АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк тухăç – пĕчĕк хак

27 июля 2011 г.

Вăрнар районĕнче республикăри аграрисен форумĕ иртрĕ. Унăн ĕçне ЧР Правительствин Председателĕ Олег Макаров тата унăн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, хутшăнчĕç.

Канашлăва пухăннисем малтанах «Санары» агрофирмăна, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен «Янгорчино» производство кооперативне çитсе лару-тăрупа паллашрĕç. Вĕсем тĕрлĕ енĕпе аталаннă. Пĕри ÿсен-тăран отраслĕнчен тĕп тупăш илет пулсан, тепри – выльăх-чĕрлĕхрен. Икĕ хуçалăх та пурнăçпа тан пыма тăрăшаççĕ, йывăр тапхăрта та малаллах талпăнаççĕ.

«Санары» агрофирмăн машинăпа трактор паркне такам та ăмсанмалла. Ретĕн-ретĕн лартса тухнă çĕнĕ йышши техника тĕлĕнтерет те, савăнтарать те. Хăватлă техника пурри агрофирмăна 1600 гектар çĕре вăхăтра акса-лартса хăварма, пысăк тухăç, паха вăрлăх туса илме май парать. Кунта вăрлăх туянма республика тулашĕнчен те килеççĕ. Форума хутшăннисем «Агрос» комбайна, «Джон Дир» трактора уйрăмах кăсăкланса сăнарĕç. Республикăра чаплă техника шучĕ ытларах ÿсме тытăнни ырă пулăм. «Санары» çĕнĕ ял хуçалăх техникине чи малтан туянса пырать темелле. Вăл ытти хуçалăхсене çитнĕ тĕле кунта унпа ĕçлессипе тата пăхса тăрассипе опыт та пухма ĕлкĕреççĕ. Роберт Петров ертÿçĕпе Андрей Миронов тĕп инженер пухăннисене «хурçă утсен» лайăх енĕпе кăлтăкĕсем пирки «кирек мĕнле япала та унсăрах мар» тĕплĕн каласа кăтартрĕç.

Аграрисем предприятин уй-хирне те çитсе курчĕç. Вăрман пек кашласа ларакан, тап-таса тырă лаптăкĕсем куçа савăнтараççĕ. Ĕçченсем «Эльф» урпана пĕр гектартан 45 центнер пухса кĕртесшĕн.

– Шел, хăш-пĕр уйсенче тырă вырăн-вырăнпа выртнă, – пĕлтерчĕ Р. Петров.

Çĕр улми те çитĕннĕ. Шурă-кăвак чечеке ларнăскер пысăк тухăç пуласса шантарать. Кăçал çак çимĕç 170 гектар йышăннă. Ăна икĕ комбайнпа пухса кĕртмелле. Сортлассине те механизациленĕ. Хуçалăхăн çĕр улмийĕ тухăçлă кăна мар, тутлă та иккен. Канашлăва пухăннисем ăна хаваспах тутанса пăхрĕç.

«Янгорчино» хуçалăхра вара 713 мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ, çав шутра сăваканнисем 292 пуç. Кооператив председателĕ Геннадий Романов сĕт-çу паракан кĕтĕве ĕрчетни тупăшлă пулни пирки пачах та иккĕленмест. Хальхи вăхăтра ĕнесем çуллахи лагерьте. Кĕр енне çĕр пуç çĕнĕ витене кĕмелле. Строительство ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех ĕнтĕ.

Ăна тума 13,5 млн тенкĕ хывнă, çав шутран 6 млн тенки – çăмăллăх кредичĕ. Витене çĕнĕ технологипе тунă, унăн конструкцийĕ те çăмăл, компактлă. Ертÿçĕ каланă тăрăх Сербире фермăсене шăпах çак проектпа тăваççĕ имĕш. Çĕнĕлĕх ыттисене те кăсăклантарчĕ. Вĕсем специалистсене çине-çинех ыйтусем пачĕç.

Хуçалăхсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн аграрисем Вăрнарти хутăш препаратсем кăларакан «Август» фирмăн конференци залне пухăнчĕç. Чăваш Енри агропромышленность комплексĕн кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, çĕнĕ тыррăн пулас хакĕсене сÿтсе яврĕç. Хак мĕнле пуласси тухăçран килет. Кăçал тырă ăнса çитĕннĕ. Анчах вăйлă çил, пăрлă çумăр чылай лаптăка пĕтернĕ. Çапах пĕлтĕрхи пек виçесĕр хакланса каймасси те паллă.

Л. Алексеева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика