АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни кунах руль умĕнче...

20 июля 2011 г.

Çĕнтерÿ 50 çул тултарнă ятпа хисепленекен урам Патăрьелĕнче çĕннисенчен пĕри. Икĕ хутлă капмар çуртсем кунта. Шăпах çак урамра тĕпленнĕ те ĕнтĕ Татьяна Солдатова. Хĕрарăм пуçĕпе çакнашкал чаплă кермен çĕклеме пултарнă вăл. Паллах, тăванĕ-пĕтенĕ те пулăшнă. Ахальтен-им вуннăн пĕр тăван вĕсем. Таня – çемьере асли. Çавăнпа та кил-çуртри ĕç-пуç ачаранах ытларах ун çине тиеннĕ. Унсăр пуçне йăмăкĕсемпе шăллĕсене те пăхма тивнĕ ăна. Çак ырă йăла халĕ те тăсăлать туслă çемьере. Паян вăл йăмăкĕсемпе Надьăпа тата Полинăпа пĕрле вăй хурать.

Турханти вăтам шкула ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн Татьяна Николаевна Патăрьелĕнче сутуçăсен курсĕнче вĕреннĕ. Çапла вара çирĕм çул ытла хăйĕн профессине алран ямасть вăл. Малтанах вырăнти райпо тытăмĕнчи лавккасенче тăрăшнă, паян вара хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ, пасарта апат-çимĕç сутать. «Кризис тапхăрĕнче ял халăхĕ укçа-тенке перекетлĕ тыткалать-и;» – кăсăкланса ыйтатăп сутуçăран. «Кризис тесе апатланмасăр пурăнаймастăн-çке. «Куç хитрине юратать, тута – тутлине» тенешкел хăйне мĕн кирлине пĕрех туянать вăл. Тепĕр чухне каялла тавăрса пама вак укçа та юлмасть», – пулчĕ хурав. Районти ялсенче иртекен пасарсене те хутшăнать Татьяна Николаевна. Тавар туянакансем ăна çепĕç чĕлхишĕн, ăшă кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ. Хастарлăхпа та палăрса тăрать вăл. Апат-çимĕç ещĕкĕсене, пичĕкисене пĕр-пĕр арçын пырса йăтса парасса кĕтмест. Вăшт çеç тытать те машина çине тиет. УАЗ машинине хускатса кирлĕ çĕре вĕçтерет. «Кашни кун эсĕ çул çинче, кашни кун эсĕ руль умĕнче» юрă сăмахĕсем ăна пырса тивнĕнех туйăнаççĕ. Çапла хурçă ут тилхепине вунă çул тытать вăл. «Паянхи кун машинăсăр алăсăр çын пекех туятăп хама», – тет. Ахальтен мар-çке хальхи вăхăтра маттур та хастар, çаврăнăçуллă, çĕнĕлле шухăшлакан тата йышăну хăвăрт тăвакан çынсем çеç çитĕнÿ çулĕ çине тăма пултараççĕ. Вĕсенчен пĕри – Т.Солдатова.

«Çуртăн иккĕмĕш хутне йĕркелесе çитересчĕ кăçал, – ăшталанать кил хуçи хĕрарăмĕ. – Кашни çул мĕн те пулин тăвассишĕн тăрăшатпăр. Ара, кил-çурта куллен пăта çапмалла, унсăрăн кивелет, ватăлать».

Халĕ Татьяна Николаевна Инна хĕрĕн çемйипе пурăнать, Арина мăнукĕпе савăнать. Пахча тулли çимĕç çитĕнтереççĕ вĕсем. Çавна май икĕ пысăк теплица вырнаçтарнă. Хăярсем тахçанах тухăç параççĕ. Помидорсем – черетре. «Ирхине 4-5 сехетре пахчана çум çумлама тухатăп. Ĕçе кайиччен пурне те тума ĕлкĕрмелле», – терĕ вăл чечексем патне утнă май. Кĕл чечексем, пионсем куçа илĕртеççĕ.

Хăтлă кил-çуртра кашнине валли пÿлĕм уйăрнă. Кранран сивĕ, ăшă шыв юхать. Хулари хваттертен пĕрре те кая мар. Тĕрĕссипе, унран ирĕклĕрех те, хăтлăрах та.

«Пире хула кирлĕ мар, – терĕ Т.Солдатова савăнăçне пытармасăр. – Уçă сывлăш, пахча та юнашарах». Çапла, пурнăç ырлăхне хăй аллипе тунă вăл. Халĕ вара ун пархатарне курса пурăнмалла çеç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика