АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕрпе тĕллевлĕ усă курмалла

08 июля 2011 г.

ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ. Калаçу нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтересси пирки пычĕ.

«Чăваш Енри нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтересси пирки» саккунпа килĕшÿллĕн кăçалхи июлĕн 4-мĕшĕ тĕлне 655 çемьене шута илнĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ Шупашкарта «327 çемье», Çĕнĕ Шупашкарта «58», çавăн пекех Шупашкар районĕнче «60» пурăнать.

Асăннă кун тĕлне йышлă ывăл-хĕр çитĕнтерекен 109 ашшĕ-амăшĕ çĕр лаптăкĕпе тÿлевсĕр тивĕçтерме ирĕк паракан сертификата илнĕ. Вĕсенчен 68-ăшĕ çурт-йĕр хăпартма шутлать, хушма хуçалăха аталантаракансен йышĕ – 40 çемье, дача тума палăртаканни 1 çеç. Нумай ачаллă çемьесене пĕтĕмĕшле уйăрса панă çĕр лаптăкĕ 12,5 гектарпа танлашать.

Кăçалхи июнь уйăхĕнче Раççей Президенчĕ федерацин «Çурт-йĕр строительствине аталантарма пулăшасси çинчен» саккунĕн 16-мĕш статйине тата Раççей Федерацийĕн Çĕр кодексне улшăнусем кĕртни çинчен» 138-мĕш саккунне алă пусса çирĕплетнĕ.

РФ Çĕр кодексне виçĕ тата ытларах ачаллă граждансене патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕн çĕрĕсемпе тÿлевсĕр тивĕçтересси çинчен улшăнусем кĕртнĕ. Çавăн пекех асăннă кодексра тепĕр улшăну пур: граждансене çĕрпе тивĕçтерес тĕллевпе çĕр лаптăкĕсене пĕр муниципаллă пĕрлĕх тепринчен каялла тавăрса памалла мар илме пултарать. Çак мел хулара пурăнакан нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтерме пулăшать.

«Чăваш Енри нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтересси пирки» саккуна улшăнусем кĕртнĕ май ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерстви «Чăваш Енри нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтересси пирки» саккуна улшăнусем кĕртни çинчен» çĕнĕ саккун проектне хатĕрленĕ. Ăна июль уйăхĕнче правительствăра пăхса тухĕç.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре çул çитмен виçĕ е ытларах ача çитĕнтерекен 8 пин çемье шутланать. Вĕсенчен чылайăшĕ Шупашкарта тĕпленнĕ. Çавăн пекех Патăрьел, Вăрнар, Канаш районĕсенче йышлă çемье нумай.

Яллă вырăнсенче çак çемьесене çĕрпе тивĕçтересси çивĕч пулмалла мар. Хулари нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма, пахча çимĕç ÿстерме, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме çĕр пама кансĕртерех. Çавăнпа та çывăхра вырнаçнă район çĕрĕсене илĕç. Уйăрса панă лаптăкпа çемье килĕшмесен те пултарать. Çапах та вăл черетрен тухмасть.

Йышлă ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтерес программа саккунпа килĕшÿллĕн 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен ĕçлĕ.

Хулара пурăнакансен çурт-йĕр çавăрма çĕр лаптăкĕн чи пысăк виçи 0,06 га, ялтисен 0,12 га танлашать. Дача тума хулара – 0,06 га, ялта 0,10 га параççĕ, хушма хуçалăх йĕркелеме хулари çемьене – 0,12 га, ялтине 0,20 га уйăраççĕ.

Çĕр тивĕçекен мăшăрсен 18 çула çитмен виçĕ е ытларах ача ÿстермелле, кунта усрава илнисем те кĕреççĕ. Унсăр пуçне Раççей гражданĕсем пулмалла, Чăваш Енре пурăнмалла. Ашшĕ-амăшĕн правине туртса илнисене çĕр памаççĕ.

Çурт-йĕр хăпартмалли лаптăка икĕ сăлтавпа уйăрса параççĕ: аслисенчен пĕри вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче пурăнмалли кĕтес çителĕксĕррине палăртса ыйтса çырнă тата çул çитмен виçĕ ачаран пĕри 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн çуралнă пулсан.

Çĕре сутса тупăш тăваймăн. Мĕншĕн тесен ăна харпăрлăха куçарнă чухне ашшĕ-амăшне çеç мар, ачисене те пая кĕртеççĕ. Унпа тĕллевлĕ усă курмалла.

В. ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика