АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телее сутăн илме çук

20 июля 2011 г.

Чăваш çемйи ĕлĕкех ачаран пуян пулнă. Ахальтен мар туйра çамрăк мăшăра аслă ăру халĕ те сак тулли ача-пăча çуратса ÿстерме пиллет. Ваттисен пилне ăша хывса Вăрмар районĕнчи Çиçтĕпери Чубуковсен çемйинче ăрăва тăсакансем улттăн тан çитĕнеççĕ.

Спортра та, вĕренÿре те малта

Светланăпа Владимир вун тăхăр çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Ачисем те хăйсем пекех маттур та патвар. «Выльăх-чĕрлĕхе ачасемпе пĕрле пăхатпăр, – тет Владимир Вениаминович. – Кроликсене кĕçĕннисене шанса паратпăр пулсан, ĕне-сурăха – аслисене». Чубуковсем ăратлă выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Çавăнпа та ял кĕтĕвне ямаççĕ вĕсене, çуркуннерен пуçласа хура кĕркунне çитичченех уй-хирте хăйсем çитерсе çÿреççĕ. Кашни кунах кĕтÿç пушшине тытма лекет ачасене. Çавăнпа та выльăх-чĕрлĕхе юратса çитĕнеççĕ вĕсем. Ахальтен мар аслă хĕрĕ Оля шкул пĕтернĕ хыççăн хăйĕн кун-çулне ветеринар е кинолог профессийĕсемпе çыхăнтарасшăн. Ку шухăша ашшĕ те ырлать. Вăл хăй те выльăх-чĕрлĕхе кăмăллать. Çавăн пекех ухута йыттисемпе кăсăкланать. «Русская пегая гончая» ăратлăскерсене тытать. Вĕсемпе тĕрлĕ курава çÿресе кашни çулах медальсене тивĕçет. Унсăр пуçне ухутана çÿреме те килĕштерет. «Вунă йытă усракана ял халăхĕ мĕн калать;» – ыйтрăм кăсăкланса. «Йытта тăрантариччен сысна тытма сĕнеççĕ. Эпĕ вара вĕсемсĕр пурăнаймастăп», – пулчĕ хурав.

Ăратлă йытăсăр пуçне романовски сурăхсем тытаççĕ Чубуковсем. Вĕсем те çемье бюджетне пуянлатма пулăшаççĕ. Шабо «урăхла японская бентамка» чăх та хăйне евĕр хитре. Кăвакарчăнран кăшт çеç пысăкскер пĕчĕк чĕпписем умĕнче тăпăртатса кăна тăрать. Хайхискерĕн çăмарти те вĕтĕ иккен.

Ĕçпе çеç йăпанмасть çемье, спортпа та туслă. Светлана Васильевна Кавалти шкулта ачасене физкультурăпа вĕрентнĕ май час-часах район ăмăртăвĕсене хутшăнать, вĕренекенсене те спортпа туслаштарать. Владимир Вениаминович та хăй вăхăтĕнче йĕлтĕрпе чупассипе, çăмăл атлетикăпа кăсăкланнă. Ачисем вара ытларах маунтинбайкпа интересленеççĕ. Виçĕ ывăлĕ тата хĕрĕ Маша кашни çулах Мăнçырмара иртекен Раççей Кубокне хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Никита Мускаври Олимп резервĕн училищинчен кăçал кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă. Малашне вăл çакăнтах тренер-преподавательте вăй хурĕ. Хальхи вăхăтра Ижевск хулинче иртекен пĕтĕм Раççейри ăмăртăва хутшăнать. Никита маунтинбайк енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче тăрать. Сăмах май, чылай ют çĕршывра пулма ĕлкĕрнĕ çамрăк. Сумлă наградисем те нумай унăн. Вовăпа Алеша та пиччĕшĕн çулĕпе утаççĕ. Вĕсем – Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командинче. Район, республика ăмăртăвĕсене хутшăнса çĕнтереççĕ. «Алеша кăçал 8-мĕш класа çеç куçрĕ, çапах та Мускав команди кĕтет ăна, – тет Светлана Васильевна. – Кĕçĕнрех пулнипе хальлĕхе унта яма тăхтарăмăр». Маша та пиччĕшĕсенчен юласшăн мар. Вăл та Вăрмарти А.Федоров ячĕллĕ ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулне çÿрет, В.Сидоров тренер патĕнче ăсталăхне туптать. Тăхăр çулти Ваньăна та велосипед илĕртет. Пĕчĕкскерĕн камран тĕслĕх илмелли пурах. Оля вара йĕтре тĕртме кăмăллать. Çавăн пекех йĕлтĕрпе чупать, çăмăл атлетикăпа кăсăкланать. Унăн та Хисеп хучĕсем, ытти награда туллиех. Çакна та асăнмалла: кĕçĕн Чубуковсем спортпа туслă пулнисĕр пуçне вĕренÿре те лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ.

«Патшалăха шанса

çуратман...»

Пилĕк е ытларах ачаллă çемьесемпе тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен калакан ятарлă программăпа Чубуковсене республика укçи-тенкипе кăçал çĕнĕ пÿрт лартса параççĕ. Кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă кермен çак çемьешĕн чăннипех те пысăк парне. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра кил-çурт çавăрма çав тери йывăр-çке. «Ыйтăва пилĕк-ултă çул каярах çырса панăччĕ. Черет тинех пирĕн пата та çитрĕ», – тет кил хуçи хĕрарăмĕ савăнса. Йышлă ача-пăчапа ирĕклĕрех çурт кирлĕ çав.

Кермене июнь уйăхĕн малтанхи кунĕсенче купалама пуçланă. Халĕ шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ строительсем. Ăна кĕркунне çитиччен хута яма шантараççĕ вĕсем. Сăмах май, хăпартма пĕр миллион та улт çĕр тенкĕ тухса кайĕ. Ачисем Вăрмар шкулне çÿренĕрен унтах тĕпленес ĕмĕтпе пурăннă аслă Чубуковсем. Ку сĕнĕве хăйсен ыйтăвне те кĕртнĕ. Анчах та пуçлăхсем çакна шута илмен пулас. Е Çиçтĕпе ялне тăлăха хăварасшăн пулман-ши; Ара, кунта халĕ карчăк-кĕрчĕк çеç пурăнать-çке. Çамрăксем пачах çук темелле. Ватă çын пек малалла ÿпĕннĕ, тăлăххăн ларакан çуртсем чылай.

«Шкул автобусĕсем юсавсăр пулнăран е бензин çукран хăш-пĕр чухне хĕлле ачасем 3-4 кун шкула каяймасăр килте лараççĕ, – тет Владимир Вениаминович. – Машăпа Ваня Кавал шкулне çÿреççĕ. Çил-тăманра сакăр çухрăм мĕнле утмалла вĕсен;»

Халĕ, çăмăл машина туяннă хыççăн, Чубуковсемшĕн хăш-пĕр çивĕч ыйту татăлнă темелле. Владимир Вениаминович ачисене тренировкăсене те, ăмăртусене те ытларах чухне машинăпа илсе çÿрет. «Вĕсемшĕн чуна пама хатĕр, – малалла сăмахлать вăл. – Укçа-тенкĕ çитсе пымасан та ачасемшĕн тăрăшатпăр. Пире ытларах çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме йывăр. Кĕркунне çитеспе мĕн сутса укçа тăвасси пирки шухăшлатпăр яланах. Ара, пиллĕкĕн шкула çÿреççĕ-çке. Патшалăхран нимĕнле пулăшу та çук. Вĕренÿ кĕнекисене те туянатпăр. Столовăйĕнче апатланнăшăн та хамăр кĕсьеренех тухать. Маларах субсиди тÿлетчĕç, халĕ ăна та пăрахăçларĕç». Светлана Васильевна упăшкине итлесе ларнă май: «Ачасем хамăрăн-çке. Патшалăха шанса çуратман эпир вĕсене. Ватлăхра тĕрек пултăр, тăванран татăлас мар тесе кун çути кăтартнă», – терĕ ăна пÿлсе. Патшалăх ачасемшĕн паракан укçапа та кăсăклантăм. Хальхи вăхăтра Чубуковсем ултă ачашăн «асли вун саккăр тултарман» кашни уйăхра 5 пин те 500 тенкĕ илеççĕ. Тĕрĕссипе, ку нухрат мĕн тума, мĕн туянма çитĕ-ши;

Ача – çемье пуянлăхĕ

Кил-çурт ача сассипе илемлине калаççĕ халăхра. Чăн та, çемье пуянлăхĕ – сывă тĕпренчĕкре. Ашшĕ-амăшĕшĕн ачи маттур, пултаруллă ÿсни – пысăк телей. Паллах, çимĕçĕ йывăçне кура пулнине те асра тытмалла. Чубуковсем ачисене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтараççĕ. Хăйсем те вĕсемпе юнашарах тăрăшса ĕçлеççĕ. Акă, кашни çулах çуркунне çемйипе çĕр-çĕр йывăç лартаççĕ. Маларах лартнисем тÿпенелле кармашма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Унсăр пуçне ытти ĕçе те пĕрлех пурнăçлаççĕ. Уявсенче е çуралнă кунсенче те пĕрлех савăнаççĕ. «Никита ăмăртусенчен çĕнтерÿпе таврăнасса куç пек кĕтетпĕр, – чунне уçать кил хуçи. – Çак кун ятарласа шашлăк, тутлă апат-çимĕç пĕçеретпĕр».

Пĕр-пĕриншĕн савăнни, кирлĕ чухне пăшăрханни çемье тăнăçлăхне, туслăхпа юратăвне çирĕплетме пулăшать.

Çакнашкал ĕçчен, маттур, хастар çемьесемпе мухтанма тивĕçлех эпир. Ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ вĕсем. Çавăнпа та кирлĕ чухне вĕсене савăнтарма та, çитĕнĕвĕсене хаклама та пĕлмеллех. Йышлă ача-пăчаллă çемьен пурнăçĕ хăмла çырли те, пыл тути те мар-çке. Çапах та телее вĕсем ачисенче тупнă. Ăна вара сутăн илме çук: ни лавккара, ни пасарта сутмаççĕ.

Вăрмар районĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика