АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бройлер чĕппи

08 июля 2011 г.

Çуллахи кунсенче нумайăшĕ бройлер чăх чĕппи туянать. Ытларах чухне вĕсене аш-какайшăн усраççĕ. Чĕпсен ÿсев тапхăрĕ 80 кунтан ытла мар, ун хыççăн вĕсем тек ÿсмеççĕ.

Бройлерсене уçăлса çÿремелли вырăнсенче усрамалла мар, нумай утса çÿрессинчен хăтармалла. Чĕпсем ун пек чухне хăвăртрах ÿсеççĕ. Бройлерсене тĕрĕс пăхса ÿстерсен 60-70 кунта вĕсен йывăрăшĕ 2 килограма çитме пултарать. Бройлерсене çитерме ятарласа кăларакан апат-çимĕçпе усă курсан лайăх, ун йышши çук пулсан хуçалăхри апат та каять. Пĕрремĕш кунсенче вĕсене пĕрер тумлам тривитамин ĕçтермелле: витамин çитменнине чĕпсем хăвăрт туяççĕ, çакă вĕсене ÿсме памасть, сывлăх пăсăласси патне илсе çитерме пултарать (вĕсен шутĕнче паралич та). Бройлерсене пылак шыв ĕçтерни питĕ усăллă.

Чĕпсене вăхăта пăхмасăр тăрантарма юрать. Апат-çимĕçе хăйсен умĕнче вырттармалла мар, анчах выçă хăварасран та асăрханмалла. Пĕрремĕш эрнере 8 хут тăрантармалла, иккĕмĕшĕнче – 6.

Бройлерсене вăйлăрах аталанма нумай калориллĕ апат-çимĕç кирлĕ. Пĕрремĕш 4 кунне вĕсене çăмарта пĕçерсе çитермелле, çуллă мар тăпăрчă памалла. Сĕт-çуран тунă апат каяшне те çитерме юрать. Çамрăк тырă, куккурус, пулă çăнăхĕ е пиçнĕ пăрçа хушни те пăсмасть, симĕс апатпа пăтратса парсан та аван пулĕ. Чĕпсен апатне типĕ сĕт хушни усăллă. Хутăша хăймасăр сĕтпе е тăпăрчă шывĕпе туни усăллă, вăл йÿçесрен çеç асăрханмалла. Апата пĕчĕккĕн çитермелле. Çавăн пекех 5-7 кунри чĕпсене кишĕр (бройлер пуçне 3-5 г) вĕтетсе пани усăллă. Бройлерсем нумай тата час-час ĕçеççĕ, çавăнпа ăшă шыва çĕнетсех тăмалла. Вар-хырăм пăсăласран чĕпсене эрнере 3-4 хут марганцовка шывне ĕçтермелле, вăл чие çырли тĕслĕ пулмалла

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика