АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лару-тăру çăмăл мар

13 июля 2011 г.

ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территорири органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Кун йĕркинчи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри – Тутарстанри çăлав ĕçĕсем. Июлĕн 10-мĕшĕнче кунти Сюкеево сали çывăхĕнче çул çÿремелли «Булгария» теплоход путнă. Карап çинче пулнă йыш тĕлĕшпе тĕрлĕ цифра асăнаççĕ – 200 çын патнелле пулнă теççĕ. 80 çынна çăлма май килнĕ. Инкек пулнă вырăна ЧР ГКЧС шыравпа çăлав служби кайнă, унта 17 специалист, 4 техника. Президент кирлĕ пулсан Тутарстана хушма вăйсем ямаллине палăртнă.

Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш республика территорийĕнчи пушарсемпе çыхăннă лару-тăру пирки каласа кăтартнă. Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре 564 пушар тухнă, вĕсенче 68 çын вилнĕ. Вут-çулăм 21 млн тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Кунсăр пуçне Шупашкар районĕнчи Питтукасси лесничествинчи вăрман пушарĕ 1 гектар çинчи йывăç-тĕме сиенленĕ. Президент муниципалитетсен пуçлăхĕсене, депутатсене пушартан сыхланас тĕллевпе халăхпа калаçусем ирттермелли çинчен каланă. «Пушарсен 85 проценчĕ çынсен айăпĕпе тухать. Сÿнтермен кăвайтсене, пируса, электроприборсене вут-çулăм хыпса илет. Асăрхаттару ĕçне тивĕçлипе йĕркелемелле, пурăнмалли çурт-йĕре ытларах страхламалла», – тенĕ республика пуçлăхĕ.

Ял хуçалăх ĕçĕсем çинчен ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов пĕлтернĕ. Кăçал акнă çĕрсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 577 пин гектарпа танлашать. Вĕсенчен 274,5 пин гектарĕ – пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, çĕр улми 49, 4 пин гектар лартса хăварнă. Çуртрисене 43 пин тонна ытла акнă, çак виçерен 19 проценчĕ çеç – элита вăрлăх. Улатăр районĕнче чи япăх кăтарту – лаптăксен 73 процентне массăллă репродукциллĕ тата сортлă мар вăрлăх акнă.

Уй-хирти ĕçсене ăнăçлă пурнăçлама япăх çанталăк чăрмантарать. Вăйлă çил, пăрлă шалкăм çумăр пĕрчĕллĕ культурăсен лаптăкĕсене сиенленĕ, 11 районта 10,9 пин гектар пĕтнĕ. Михаил Игнатьев каланă тăрăх çанталăка пула сиенленнĕ уйсене специалистсен страховани çыннисемпе пĕрле каймалла, тăкака хакламалла.

Республикăра тырă тасатмалли 206 машина пур, вĕсенчен 70 проценчĕ юсавлă. Çавăн пекех тырă типĕтмелли 24 комплекс. 1010 комбайнран 798-ăшĕ ĕçе хатĕр. Çакнашкал агрегатсем пур хуçалăхра та çук, çавăнпа президент лайăх техникăллă предприятисен никĕсĕ çинче тырра тасатса типĕтес енĕпе ятарлă центрсем йĕркелеме хушнă.

Федерацин налук службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Никина çĕршыв бюджетне тÿлевсем енĕпе мĕн чухлĕ парăма кĕнине каласа панă. Çулталăк пуçланнăранпа республикăн Раççей хысни умĕнчи парăмĕ 199,7 млн тенкĕ чухлĕ чакнă, 2,7 млрд тенкĕпе танлашать. Çак кăтарту – федерацин Атăлçи округĕнче чи пĕчĕкки. Танлаштарма, Мордови парăмĕ – 5,5 млрд тенкĕ, Мари Элăн – 4,1 млрд.

Канашлура çавăн пекех Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионатне хатĕрленессине сÿтсе явнă, ытти ыйтăва хускатнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика