АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн капиталĕп усă курса

22 июля 2011 г.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх республикăра 10 пин ытла çемье амăшĕн капиталĕпе усă курнă. Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма тата ачасене вĕрентме 2009 çултанпа пенси фончĕ 3 миллиард тенкĕ куçарнă.


Республикăра пурăнакансем ытларах чухне амăшĕн капиталне пурăнмалли çурт «хваттер» кредитне татнă çĕре яраççĕ. Кунашкаллисен хисепĕ 9 пин çемьерен те иртнĕ. Çак тĕллевпе 2,8 млрд тенкĕ куçарнă.


Унсăр пуçне пин ытла çемье ачи 3 çул тултарсан çурт условийĕсене лайăхлатнă. 2010 çулхи декабрь уйăхĕнче амăшĕн капиталĕ çинчен калакан саккуна строительство организацийĕсене явăçтармасăрах амăшĕн капиталĕпе усă курса пурăнмалли уйрăм çурт тума тата тĕпрен юсаса çĕнетме май паракан улшăнусем кĕртрĕç. Çулталăк пуçланнăранпа çак улшăнусемпе килĕшÿллĕн подрядчиксене явăçтармасăр çурт тума 178 заявлени тăратнă, пурăнмалли çурта тĕпрен юсаса çĕнетме – 110 заявлени, çурт тунăшăн компенсаци илме – 91.


74 çемье вара амăшĕн капиталне ачисене аслă шкулта, колледжра тата техникумра вĕреннĕшĕн тÿлеме янă. Ку сумма 2,2 млн тенкĕпе танлашать. Хальлĕхе амăшĕсенчен нихăшĕ те капитала хăйсен пухăнакан пенси пайне яма кăмăл туман.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика