АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ял çĕкленет – чун савăнать»

20 июля 2011 г.

Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш тăрăхĕ паян пысăках мар хăтлă та илемлĕ хула-поселока аса илтерет. Ик-виçĕ çул каялла ял кĕске хушăрах улшăнса илемленессе тĕлленмен те-тĕр. Тĕрĕссипе, унччен та кунта япăхах пурăнман. Анчах ял ватăлса пыни, çамрăксем хуланалла туртăнни сисĕннĕ.

Вырăнта ĕç тупма йывăрри, пурăнма уйрăм кĕтес çукки яш-кĕрĕме тăван енрен хăваланă та. Шкулта ачасен йышĕ чакса кайнипе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкултан тăхăр çул вĕренмелли кăна хăварнă. Унччен кĕрлесе тăнă ял шăпи мĕнле вĕçленĕччĕ-ши, калама йывăр, енчен те... Çĕнтерÿ – малтанхи утăм кăна-ха.

– 2009 çулта Чăваш Енри ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата ялсене тирпей-илем кÿртес енĕпе проект хута яма конкурс ирттерессине пĕлсен унта хутшăнма шутларăмăр,– каласа парать Мăн Явăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Татьяна Семеновна Леонтьева. – Пирĕн тăрăхра проекта пурнăçа кĕртме майсем çителĕклех: ялта газ, таса шыв, такăр çул, шкул пур. Чăн та, юлашки вăхăтра ялта пурнăç пĕр вырăнта тăпăртатса тăнăн туйăнатчĕ. Анчах лару-тăрăва мĕнле улăштармалла; Çак чуна ыраттаракан ыйту ĕнтĕ конкурса хутшăнма хĕтĕртрĕ.

Çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр тенĕн документсем хатĕрлени, конкурс пĕтĕмлетĕвне кĕтни... Пăшăрханнипе мĕн чухлĕ шурă çÿç хутшăнчĕ-ши; Çапах мĕн вăл, çĕнтерÿпе танлаштарсан; Пăрачкав, Патăрьел районĕсемпе пĕрлех Мăн Явăш та пысăк конкурс витĕр тухма пултарни ял çыннисемшĕн чăннипех кĕтмен савăнăç, пĕлĕтрен вĕçсе аннă телей кайăкĕ темелле.

Çĕнтерÿ – палăртнине пурнăçа кĕртме пулăшакан çур утăм. Проекта кĕске хушăра хута яма тивнĕ май ял тăрăхĕ çине йывăр çĕклем тиенчĕ. Каллех çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрми каçсем, куляну-пăшăрхану...

– Вăхăт хĕсĕккипе 2009 çултах ĕçе пикентĕмĕр, пулас çĕнĕ урамăн вырăнне палăртрăмăр, çĕр лаптăкĕсене уйăртăмăр, малтанхи никĕсе ятăмăр. Кашни çĕр участокĕ патне шыв, газ, канализаци, çутă илсе çитрĕмĕр, тасатакан сооружени турăмăр, – сăмахлать Татьяна Семеновна. – Урама асфальт çул та сартăмăр. Инфраструктурăна аталантарма, ытти ĕçсене пурнăçлама тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 39 млн тенкĕ хывнă, çав шутра ях тăрăхĕн укçине те.

Çĕр участокĕсене ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăк специалистсене, çемьесене, хуçалăх ĕçченĕсене аукцион ирттерсе валеçсе панă. Хальхи вăхăтра 17 çемье çĕнĕ урама куçма хатĕрленет. Планпа 31 çурт çĕкленмелле иккен. Черетре тăракан ытти çемьене те çывăх вăхăтра çĕнĕ çĕрте участок тивмелле. Ялта пурăнакансем хушма хуçалăх тытнине шута илсе кашнинех 0,40 гектар çĕр уйăрнă.

«2012 çулччен яла социаллă аталантарасси» программăпа усă курса çурт-йĕр туянма, çĕклеме патшалăхран кăçал татах ултă çемье субсиди илмелле. Патшалăх çурт хакĕн 70 процентне саплаштарма пулăшать. Çапла вара кашни çемьене тавăрса памалла мар укçа 700-900 пин тенкĕ майлă тивет. Çакă çамрăксен уйрăм çурт-йĕрлĕ пулас ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пулăшать.

«Пирĕн лотерей билечĕ»

Çумăр шăпăртатса çунине пăхмасăр Татьяна Леонтьева проект лаптăкне пырса курма чĕнчĕ те савăнсах килĕшрĕмĕр. «Хăйсемпе курса калаçатăр»,– терĕ вăл. «Çак çанталăкра йыт качка та урама тухас çук», – вĕçсе иртрĕ пуçра. Йăнăшнă иккен, Нахимов урамĕнче строительство ĕçĕсем хĕрсех пыраççĕ. Çынсем çумăра пăхмасăр çурт-йĕр çĕклеççĕ. Туса пĕтернĕ керменсем те «икĕ-виçĕ хутлă пысăк çуртсене çаплах каламалла пулĕ», тин çĕкленекеннисем те пур.

– Кĕрччен çĕнĕ çурта кĕресчĕ, – сăмахлаççĕ ĕçченсем. Никĕс тин кăна янисем вара йĕпе-сапаччен çи витти витме ĕмĕтленеççĕ. Хăйсен вăйĕпе те, строительство организацийĕсем пулăшнипе те çĕклеççĕ пÿртсене.

– Эпир строительство фирмине шантăмăр. Çапах вĕсен опыт пур, технологине пăхăнса тăваççĕ. Прорабпа мастер ĕç-хĕле йĕркелесе пăхса тăраççĕ, – пĕлтереççĕ Павловсем, строительствăра мĕн кирлине хăйсемех тупса параççĕ.

Çемье строительствăна малтанлăха хăйсем пухнă укçапа амăшĕн капиталне янă. Павловсен икĕ ача. Мăшăрĕ пĕчĕк ачисене пăхнă май çĕклем ытларах кил хуçи çине тиенет. Ĕçе вĕçлеме вара патшалăхран субсиди кĕтеççĕ. 700 пин илни вĕсемшĕн сумлă пулăшу пулĕ. Çемье пуçĕ те ăмăр çанталăка пăхмасăр иртен пуçласа каçченех строительсемпе вăй хурать. Куç умĕнчех пурăнмалли кĕтес çĕкленни савăнтарать ăна.

Инçех мар вара Сергеевсен çурчĕ. Шурă кирпĕчрен хăпартнă виçĕ хутлă кермене пăхма та кăмăллă. Ăна тултан туса пĕтернĕпе пĕрех: пÿрт тăррине витнĕ, чÿречисене, алăкĕсене лартнă. Шалта вара вăй хумалăх пур-ха. Пысăк пÿртре пÿлĕмсем те туллиех. Эппин, ĕçлемелли пайтах.

– Йăлтах патшалăх пулăшăвĕпе, субсиди укçипе турăмăр, – савăнăçне пытармарĕ Сергей Сергеев, – 812 пин тенкĕ ытла уйăрни пирĕншĕн телей – лотерей билетне туртса кăларниех. Ун чухлĕ пуçтарса та çитереймĕн. Пирĕн икĕ ача ĕнтĕ, пĕр çуртра ватă çынсемпе хĕсĕнсе пурăнма йывăртарах. Халĕ тинех уйрăм çурта куçăпăр.

Çумăра, йывăрлăха пăхмасăр тар тăкакан, хăйсен шăпине, пурнăçне йĕркелекен çынсемшĕн чун-чĕререн савăнтăм. Пилотлă проект ял пурнăçне, халăх шухăш-кăмăлне те улăштарнă. Çамрăксем тăван енрех юлма, çурт-йĕр çавăрма тăрăшни сисĕнет. Чăн та, çамрăксем тĕпленекен урам чуна çĕклет. Асфальт çул, икĕ енĕпе тротуар, газ, таса шыв, çутă, канализаци ... Çак çăтмахра пилĕк ачаллă çемье, вăрçă ветеранĕ, тăлăх ача, доярка, медсестра, водитель, бухгалтер, электрик тата ытти валли те вырăн тупăннă.

Ял тăрăхĕн кантурне хирĕçлех фельдшерпа акушер пунктне тума тытăннă. «Дуслык» пĕрлешÿ ăна октябрь тĕлне хута ярасшăн. Çавăнпах-и, кунта та строительсем çумăра пăхмасăрах вăй хураççĕ. Ку çурта та проект шучĕпе çĕклеççĕ.

– Ак кунта вара спортпа культура комплексĕ пулĕ, – тĕллесе кăтарать такăр çул хĕрринчи пушă вырăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Ăна та программăна кĕртсе хăварнă, тĕрлĕ шайри бюджетсенчен 56 млн уйăрма пăхнă.

Мăн Явăшра унчченхи кивĕ клуб çунса кайнă хыççăн тĕрлĕ мероприятие ял тăрăхĕн пысăк пÿлĕмĕнчех ирттереççĕ. Кунти «Выла» пултарулăх ушкăнĕ «ертÿçи Михаил Михайлов» таврара ырă ят çĕнсе илнĕ. Ташă-юрă ăстисем республика тулашĕнче те час-часах пулаççĕ, пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Нумай пулмасть акă Чĕмпĕрти Акатуя хутшăннă. Пулас çĕнĕ культура çурчĕ вĕсене татах хавхалантарать.

Юлашки вăхăтра Мăн Явăш тăрăхĕ палăрмаллах илемленнĕ, ача-пăча сахаллипе пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкултан тăхăр çул вĕренмелли кăна хăварнăччĕ. Тен, «çĕнĕ кайăксем» ытларах вĕçсе килме тытăнсан çамрăксем вырăнтах аттестат илме пуçлĕç;

– Пурнăç чĕрĕлет, чун савăнать, – пытармасть шухăшне Татьяна Семеновна. – Çынсем малашлăха шанма-ĕненме тытăннине курсан мĕнле хĕпĕртемĕн-ха; Çакăн хыççăн тата тăрăшарах ĕçлес, çĕнĕ проектсене хута кĕртес килет. Ялта та пурнăç вĕресе тăтăр, çынсем хуларинчен кая мар пурăнччăр.

Л. АРСЕНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика