АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хушма тупăш – халăх пурнăçне лайăхлатма

13 июля 2011 г.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕнче «Чăваш Республикин 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012 тата 2013 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртессине пăхса тухнă. 2011 çулта республика бюджечĕн тăкак тата тупăш пайĕ 2704,9 млн тенкĕ пысăкланĕ. Çакă налукран кĕрекен хушма тупăш 627,4 млн тенкĕпе танлашнипе те çыхăннă. Тавăрса памалла мар хушма укçа та «унăн калăпăшĕ 2077,5 млн тенкĕ» хыснана кĕмелле.

Бюджет улшăннă май хушма тупăша пурăнмалли çурт-йĕр тăвакансене патшалăх енчен пулăшма тăкаклĕç «1238,1 млн тенкĕ». Çав шутран Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсене, çар службинчен тивĕçлĕ канăва тухнисене, тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе е хваттерпе тивĕçтерме тата коммерциллĕ патшалăх çурт-йĕр фондне тума усă курĕç.

Республика экономикин тĕп секторĕ те – ял хуçалăх отраслĕ – хушма пулăшу илĕ. Агропромышленность комплексне аталантарма 250,8 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Укçа мăйракаллă шултра выльăх валли апат туянма, чăх-чĕп, сысна какайĕ, çăмарта туса илме, хими препарачĕсем туянмашкăн кайĕ.

Общество инфратытăмне аталантарма та самай тăкакланмалла, 394,8 млн тенкĕ таран. Çав шутран физкультурăпа спорт «Шупашкарти «Олимп» стадионĕнчи пăр керменĕ, Йĕпреçри стадион-площадка», культура «Наци библиотекине реконструкцилеме, хушма çурт», вĕренÿ «Патăрьел районĕнчи Сăкăтри, Канаш районĕнчи Шăхасанти, Тăвай районĕнчи Элпуçри шкулсем, Сĕнтĕрвăрринчи гимназин хушма çурчĕ» объекчĕсене çĕклеме ярĕç. Коммуналлă хуçалăха, çул-йĕре юсаса тытса тăма, нумай хутлă хваттерсене çĕнетме те хушма пулăшу пама пăхнă.

Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма тата инноваци проекчĕсене хута кĕртме уйăрма пăхнă хисеп те сумлă – 104,4 млн тенкĕ. Республика хысни пуянланни сахал тупăшлă çемьесене социаллă хÿтлĕх кÿме, виçĕ е ытларах ачаллă çемьесем валли çурт лартмалăх çĕр туянма, шкулта вĕрентекенсен, ача садĕнче ĕçлекенсен шалăвне ÿстерме май парĕ. Çулталăк вĕçлениччен бюджет сферинче ĕçлекенсен шалăвĕ 30 процента яхăн ÿсмелле. Çапла вара вĕсен уйăхри ĕç укçи экономикăн ытти тытăмĕсенче вăй хуракансен вăтам шалăвĕн-чен те ытларах пулĕ.

Сентябрьтен педагогика ĕçченĕсен шалăвне пысăклатма 281,5 млн тенкĕ ямалла. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулта ытти отрасльте те ĕç укçи тÿлессине çĕнĕлле йĕркелемелле.

Бюджета улшăнусем кĕртнĕ хыççăн унăн тăкак пайĕ 31040,5 млн тенкĕпе танлашмалла. Дефицит вара малтанхи шайрах юлĕ – 3445,2 млн тенкĕ.

Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика