АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿкессине пĕлнĕ пулсан...

20 июля 2011 г.

Ураран ÿкерекен çавра çил, çапса çăвакан пăрлă çумăр, çĕр çĕмĕрсе кĕмсĕртетекен аслати... Вăрнарсемшĕн çак кун тĕнче пĕтсе килнĕн туйăннă.

– Сасартăк тавралăх тĕксĕмленсе ларчĕ, урамра айĕн-çийĕн çавăрттарма тытăнчĕ, çурт та сисĕнмеллех кисренсе илчĕ, – аса илет хăрушă саманта Вăрманкасри Иван Афанасьев. – Çакă нумая та пымарĕ темелле, анчах кĕске хушăрах вун-вун çул çĕкленине аркатса-çĕмĕрсе хăварчĕ. Мĕнле юсаса пĕтермелле; Чăн та, çурт çи виттийĕ, хуралтăсем вăрçă хыççăнхи тапхăра аса илтереççĕ. Вăйлă çил вите-сарая та аркатнă. Çамрăксен урамĕнче çавра çил уйрăмах тустарнă: шифер катăкĕсем, хăмасем, тымарĕпех тăпăлтарнă йывăçсем унта та кунта сапаланса выртаççĕ.Куллен çумăр çунипе пÿрте шыв каясран çынсем пÿрт тăррине ал айĕнчи материалсемпех саплакаланă. Хăшĕ-пĕрин арканнă вырăна рубероид хурса янипех çырлахма тивнĕ. Паллах, ку вăхăтлăх кăна, каллех çавра çил пулсан кĕрччен те чăтаймĕ, апла тĕплĕн юсамаллах. Анчах мĕнпе; Ялта ĕçлесе пурăнакансен укçа хĕсĕкрех. Афанасьевсене çеç утмăл пине яхăн тăкак кăтартнă тăвăллă çил.

Инкек пĕччен çÿремест тенĕ. Кил хуçисем çурт-йĕрне страхламанни çемьене тата пысăк йывăрлăха кĕртсе ÿкернĕ.

– Унччен яланах страхланă. Юлашки вăхăтра укçа çитсе пыманнипе страхлама пăрахрăмăр, – пăшăрханса пĕлтерчĕ И. Афанасьев. – Кам шутланă çапла çаврăнса тухасса;

Ыттисен те пуçа ватмалăх пур. Вăрманкасра сиенленнĕ 42 çурт-йĕртен çиччĕшне çеç страхланă-мĕн. Эх, ÿкессе пĕлнĕ пулсан тÿшек сарĕччĕç те...

– Район администрацийĕ резерв фондĕнчи укçана – 300 пин тенкĕ ытларах – çут çанталăк кÿнĕ тăкака сирме ярĕ. Чи малтан, паллах, социаллă объектсене – шкула, ача садне, культура çуртне – юсаса йĕркене кĕртме тăкаклăпăр. Хÿтлĕх кирлĕ çемьесем те – нумай ачаллисем, инвалидсем, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнисем – пулăшусăр юлмĕç, – терĕ администраци ертÿçи Анатолий Кузьмин.

Ача сачĕ, шкул, культура çурчĕ самай сиенленнĕ. Халĕ кунта хĕрсех юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Ирпе пуçласа каçченех мăлатук сасси лăпланмасть.

– Хальлĕхе хамăр укçа-тенкĕпех ĕçе тытăнтăмăр, – терĕ «МСО Вурнарская» предприяти ертÿçи И. Сандомиров, – малалла финанс пулăшăвĕ çитессе шанатпăр.

Вĕренÿ çулĕ пуçланиччен ĕç пайтах. Çумăр çуса тăни те ĕçе хăвăртлатма хистет. Социаллă объектсене йĕркене кĕртме çеç икĕ миллион тенкĕрен кая мар кирлĕ. Кивĕ çурт-йĕр вăйлă çиле хирĕç тăрайман çав. Ертÿçисем каланă тăрăх шкула 1997-мĕш çулта юлашки хут юсаса çĕнетнĕ. 1957 çултах тунăскершĕн çакă çителĕксĕр. Пĕр йăшма тытăннăскере пăхсах тăмалла. Анчах укçа çитсе пыманнипе йывăртарах çакна тума. Тахçантанпах сăрă курманнипе чÿрече харшисем те хуралсах ларнă.

Кăçал утмăла яхăн ача парта хушшине лармалла иккен. Ача садне вара çирĕм ытла çÿреççĕ. Тата çакăн чухлĕн черетре тăраççĕ. Ашшĕ-амăшĕ тахçанах тепĕр ушкăн уçма ыйтать. Анчах тăвăр, хĕсĕк çуртра пурне те вырнаçтараймăн çав. Территорире пĕчĕккисене выляма-канма йĕркеллĕ вырăн, сак çукки тĕлĕнтерчĕ темелле. Кунта çавра çил çеç мар, аслисем те айăплă-тăр. Мĕншĕн тесен вĕсем унчченех пулман. Картишне илемлетесси, ача-пăчана тивĕçлĕ условисем туса парасси укçаран кăна килмест. Строительсем юсав ĕçĕсене ирттернĕ май кĕçĕн çулхи тусĕсем валли саксем тума, йĕри-тавра тимĕр карта тытма шантараççĕ-ха. Ытти вара ашшĕ-амăшĕпе администрацирен килет. Тĕксĕм чÿрече харшисене курсан район ертÿçи те чăтаймарĕ, ĕçе вĕçлеме сăрă уйăрса пама шантарчĕ. «Ăна хăвăрах сăрлама пултаратăр», – терĕ вăл.

ЧР Общество палатин председателĕ Леонид Шимин, унăн çумĕ Светлана Лясина вырăнта лару-тăрупа паллашнă хыççăн Вăрнарсене строительство материалĕсемпе тивĕçтерме пулчĕç. Пулăшу вара чăннипех кирлĕ. Калинино, Шĕнер ял тăрăхĕсем те шар курнă. Çак кун районта хĕрĕх ытла çурт тăрри сиенленнĕ. Асар-писер çиле пула электролинисем юрăхсăра тухнипе пурăнмалли 229 çурт, шкул, ача сачĕ, ял клубĕ çутăсăр юлнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх тăкак 3,9 млн тенкĕ. Муркаш, Етĕрне, Улатăр районĕсенче те тăкака шутласа пĕтерме çук. Çавра çил Улатăр районĕнчи Ахматово, Чуварлей ялĕсенче уйрăмах тустарнă. Пурăнмалли çуртсен, шкул, чиркÿ тăррисене аркатнă, çутăсăр хăварнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх тăкак – 5 млн тенкĕ.

Муркаш районĕнчи Ильинка, Катикасси, Хорнуй, Мăн Сĕнтĕр, Муркаш, Етĕрне районĕнчи Мăн Сĕнтĕр, Мăн Шĕмертен, Кăкшăм, Хучаш, Элĕкри Тавăт ял тăрăхĕсем те инкекрен хăтăлайман. 42 яла пĕр хĕрхенмесĕр тустарнă вăл. Юрать çынсем вилни-аманни пулман.

Çакна та палăртмалла, инкек хыççăнах «Чувашэнерго», «Чувашсетьгаз» предприятисем, строительство организацийĕсем çийĕнчех ĕçе пикеннĕ. Юрăхсăра тухнă электролинисене юсама, хăрушă объектсене тĕпчеме тытăннă. Страхлав компанийĕсем те тăкаксене, ăна саплаштармалли хисепе палăртаççĕ. Шел, çурт-йĕрне, пурлăхне страхланисем инкек тÿснисенчен çурри кăна темелле. Çакăн хыççăн, тен, çынсем пурлăхне хаклама-упрама вĕренĕç.

***

Виçĕм кун ЧР Общество палатин ушкăнĕ Чĕмпĕрте Ульяновск облаçĕнчи ĕçтешĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Кÿршĕсем Общество палатине йĕркеленĕренпе пилĕк çул тулать ĕнтĕ. Унта вăй хуракансем хăнасене чылай сĕнÿ-канаш пачĕç.

Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика