АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Правительствăра

15 июля 2011 г.

Юлашки кунсем синкер пулăмсемпе тĕксĕмленчĕç: çынсем шывра путаççĕ, пушарта çунса вилеççĕ. Инкекрен мĕнле сыхланмалла; Çăлăнăç çул-йĕрне тупас тĕллевпе ЧР вице-премьерĕ – Президент Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов район-хула пуçлăхĕсемпе черетсĕр видеоконференци ирттерчĕ.

Республикăра 2256 юхан шыв, 380 кÿлĕ, 3681 пĕве. Çынсем официаллă майпа регистрациленĕ 13 пляжра тата 2 кану вырăнĕнче шыва кĕме пултараççĕ. Ку таранччен шыва путнипе çыхăннă 30 синкере шута илнĕ, 26 çын «1 ача» пурнăçĕ татăлнă.

Сисчĕвлентерекен тепĕр инкек – çине-çинех «хĕрлĕ автан» ташлани. Çулталăк пуçланнăранпа 578 пушара шута илнĕ, вĕсенче 68 çын «3 ача» вилнĕ, 59-ăшĕ суранланнă, пин-пин тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнĕ.

Видеоконференцире çĕкленĕ тепĕр ыйту – муниципалитет территорийĕсене тирпей-илем кÿресси. Чылайăшĕ яваплăха туйса ĕçе кÿлĕннĕ пулсан та çÿп-çапран тасални курăнмасть. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Иван Исаев Улатăр, Çĕмĕрле, Пăрачкав районĕсенче, Улатăр хулинче полигон валли çĕр уйăрассине вăраха тăснине пĕлтерчĕ.

***

Çак кунсенче иртнĕ Правительство ларăвĕнче финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков республикăн 2012-2014 çулсенчи бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсемпе паллаштарчĕ.

Республикăн виçĕ çуллăх бюджечĕ çинчен калакан саккунне улшăнусем кĕртнĕ май вĕсене пурнăçламалли мелсене палăртса хăварчĕç. Июльтен кăçалхи бюджета пысăклатма йышăннă, хушма укçа социаллă нумай ыйтăва татса пама май парĕ. Çурт-йĕр строительстви 1,2 млрд тенкĕ ытла илĕ. Çав шутра 742 млн тенке яхăн – Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтерме. Çар службинчен кайнисене хваттерсемпе тивĕçтересси 307 млн тенкĕпе танлашĕ. Патшалăхăн коммерци тĕллевĕпе усă курмалли çурт-йĕр фончĕн строительстви 74 млн тенкĕ илет. Тăлăх ачасене хваттерсемпе тивĕçтерме те хушма укçа пулать – 115 млн тенкĕ.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вĕрентекенсен шалăвне 14,7» пысăклатмалла. Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсен воспитателĕсен ĕç укçи те пысăкланать. Асăннă йышăнупа килĕшÿллĕн федераци бюджетĕнчен пĕтĕмпе 260 млн тенкĕ килет. Ку укçапа вĕренÿ тытăмĕ валли оборудовани, шкул ачисене илсе çÿреме транспорт хатĕрĕсем туянмалла, шкул инфратытăмне аталантармалла, вĕренÿ учрежденийĕсен библиотека фондне пуянлатмалла, энергипе тухăçлă усă курмалла, ытти мероприятие пурнăçламалла. Унсăр пуçне республикăн патшалăх «муниципалитет» учрежденийĕсен ĕçченĕсен «учительсен, врачсен, ыттисен» шалу фондне кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен тата 6,5» индексацилеме пăхнă.

Патшалăх учрежденийĕсенче энергипе тухăçлă усă курассипе çыхăннă ĕçсене пурнăçлама 37,7 млн тенкĕ уйăраççĕ. Çак укçапа виçев приборĕсене вырнаçтармалла, энергоаудит мероприятийĕсене пурнăçламалла.

Сахал тупăшлă сийсен социаллă хÿтлĕхне те хушма укçапа тĕревлĕç – пĕтĕмпе 197 млн ытла тенкĕлĕх. Çав шутра – граждансен уйрăм категорийĕсене эмелсемпе, инвалид ачасене ятарлă апат-çимĕçпе тивĕçтересси, уйрăм ушкăнсене санаторипе курорт сиплевĕшĕн тÿлесси. Июлĕн 1-мĕшĕнчен ача пособийĕсем те 6,5» ÿсеççĕ. 3,5 млн тенкĕ нумай ачаллă çемьесем валли çĕр лаптăкĕсем туянма каять.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика