АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çумра тĕрек кирлех

27 июля 2011 г.

Тăпăл-тăпăл пĕчĕк пÿртре кун-çулне ирттерет Майка аппа. Çĕр çула çывхарать пулин те ăс-тăнпа та, вăй-хăватпа та çирĕп вăл. Пахча çимĕçне те хăех çитĕнтерет. «Хĕл хырăмĕ аслă-çке», – тет малашлăхпа пурăнма вĕреннĕскер.

Вăрçă çулĕсенче Латви, Литва çĕрĕсене торф кăларма янине калать вăл. «Йывăр пулсан та тÿснĕ, çынпа пĕрле ĕçленĕ», – чунне уçать М.Маллина.

Мария Евграфовна хăйĕн ĕмĕрĕнче чылай çĕрте вăй хунă. Патăрьелĕнчи тĕрлĕ шкулта, ача-пăча интернатĕнче уборщицăра тăрăшнă. «Ресторанта та ĕçлесе куртăм», – малалла сăмахлать вăл. Хăйĕн ĕçне кăмăлланăран, ăна тĕплĕ тунăран килĕштернĕ Майка аппана çынсем. «Юратса пурнăçласан хăть мĕнле пĕчĕк ĕç те этеме чыс тăвать», – тет кинемей.

Хăйĕн кун-çулĕ пирки сăмах ваклама килĕштермест. «Ытти çын пекех ĕçленĕ, пурăннă», – пулчĕ кĕске хурав. Анчах та 95 çул тултарнăскерĕн аса илмелли те чылаях ĕнтĕ. Ара, кун-çулĕ пĕр ĕмĕре çывхарать-çке. Ватлăхра тĕрек çуккишĕн кулянать вăл. Шел те, çемье çавăрса ача-пăча çуратса ÿстерме Турă пÿрмен ăна. Çавăнпах хăйне юлашки çула ăсатма тупă2кпа хĕрес таранах хатĕрлесе хунă. «Тăван-пĕтене тăкаклантарас килмест-çке, – тет кинемей. – Çитменнине тупăка хама килĕшмелле тутарас терĕм. Чăн та, унăн виттине улăштарма шухăшлатăп».

Çак тупрана ăсталани вунă çула яхăн. Чăланта упранать вăл. Йăла-йĕркене пăхăнса пукане хунă унта. «Виçĕ-тăватă кĕпе чикесшĕн. Ялан пĕр кĕпепе çÿресе йăлăхтарĕ леш тĕнчере», – шухăшĕсемпе паллаштарать Майка аппа.

Хăйĕн тĕнчипе, шухăш-ĕмĕчĕпе кун кунлать кинемей. Вилĕмлĕх япалисене те тахçанах хатĕрлесе хунă вăл. Çапах та ватлăхра хăйне пăхма çын шырать ватă. Пурăнан пурнăçра мĕн килсе тухасса нимĕн те пĕлместĕн-çке. Çумра тĕрек пурри вара яланах шанчăк çуратать.

В. ПЕТРОВА.

Патăрьел районĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика