АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçасăр çĕрсене – муниципалитет аллине

13 июля 2011 г.

Июлĕн 1-мĕшĕнчен «Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсене ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе усă курассине улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун вăя кĕчĕ. Çакă вырăнти власть органĕсене тĕллевсĕр усă куракан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене туртса илме май парать. Çапла вара патшалăх пай çĕрĕсен ыйтăвне тинех татса пама пултарĕ. Хальхи вăхăтра унччен колхозниксене валеçсе панă, анчах хуçисем усă курман пай çĕрĕсем пайтах. Документсăр хуçасăр пай çĕрĕсем малашне вырăнти муниципалитет харпăрлăхне куçĕç.

Хальхи вăхăтра муниципалитет сайчĕсем урлă вырăнти власть органĕсем халăха тата организацисене çĕнĕ саккун йĕркине ăнлантарса параççĕ. РФ Патшалăх Думин Аграри комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх муниципалитетсен аллине хуçасăр çĕрсем 22 млн гектар таранах куçмалла. Кайран вĕсене кадастр хакĕн 15 проценчĕпе сутни «саккун çак процентран пысăкрах хакпа сутма чарать» вырăнти бюджетсене 55 миллиард тенкĕ кĕртĕ. Çапла вара муниципалитет бюджетне пуянлатмалли мел тупăнать.

Хуçасăр çĕрсене туртса илесси çак йĕркепе пулса иртмелле. Хистесе туртса илнĕ çĕр участокĕсене суд йышăнăвĕ вăя кĕнĕ хыççăн 6 уйăхра, РФ Граждан кодексĕ палăртнă йĕркепе аукционра сутаççĕ. Енчен те суту-илÿ пулман тесе йышăнсан çĕр учас-токне патшалăх е муниципалитет харпăрлăхне суту-илĕвĕн малтанхи хакĕпе параççĕ.

Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен пулăхĕ палăрмаллах чакнине, экологи лару-тăрăвĕ япăхланнине РФ Правительстви хаклать. Çавăн пекех ял хуçалăх производствин уйрăмлăхне шута илсе е РФ субъекчĕсенчи ял хуçалăх производствипе çыхăннă ĕç-хĕле пурнăçланă чухне çĕр участокĕпе усă курманнине те РФ Правительстви палăртать.

Çĕр участокне сутса тунă укçа, ăна сутма хатĕрлесе тăратма тата аукциона ирттерме кайнă тăкаксене катса юлнă хыççăн, унчченхи харпăрçине тÿлеме каять. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр участокĕсене пайлассипе çыхăннă ыйтусене татса панă çĕрте вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пысăк вырăн йышăнĕç.

Саккун çĕр участокĕпе усă куракан ял хуçалăх организацийĕсен е фермер хуçалăхĕсен прависене палăртнă. Вĕсен вырăнти хăй тытăмлăх органне суту-илÿ е аренда килĕшĕвне тума заявленипе тухмалла. Çакна муниципалитет çĕр участокĕн харпăрлăх правине кадастр хакĕн 15 процентĕнчен ытла мар хакĕпе патшалăх регистрацине тунă хыççăн «суту-илÿ валли» виçĕ уйăхра тумалла. Суту-илÿ е аренда килĕшĕвне тума ирĕк илмешкĕн аукцион ирттермеççĕ. Çавна май ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр участокĕсене илесси палăрмаллах ÿсме пултарать. Пай шучĕпе уйăрнă участоксене патшалăх регистрацине тунă хыççăн муниципалитетăн икĕ эрнере массăллă информаци хатĕрĕсем урлă тата интернетри официаллă сайтĕнче вĕсене илме май пуррине пĕлтермелле.

Саккунра хуçасăр пай çĕрĕсем пирки те палăртса хăварнă. Çĕрĕн харпăрçи е унпа усă куракан урăх çын виçĕ çул е ытларах хăйĕн лаптăкĕнче ял хуçалăх ĕç-хĕлне тумасан, çавăн пекех РФ «Куçман пурлăха патшалăх регистрацине тăвасси тата унпа усă курасси çинчен» саккунĕ вăя кĕриччен йышăннă пай çĕрĕсем пирки вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен йышăнăвĕсенче сведени пулмасан вăл хуçасăр шутланать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çакăн пек çĕрсен списокне тăваççĕ. Ăна пай харпăр-çисен пĕрлехи пухăвĕнче çирĕплетеççĕ.

Çĕр рынокне йĕркеллĕ аталанма, паллах, çивĕч ыйтăва татса памаллах. Улшăнусем лару-тăрăва палăрмаллах лайăхлатмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика