АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Страхланă лаптăксем 70 процент таран ÿсмелле

27 июля 2011 г.

Çут çанталăкăн синкерлĕ пулăмĕсем агропромышленность комплексне пысăк тăкак кÿнипе ял хуçалăхне страхласси паян хресчен пуçне ыраттаракан самант пулса тăчĕ. Шел, час-часах страхлав укçине илесси те вăраха каять. Çавăн-пах-тăр хуçалăхсем юлашки вăхăтра акнă-лартнă лаптăксене страхлассинчен пăрăнма тăрăшни сисĕнет. Лару-тăрăва улăштарма нумаях пулмасть Патшалăх Думи ял хуçалăхне страхлассине патшалăх енчен пулăшма тата федерацин «Ял хуçалăхне аталантарасси çинчен» саккунне улшăнусем кĕртме йышăннă. Çак саккун 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрсе ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсен пурлăхĕ – ял хуçалăх культурисен тухăçĕ тата выльăх-чĕрлĕхĕ – пĕтме «вилме» пултарассипе çыхăннă страхлав хÿтĕлевне тунă чухне патшалăх енчен пулăшма право никĕсне палăртать.

РФ ял хуçалăх министрĕ Е. Скрынник каланă тăрăх саккуна пурнăçа кĕртни агропромышленность комплексне страхлассине çĕнĕлле йĕркелеме май парать, ял хуçалăх таварне туса илекенсен çĕклемне çăмăллатать. Çĕнĕ йĕркепе вĕсем пĕтĕмĕшле страхлав взносĕн 50 процентне çеç тÿлеççĕ. Хуçалăх заявлени çырнă хыççăн патшалăх страхлавçăна страхлав премийĕн хисепĕнчен ытти 50 процентне куçарса парать. Çĕнĕ саккунпа страхламалли ял хуçалăх объекчĕсен списокне анлăлатни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2013 çултан выльăх-чĕрлĕхе вилессинчен страхлассине те патшалăх енчен пулăшма тытăнĕç. Министр сăмахĕпе кăçал ял хуçалăхне страхлама федераци бюджетĕнчен 5 млрд тенкĕ уйăрмалла. Çакă 2010 çулхинчен икĕ хут ытларах пулĕ.

Саккун пурнăçа кĕни страхланă акнă-лартнă лаптăксен пайне 70 процент таран ÿстерме пулăшĕ «ку патшалăх программипе 2012 çул тĕлне палăртнă кăтартуран икĕ хут пысăкрах». Çавăн пекех уйрăм страхлав компанийĕсем панкрута тухсан хуçалăхсем страхлав тÿлевĕсĕр юлассинчен те хăтарать тата чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан федераци укçи-тенкине перекетлет.

Саккунпа килĕшÿллĕн патшалăх пулăшăвĕпе ял хуçалăх культурисене, выльăх-чĕрлĕх пĕтессинчен «вилес хăрушлăхран» страхлаççĕ. Йĕрки çапла: ял хуçалăх культурин тухăçĕ палăртнинчен 30 процент е ытларах чаксан, нумай çул ÿсекен ÿсен-тăран лаптăкĕн 40 проценчĕ юрăхсăра тухсан тин вĕсене пĕтнĕ тесе шутлаççĕ. Ял хуçалăхне инкек-синкекрен страхланă чухне страхлавçăсен пĕрлешĕвĕ гаранти парать. Çавна май вăл пĕр-пĕр страхлавçă панкрута тухсан уншăн та тăкаксене саплаштарма пулăшать. Çак тĕллевпе страхлавçăсен пĕрлешĕвĕ компенсаци тÿлевĕн фондне йĕркелет.

РФ Правительстви çĕнĕ саккун проектне пурнăçа кĕртме кирлĕ нормативпа право акчĕсене хатĕрлеме пуçланă ĕнтĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика