АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çавра çил алхасать

15 июля 2011 г.

Çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ, вăл никама пăхăнмасть. Иртнĕ çул акă типĕ, шăрăх çу тинкене илчĕ, хуçалăхсене тухăçсăр хăварчĕ. Кăçал вара чарăна пĕлмесĕр тенĕн çумăр лÿшкет. Çитменнине, çине-çинех çавра çил алхасать, акса-лартса хăварнисене тĕп тăвать. Нумаях пулмасть вăл Вăрнар, Улатăр, Муркаш, Етĕрне тата ытти хăш-пĕр районта тустарнă. Канаш енчи хăш-пĕр хуçалăхра ашкăрса ÿсекен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене якатса кайнăн çĕрпе танлаштарнă. Мĕнле вырса илмелле вĕсене; Пучахĕ пиçсе çитиччен тыр-пул çĕкленсе вăй илĕ-ши; Хальлĕхе ку тăрăхра 1500 гектар сиенленни паллă. Хуçалăхсемшĕн каллех пысăк тăкак. Кăçал ÿсен-тăран парка çитĕннĕ май çак лаптăксенчен гектартан 30 центнертан кая мар пухса кĕртме ĕмĕтлен-нĕччĕ. Нивушлĕ каллех тухăç-сăр юлăпăр;

Вăрнар районĕнче пурăнакансене те шеллемен çавра çил. Уйрăмах вăл Кÿлхĕрри, Вăрманкас, Калинино, Чăрăш Шĕнер патĕнче хĕрÿллĕн тустарнă. Çак самантра ăнсăртран уйра пулнă çынсем çĕр çумне выртса сыхланса юлнă имĕш. Нумайăшĕ пÿрт, лаç-мунча, вите тăррисемсĕр юлнă. Урамсенче хуçăлнă йывăçсем сапаланса выртнă. Çапла аса илтернĕ çут çанталăк хăйĕн вăй-хăватне.

Вăйлă çил тата пăрлă çумăр 17135 гектар çинчи ял хуçалăх культурисене сăтăр тунă. Хресченсене 4-5 миллион тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Çавра çил алхасать

Çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ, вăл никама пăхăнмасть. Иртнĕ çул акă типĕ, шăрăх çу тинкене илчĕ, хуçалăхсене тухăçсăр хăварчĕ. Кăçал вара чарăна пĕлмесĕр тенĕн çумăр лÿшкет. Çитменнине, çине-çинех çавра çил алхасать, акса-лартса хăварнисене тĕп тăвать. Нумаях пулмасть вăл Вăрнар, Улатăр, Муркаш, Етĕрне тата ытти хăш-пĕр районта тустарнă. Канаш енчи хăш-пĕр хуçалăхра ашкăрса ÿсекен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене якатса кайнăн çĕрпе танлаштарнă. Мĕнле вырса илмелле вĕсене; Пучахĕ пиçсе çитиччен тыр-пул çĕкленсе вăй илĕ-ши; Хальлĕхе ку тăрăхра 1500 гектар сиенленни паллă. Хуçалăхсемшĕн каллех пысăк тăкак. Кăçал ÿсен-тăран парка çитĕннĕ май çак лаптăксенчен гектартан 30 центнертан кая мар пухса кĕртме ĕмĕтлен-нĕччĕ. Нивушлĕ каллех тухăç-сăр юлăпăр;

Вăрнар районĕнче пурăнакансене те шеллемен çавра çил. Уйрăмах вăл Кÿлхĕрри, Вăрманкас, Калинино, Чăрăш Шĕнер патĕнче хĕрÿллĕн тустарнă. Çак самантра ăнсăртран уйра пулнă çынсем çĕр çумне выртса сыхланса юлнă имĕш. Нумайăшĕ пÿрт, лаç-мунча, вите тăррисемсĕр юлнă. Урамсенче хуçăлнă йывăçсем сапаланса выртнă. Çапла аса илтернĕ çут çанталăк хăйĕн вăй-хăватне.

Вăйлă çил тата пăрлă çумăр 17135 гектар çинчи ял хуçалăх культурисене сăтăр тунă. Хресченсене 4-5 миллион тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика