АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăр çапсан, юхтарса çумăр çусан

15 июля 2011 г.

Çут çанталăк инкекне пула шар курнă ÿсен-тăрана çăлса хăварма пулать-и; Пулать, енчен те ĕçе çийĕнчех тытăнсан, теççĕ агрономсем.

Пăр йăлтах çапса хуçнă тĕмсемпе тунасене тÿрех пухса илмелле. Çĕр улми е помидор тĕмĕ çинче икĕ çулçăллă туна сыхланса юлнă пулсан та ăна сыватма пулать. Помидор тухăçне сивĕсем пуçланиччен пухмаллине шута илсе унта икшер турат хăвармалла, чечекре пулсан икшер çупкăм хăварсан та çитет. Ÿсен-тăран тăррине татса илмелле.

Унтан мочевина шĕвекĕпе «20 л шыва 200 г, 1 сотка валли» сирпĕтмелле. Çакна суранланнă тĕме бактери инфекцийĕ ересрен тăваççĕ. Мочевина туратсене ÿсме те пулăшать. Шар курнă ÿсен-тăрана фунгицидсемпе, уйрăмах пăхăр купоросĕпе тата бордос хутăшĕпе пĕрĕхтермелле мар. Вĕсем тĕме çунтарса яма пултараççĕ.

Йăран хушшинчи юхса тухнă çĕре кăпкалатмалла, ÿсен-тăран йĕри-тавра вара пĕчĕк кĕреплепе çемçетмелле. Çĕре юхтарса кайса тымарне çаратса хăварнă тĕмсене купаламалла. Анчах та тунасене 5 сантиметртан çÿллĕрех хуплама кирлĕ мар, ун пек чухне пĕтĕм вăйĕ тунана каяс вырăнне тымарне каять, çимĕçĕ те пулса ĕлкĕреймест.

Енчен те инкек калăпăшĕ пысăк пулсан, ÿсен-тăрана çăлма май килмесен вăл лаптăк çине çĕнĕ культура акмалла. Петрушкăпа сельдерей июль варринче аксан та ĕлкĕрет. Хăш-пĕр редис сорчĕ «тĕслĕхрен, «Белые ночи», 35-40 кунтан çимĕçĕ пулса çитет», «Покер» индау «ешĕл культура, 20-25 кунта ĕлкĕрет» та чухах пулмалла.Пăр çапсан, юхтарса çумăр çусан

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика