АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăмăн чĕлхи вăрăм

20 июля 2011 г.

«Иртнĕ çулхи шăрăх çанталăк малашлăхшăн урок пулчĕ, – пуçларĕ калаçăвне Патăрьел район администрацийĕн граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен уйрăм пуçлăхĕ Григорий Каллин. – Пĕвесемпе кÿлĕсенче шыв пĕтрĕ. Вăл вара – пушар сÿнтерме чи кирли. Çавна май иртнĕ кĕркунне кашни ял тăрăхĕ çывăхри пĕвесене тасатса тарăнлатрĕ. Халĕ пур çĕрте те шыв пур».

Григорий Николаевич каланă тăрăх, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем тăрăшнипе мотопомпăсем туянаççĕ. Сăмахран, Аслă Чеменсем кăçал çеç ăна иккĕ илнĕ. Районти вун тăхăр ял тăрăхĕнчен чылайăшĕнче пур вăл. Унсăр пуçне асăннă тăрăха пушар сÿнтермелли ултă машина илсе килнĕ. Паллах, çĕнĕ мар вĕсем, апла пулин те юсавлă, чиперех ĕçлеççĕ.

Хальхи вăхăтра районта Чăваш Республикин пушара хирĕç кĕрешекен службин 26-мĕш чаçĕ вырнаçнă. Унăн ятарлă посчĕ Турханти психикăпа неврологи интерначĕ çумĕнче йĕркеленнĕ. Çавăн пекех муниципалитетсен пушар хуралĕсем Çĕнĕ Ахпÿртре, Аслă Арапуçĕнче тата Туçара пур. Ял хуçалăхĕсем тытса тăраканнисем те инкек-синкекре пулăшма хатĕр. Вĕсем Нăрваш Шăхалĕнче, Алманчăра тата Сăкăтра. Шăнкăртам ял тăрăхĕнче вара уйрăм харпăрлăхлă пушар хуралĕ туса хунă. Ăна Марс Шрша ертсе пырать. Вăл пушар сÿнтерме хăйĕн техникипе хутшăнать.

«Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне кăçал районта 19 пушар тухнă, пĕлтĕр вара – 21, – малалла сăмахлать Г.Каллин. – «Хĕрлĕ автан» ытларах уйрăм хуçалăхра «авăтать». Кăçал, сăмахран, производствăра пĕр пушар та пулман. Вĕсен утмăл проценчĕ юрăхсăр электроприборсемпе усă курнăран, кил-тĕрĕшри электропралук кивелнĕрен тухать. Çавăнпа та асăрхануллă пулмалла».

Пĕлтĕрхи шăрăх халăха сисчĕвлентерчĕ. Çавна май вĕсен пуçарăвĕпех ялсенче кас хуралĕсем йĕркелерĕç. Патăрьелсем çак йăлана кăçал та малалла тăсаççĕ. Унсăр пуçне район администрацийĕн пуçлăхĕ йышăннă тăрăх, иртнĕ çул вăрмана кĕме чарнă. Ку йышăну халĕ те вăйра. Шăрăх вăхăтра лесничествăпа килĕшсе татăлмасăр вăрмана кĕме юрамасть. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов кашни эрнере иртекен планеркăра ял тăрăхĕн ертÿçисене пушар хăрушсăрлăхĕ пирки асăрхаттарсах тăрать.

Хăш-пĕр ял вăрмана çывăх пулнăран пушар тухас хăрушлăх вăйланать. Çавна май Чăваш Сăкăтĕнче, Пăлапуç Пашьелĕнче, Хурама Тăварĕнче пушар вышкисем вырнаçтарнă. Унта дежурство тăратнă. Пăлапуç Пашьел патĕнчи вăрман хĕррине тракторпа ятарласа сухаласа тухнă.

Кăçалтан республикăра вăрман пушарĕ енĕпе ĕçлекен служба туса хунă. Унăн участокĕ Патăрьел районĕнче те пур. Ертÿçи – Харис Басыров. Турханта тата Пăлапуç Пашьелĕнче пушарпа хими станцийĕсем йĕркеленĕ.

«Хĕл юрлă пулчĕ. Çапах та çулсене уçсах тăтăмăр. Пушар сÿнтерме пынă машинăсем, ытти тăрăхри пек, лакса ларнă тĕслĕхсем пулмарĕç. Малашне те вут-çулăмран асăрханса пурăнасчĕ. Инкек-синкек тухсан вара тÿрех пушар сÿнтерекенсене чĕнмелле. Мĕншĕн тесен хăть мĕнле вут-çулăма та пĕччен парăнтараймăн», – терĕ Григорий Николаевич.

Вут-çулăмăн чĕлхи вăрăм тесе ахальтен каламан çав.

В.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика