АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿркенмесен ту çинче те тырă ÿсĕ

20 июля 2011 г.

Республикăри шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме тытăнчĕç. Çавна май чылай çĕрте юсав ĕçĕсем пыраççĕ: классене сăрлаççĕ, тирпей-илем кĕртеççĕ е пысăкрах ĕçсем туса ирттереççĕ. Хăш-пĕр шкул вара ачасене кĕтсе илме хатĕр те ĕнтĕ. Вĕренÿ министерствипе республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем Вăрмар тăрăхĕнчи пĕлÿ керменĕсенче пулса курчĕç, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.

Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр

Пысăк Енкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул кăçал тăваттăмĕш вĕренÿ çулне пуçлать. «Хальччен алла киçтĕк тытма тÿр килмерĕ, – тет шкул директорĕ Г.Архипова. – Тасалăх, тирпейлĕх пирки ачасене асăрхаттарсах тăратпăр, мĕн пуррине упрама тăрăшатпăр». Классенче,спортзалра, столовăйĕнче пулнă май ертÿçĕ сăмахĕ чăна килни палăрчĕ. Пур çĕрте те тирпей-илем хуçаланать. Пĕтĕмлетсе каласан, асăннă шкул ачасене хăй ытамне илме паянах хатĕр.

229 ача вĕренет кунта. Вĕсем 16 ялтан çÿреççĕ. Пĕлÿ илме пĕтĕм услови пур. «Кăçал спорт инвентарĕ, столовăй валли тирĕк-чашăк туянтăмăр,– малалла сăмахлать Галина Ивановна.– Çавăн пекех медицина пÿлĕмне пуянлатрăмăр».

Ачасен сывлăхĕ хавшани пăшăрхантарать директора. Çавна май вăл кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен В.Базарный профессор меслечĕ «тăрса вĕренесси» çине куçасшăн. Тĕрĕсрех каласан, хальлĕхе пĕрремĕш класран пуçласшăн çак çĕнĕлĕхе. Кун пирки ашшĕ-амăшĕпе, вĕрентекенсемпе тĕплĕн калаçнă. «Партăсем çинче кафедрăсем пулĕç. Вĕсене эпир хамăрах туса хатĕрлетпĕр. Унсăр пуçне ура валли ятарлă кавир кирлĕ пулать. Ăна тÿмесенчен ашшĕ-амăшĕ ăсталĕ. Куç тренажерне вара саккас парасшăн», – паллаштарать шухăш-ĕмĕчĕпе шкул директорĕ. Сăмах май, Шупашкарти 56-мĕш вăтам шкул çак меслетпе тахçанах ĕçлет. «Лапă ура, сколиоз чирĕсемпе, куç вăйĕ чакнипе нушаланаççĕ ачасем, – малалла сăмахлать Галина Ивановна. – Çавăнпа та программăна В. Базарный сĕннĕ системăн хăш-пĕр элементне кĕртме шухăш тытрăмăр. Çитĕнÿсем пулсан малашне ытти класа та çакăн çине куçарасшăн».

Пысăк Енккассисен ĕçĕ-хĕлĕпе ЧР вĕренÿ министрĕ В.Иванов та кăмăллă пулчĕ. «Ялсенче çакнашкал çĕнĕ шкулсем ытларах кирлĕ», – терĕ вăл. Пинерте лару-тăру япăхрах пулнине, çавна май ыйтăва пĕрле татса памаллине палăртрĕ. Республикăри шкулсен чи çивĕч ыйтăвĕсемпе паллаштарчĕ: кадрсене çамрăклатмалла, пĕлÿ керменĕсене техника оборудованийĕпе тивĕçтермелле, учительсен квалификацине ÿстермелле, шкул автобусĕсене çĕнетмелле, çавăн пекех ял шкулĕсенче профильлĕ вĕренĕве хуларинчен кая мар йĕркелесе ямалла.

Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та çĕнĕ вĕренÿ çулне тăрăшсах хатĕрленеççĕ. Алăка уçсанах сăмсана сăрă шăрши пырса çапать. Юсав ĕçĕсене май уйăхĕн вĕçĕнчех тытăнаççĕ кунта. Çапла тума сăлтавĕ те пурах çав. Кашни çулах асăннă шкулта маунтинбайк енĕпе Раççей Кубокĕ иртет. Çавна май спортсменсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăнаççĕ. Ăмăртăва çамрăклах пуç хунă А.Трофимов велосипедиста халалласа ирттереççĕ. Ун хыççăн юсав ĕçĕсене малалла тăсаççĕ. «Ачасене кĕтсе илме паянах хатĕр эпир, – терĕ В.Николаев шкул директорĕ пĕлÿ керменĕпе паллаштарнă май. – Коридор урайне сăрламалли çеç юлнă». Вĕренÿ çулне хатĕррине тĕрĕслеме ятарлă комисси Мăнçырмана июлĕн 28-мĕшĕнче çитĕ. Пĕлÿ керменĕ çумĕнчи шкулчченхи уйрăмра та «халăхра ăна садик теççĕ» юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Çавна май ачасем халĕ каникулта. 40 ача çÿрет унта, икĕ ушкăн.

Ырă тĕслĕх

Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул пирки уйрăммăн калас килет. 1968 çулта хута янă ăна. Çапах та ун пирки кивĕ, сăнсăр тесе калаймăн. Алăк хăлăпне уçичченех куç умне çакăн пек йĕркесем тухса тăраççĕ: «Вĕренекенсем! Тирпейлĕ те таса пулăр. Тасалăх – сывлăх çăл куçĕ».

Хуçине кура хуçалăхĕ тени тĕрĕсех çав. А.Димитриев 29 çул ытла директорта тăрăшать. Шкулăн 20 гектар çĕр пур. Унта çĕр улми, урпа çитĕнтереççĕ. Унсăр пуçне икĕ ĕне, икĕ вăкăр тытаççĕ. Шкул çумĕнчи лаптăкра вара пахча çимĕç ÿстереççĕ. Кунтах теплица та вырнаçтарнă. «Малтанах купăста калчи çитĕнтертĕмĕр, кайран хăяр, помидор лартрăмăр унта», – паллаштарать хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе Анатолий Кузьмич.

Çĕре сухалама, пахча çимĕçе пуçтарса илме шкулăн техника пур. Çĕр улмине кăларма вĕренекенсем те пулăшаççĕ. Тухăçпа та туллин усă кураççĕ Чупайсем. Мĕн çитĕнтернине шкул столовăйĕн сĕтелĕ çине хураççĕ, ытлашшине вара сутаççĕ. Çавна май алă çавăрмалăх укçа-тенкĕ тăваççĕ. Сăмахран, медицина пÿлĕмĕ валли хатĕр-хĕтĕр туянма «45 пин» шкул хăйĕн нухрачĕпе усă курнă. Кăçалхи юсав ĕçĕсене пурнăçлассине те «32 пин» хăйсемех саплаштарнă. Иртнĕ çул пĕлÿ керменĕнче, шкулчченхи уйрăмра тĕплĕ юсав ирттернĕ май хушма укçа-тенкĕпе «2,8 млн тенкĕ » усă курнă. Çавна май чÿречесене, алăксене, урайне улăштарнă тата ытти пысăк ĕçе пурнăçланă.

Ачасене апатлантарас ыйтупа кăсăклантăмăр. «Январьччен уйăхне 100-шер тенкĕ пуçтартăмăр, иккĕмĕш çур çулта – 150-шар. Кунне ултă тенке ларать. Хальхи вăхăтра ку укçапа мĕн тума пулать; Пирĕн сĕтел çинче вара аш-пăш та, сĕт-çу та, тăварланă хăяр-купăста та пур», – пулчĕ хурав. Çапла, ÿркенмесен ту çинче те тырă ÿстерме пулать тени тĕрĕсех çав.

Хăйне евĕр тепĕр ырă ен пур Чупай шкулĕн: вĕренекенĕсемпе чăннипех мухтанать вăл, вĕсене асра тытать. Стендра 1933 çулта шкул пĕтернĕ çамрăксен сăн ÿкерчĕкĕсенчен пуçласа кăçалхи çамрăк ăру таранах.

Тăван сăмахлăха, йăла-йĕркене упрасси те хут çинче кăна мар. «Чăваш сăмахлăхĕн пÿлĕмĕ» тени чуна ăшăтать. Унтах «Килсемĕр. Иртсемĕр» тесе çырнă. Историпе краеведени музейĕ пирки те лайăххине çеç каламалла. Мĕн чухлĕ экспонат упранать кунта! Ăна хăй вăхăтĕнче В. Цыфаркин вĕрентекен пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.

Асăннă шкул та çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕр. Ятарлă комисси те, тен, кăлтăк тавраш асăрхамĕ.

Районти вĕренÿ пайĕн ертÿçи Ю.Соколов каланă тăрăх районти 18 шкула, 7 ача садне, хушма вĕренĕвĕн 3 учрежденине пĕлÿ кунне хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех. Июлĕн 14-мĕшĕ тĕлне вĕсенче кулленхи тата тĕп юсава 1199,3 пин тенкĕлĕх пурнăçланă. Республика бюджечĕ шучĕпе 136,2 пинлĕх учебник, 207,0 пинлĕх сĕтел-пукан, 197,3 пинлĕх медицина оборудованийĕ туяннă. Аслă Чак, Кĕтеснер шкулĕсене тĕпрен юсама республика тата муниципалитет хушма йĕркепе уйăрнă «2400,0-шер пин тенкĕ» укçапа туллин усă кураççĕ.

В.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика