АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул шăпи шутлаттарать

20 июля 2011 г.

Çулла урамра ача-пăча сасси таврана янратать. Вĕренÿ тапхăрĕ пуçланиччен выляса-кулса юлмаллине чухлаççĕ шăпăрлансем.

Шупашкар районĕнчи Мăн Марка ялĕнче те ача нумай. Кунĕ-кунĕпе пĕчĕккисем хăйсен «пысăк» ĕçĕпе унталла-кунталла хĕвеççĕ, каçхине вара шкулăн спорт площадкинче мечĕк хăвалаççĕ. Шкулĕнчен вара паянхи куна нимĕн те юлман, ячĕ çеç... Çакă ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшне çеç мар, ялти ватăсене те куççуль тăктарать. «Совхозне пĕтерсе хучĕç, халĕ вара ялти шкула та хупрĕç», – теççĕ кинемейсем. Чăнах та, шкул ĕçленĕ вăхăтра тăхтавсенче ача-пăча чупса савăнни кăмăл-туйăма çĕклетчĕ. Кунта 4 ял (Кивçурт Марка, Çатра Марка, Малтикасси тата Мăн Марка) ачисем вĕренме çÿретчĕç. Вĕренÿ çурчĕн алăкĕсем хупăннăранпа вĕсем Ишекри вăтам шкула çити каяççĕ. Вĕрентекенсене те йывăр килчĕ: кам хулана тухса кайрĕ, теприсем ĕç вырăнĕсĕр юлчĕç.

Мăн Марка шкулĕ ватă пулсан та, ăна кашни çулах тирпей-илем кÿретчĕç. Вĕренÿ кабинечĕсене яланах тасатса-çĕнетсе тăратчĕç. Ял çыннисем шкул шăпишĕн кулянаççĕ, çурт пушă ан лартăр тесе кунта тумтир çĕлекен фабрика уçма та шутланăччĕ, анчах лавĕ вырăнтан тапранман-ха.

1971 çултан директор пулса ĕçленĕ Раиса Павлова паянхи кун та çак тапхăра аса илет: «Тăрăн шкулĕнчен мана Мăн Марка шкулне директора куçарчĕç. Эпĕ шкула йышăннă чухне унта 348 ача вĕренетчĕ. Икĕ сменăпа ĕçленĕ. Класĕсем тăвăрччĕ. Тепĕр çул шкул çуртне (25 метр тăршшĕ) Çĕнĕ Шупашкар патĕнчен кÿрсе килтĕмĕр. Кĕркунне вĕренме пуçларăмăр. Вĕренÿ çулĕ пуçлансан çурта ăшăтмалли агрегатсем вырнаçтартăмăр. Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура заводĕнчен ĕç хыççăн каçсерен киле-киле вырнаçтарса пачĕç. Котельнăй стенисене вĕрентекенсемпе пĕрле купаларăмăр. Халĕ шкул патĕнчен иртсе каймассерен чуна хурлăх капланса килет, ял пĕтнĕн туйăнать... »

Тен, чăнах та, ял пĕтесси çакăнтан пуçланать. Ачасен пуласлăхĕн тымарĕ – шкул, аслă пурнăç çулĕ çине тăма та кунта вĕренеççĕ вĕсем.

К. Нестерова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика