АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика уй-хирĕнче

13 июля 2011 г.

Республикăри хуçалăхсенче утçи хĕрсех пырать. Çанталăк çумăрлă тăни те ĕç хăвăртлăхне чакармасть тейĕн. Кăçал выльăх апачĕ 1,5-2 çуллăх хатĕрлемеллине шута илсен уяртасса кĕтсе лараймăн. Июлĕн 11-мĕшĕ тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене 67 523 гектар, палăртнин 68 процентне, çулнă. Çак ĕç Улатăр, Вăрнар, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсенче уйрăмах аван пырать. Пĕр çул ÿсекен курăксене те 3 523 гектар çулса пуçтарнă. Патăрь-ел, Çĕрпÿ, Йĕпреç, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕк тăрăхĕсенче лаптăксем самай пушаннă.

Асăннă вăхăт тĕлне утă 52 556 тонна, е кирлин 67,4 процентне, хатĕрленĕ. Улатăр, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕмĕрле районĕсенче кăçалхи плана тахçанах ирттерсе тултарнă. Анчах вĕсенче утçи вĕçленмен-ха, çитес çул валли те çителĕклех хатĕрлесшĕн кунта. Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Йĕпреç тăрăхĕсенче вара утă палăртнин çурри чухлĕ те çук-ха.

Хуçалăхсенче сенаж – 123 946 «82,9 процент», силос 45 466 «19,2» тонна хывнă. Вăл Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Шупашкар, Çĕрпÿ районĕсенче ытлашшипех. Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Муркаш, Пăрачкав тăрăхĕсенче вара ячĕшĕн кăна. Силос хатĕрлессипе Сăнтĕрвăрри, Етĕрне енче лайăхрах ĕçленине палăртмалла.

Хальхи вăхăтра республикăра кашни условнăй выльăх пуçне 12,2 апат единици тивет «пĕлтĕр çак вăхăтра – 8,1». Куславкка енче вара кăтарту 110,7 апат единиципе танлашать. Улатăр, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Етĕрне районĕсенче ку хисеп палăрмаллах пĕчĕк. Çумăрлă çанталăкра утă типĕтеймĕн, анчах сенаж-силос валли çанталăк меллĕ. Апла вăхăта çухатмасăр ешĕл çимĕç ытларах хатĕрлемелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика