АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйлав хыççăн суйлав

22 июля 2011 г.

«Единая Россия» парти ертÿçи Владимир Путин Пĕтĕм Раççейри халăх фронтне туса хурассине пуçарнăранпа çак юхăм Чăваш Енре те вăй илчĕ. Унăн регионти координаци канашне 20 общество организацийĕ кĕнĕ. Çитес уйăхсенче суйлав çине суйлав пулĕ. Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавне хатĕрленсе çак кунсенче çĕршывĕпех праймериз «малтанласа йĕркелекен пĕчĕк суйлав» иртет. Ун çинчен партин регионти политканашĕн секретарĕ Михаил Михайловский пресс-конференцире каласа пачĕ. Калаçăва парти председателĕн йышăну пÿлĕмĕн ертÿçи Валерий Андреев та хутшăнчĕ.

Хăйне евĕр праймериз иртнĕ суйлав умĕн те пулнă, ун чухне списокри çынсемшĕн партире шалта кăна сасăланă. Халĕ вара пĕтĕм халăх сасăлавĕ пулать, вăл Чăваш Енре пилĕк площадкăра «Шупашкарта – икĕ вырăнта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Çĕмĕрлере» июлĕн 25-29-мĕшĕсенче иртет. Кандидатурăсен списокĕнче 27 çын. Пĕтĕмпе 600 суйлавçă сасăлĕ «общество организацийĕсенчен тата партин вырăнсенчи уйрăмĕсенчен – 300-шер çын». Праймеризра çĕнтернисен Дума депутачĕсен ретне тăрас шанăç пулĕ. Чăваш Енрен 3 депутат пулма пултарать.

Сасăлава тăратакан кандидатсен списокĕнче 17-шĕ – «Единая Россия» членĕсем, 9-ăшĕ – парти ретĕнче тăманнисем, 14-шне парти тăратнă, пĕри – хăй тĕллĕн, ыттисем – общество организацийĕсенчен. Парти тăратнă кандидатурăсенчен пĕри – ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев.

Валерий Андреев Халăх фрончĕн программине хатĕрлени çинчен каласа пачĕ. Паянхи кун тĕлне общество организацийĕ-сенчен, ĕç коллективĕсенчен тата уйрăм çынсенчен Халăх программине кĕртме 107 сĕнÿ илнĕ. Вĕсем ветерансем, ĕçлевпе шалу çинчен калакан саккунсене, Налук кодексне, ялăн социаллă аталанăвĕ çинчен калакан программăна, ытти ыйтăва пырса тивеççĕ.

Праймериз кăтартăвĕсене официаллă майпа çирĕплетнĕ хыççăн партин сентябрĕн 3-4-мĕшĕсенче иртмелли съездне каякан делегатсене суйлĕç. Думăн пулас депутачĕсен кандидачĕсен федераци списокне шăпах çав съездра официаллă майпа тăратĕç.

Дума суйлавĕпе пĕрлех çĕршывăн 27 субъектĕнче вырăнсенчи Патшалăх Канашĕсемпе саккун кăларакан Пухусен депутачĕсен суйлавĕсем иртмелле. Çав шутра – Чăваш Енре те. Партин вырăнти парламентри пукансене шанса памалли çынсене малтанласа суйлама та списокĕ хатĕр ĕнтĕ. Унта 127 çын. Патшалăх Канашĕнче пĕтĕмпе 44 депутат пулнине шута илсен конкуренци пысăк пуласси халех паллă. Хайхи праймериз чи лайăххисене суйласа илсе список хатĕрлеме пулăшмалла. «Единая Россия» вырăнти парламентра миçе мандат илесшĕн; Журналистсен çак ыйтăвне М.А. Михайловский шÿтлесе хуравларĕ: «Эпир çăткăн мар. Пире 30 мандат та çитет...» Халĕ çак парти членĕсем Патшалăх Канашĕнче 33 вырăн йышăнаççĕ. Михаил Алексеевич хăй шăпах парламент спикерĕ пулнине кура ун сăмахĕ чăна килнипе-килменнине суйлав иртнĕ хыççăн курăпăр.

К.НЕСТЕРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика