АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пластик чÿрече чире янă

22 июля 2011 г.

Пластик чÿрече лартасси халăхра анлă сарăлнă. Питĕ меллĕ, хушăксенчен сив çил вĕрмест, хăй хакне те часах саплаштарать: «Сăрласа асап курмастпăр», – терĕ пĕр палланă çын. Асăннă чÿречесем йÿнĕрех те çирĕп пулни пирки хаçат-журналта та вуласа пĕлме пулать. Ивановсем те ку ыйтăва çемьере сÿтсе явнă хыççăн йывăç чÿречисене пластикран тунисемпе улăштарма шут тытнă. Тепрер эрнерен çĕнĕ чÿречесем ялкăшса çеç ларнă. Кил хуçи хĕрарăмĕ савăннипе хваттерти пÿлĕмсем тăрăх вĕçнĕ пек çÿренĕ. Анчах савăнăç нумая пыман: кĕçех вăл пуç ыратнипе аптăрама пуçланă. Унтан куççулĕ юхма тытăннă. Эрнерен сывлайми пулса çитнĕ. Тухтăрсем те чир сăлтавне тупса палăртайман. Хĕрарăм, халиччен чир-чĕрпе аптраманскер, чыхăна-чыхăна ÿсĕрме тытăннă, пуçĕ çаврăннă, час-часах сывлăшĕ питĕрĕнсе ларнипе вăйĕ пĕтсе килнĕ, аллерги чирĕ пуçланнă. Вăл ĕçрен килне таврăнма хăранă, кÿршисем патĕнче çывăрса пурăннă. Вĕсемпе чылай канашланă хыççăн пластик кантăксене тĕрĕслеттерме шут тытнă. Анчах тĕрĕслев хаклă пулни, ăна хăй шучĕпе ирттермелли тытса чарнă. Иванова район судне иск çырнă. Анчах чÿрече хуçисем, ахăртнех, айăпне туйса илнĕ, ĕçе суда çитермен – мирлĕ килĕшÿ туса укçана каялла тавăрса, чÿречесене йывăçран лартса панă. Çакăн хыççăн тин хĕрарăм асапланма пăрахнă.

Мĕншĕн хăш-пĕр пластик чÿречесем пирĕн çине çавăн евĕр витĕм кÿни пирки çакна пĕлекен палланă çынран ыйтса пĕлтĕм. Акă мĕн хуравларĕ вăл мана.

– Пластик тĕрлĕрен пулать. Йĕркелли нихăçан та çынна чире ямасть. Анчах хăшĕ-пĕрисем, сахалрах тăккаланас, халăхран укçа ытларах сăптăрса илес шутпа пурăнаканнисем, чÿрече лартнă хыççăн юлнă вак-тĕвеке пуçтарса кайса çĕнетеççĕ, кайран унран хатĕрленĕ чÿречесене теприне кайса лартса параççĕ. Ивановсем вĕсен вăлтине çакланнă пулас. Çавăнпа йÿнĕ пластик туянтăм тесе савăнма кирлĕ мар, ку мĕн патне илсе çитерме пултарнине хăвăрах куратăр.

Чăн та, йÿн япала йÿнеçтерет, çук çын укçине пĕтерет тесе ахальтен каламан ваттисем. Шел, эпир çакна хамăр инкек тÿссен çеç ăнланса илетпĕр.

О. Васильева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика