АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аçине çĕнетсех тăмалла

22 июля 2011 г.

Нумаях пулмасть кăркка ашĕ питĕ тутлă пулни çинчен çырса панăччĕ эсир тата çак кайăк вĕçесрен çунатне касма вĕрентнĕччĕ. Эпĕ те 4-5 çул ĕнтĕ кăркка усратăп. Манăн килти кăрккасем нихăçан та юта вĕçмен. Вĕçекеннисем индоуткăсем мар-ши; Çавăн пекех инкубаторта кăларнă шурă кăркка вĕçнине пĕлетĕп, вĕсем пусма та лармаççĕ. Вырăнти хура кăрккасене усратăп. Амисем 3,5-5 кг таяççĕ. 12-18 чĕпĕ таран кăлараççĕ, çăмартисене те çавăн чухлĕ тăваççĕ. Виçĕ хутчен пусма лартатăп. Малтан кăркка чĕпписем кăларатăп, унтан – чăх чĕпписем, хур çăмарти нумай чухне ăна та хуратăп. Вăл пĕрне те тиркемест, лайăх ÿстерет.

Кăркка аçи 8-12 кг таран ÿсет. Аçине кашни çулах çĕнетсе тăратăп. Унсăрăн вăл йывăрланса кайса амине пусайми пулать. Çитменнине йывăрăшĕпе ăна амантма та пултарать. Çавăнпах ами ăна пустарасшăн мар, айĕнчен тухса тарать, ун пек чухне çăмарти тăрă пулать.

Кăркка пĕçернĕ çĕр улмине, кавăна, выльăх кăшманне юратса çиет. Çĕр улмипе хывăх хутăшне парсан вара савăннипе каçăхсах каять.

Кĕркури. Елчĕк районĕ, Çирĕклĕ Шăхаль ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика