпĕсене пластмасса витрене пăрахнă. Каярах тăкакĕ 1пин тенкĕ пулнине палăртнă.

Çур çĕр иртсен Шупашкар хула территорине кĕрекен Первомайски поселокĕнче тепĕр инкек сиксе тухнă. «Сосенка» пахчаçăсен пĕрлешĕвĕнче мунча çунма пуçланă. Çулăм пурăнмалли çурт çине куçса ĕлкĕреймен, пушара хăвăрт сÿнтернĕ. Кĕтмен «хăна» 3 пин тенкĕлĕх тăкак туса хăварнă.

«Хĕрлĕ автан» тепĕр икĕ кунтан Комсомольски районĕнчи Урмаелти 44 çулти арçын хуçалăхĕнче алхаснă. Тăкакĕ - 25 пин тенкĕ.

Куславкка районĕнчи Елчĕк салинче çулла пурăнмалли çурт çунма тытăннă. Вырăна çитнĕ пушар служби витепе верандăна çулăмран хăтарайман, пушар пÿртпе мунча тăррине сиен кÿнĕ.

Июлĕн 25-мĕшĕ те Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар салишĕн асра юлĕ. Кунта пурăнакан 48 çулти арçыншăн кашни кунах «уяв» пулнă, вăл пирус туртма та юратнă. Çак сăлтавпах ирхи 4 сехетре унăн хуçалăхĕнче вут-çулăм тухнă. Пушар ĕçченĕсем çурта çăлса хăварайман.

Мари Республикинче июлĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа вăрмансене кĕртмелле марри çинчен постановлени кăларнă. Вăрмансене çеç мар, унти кÿлĕсене те кайма юрамасть. Август уйăхĕн 15-мĕшĕччен Атăл леш енчи вăрмансене «хупнă».

К. Нестерова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика