АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывăн турачĕ çук

08 июля 2011 г.

– Çапла асăрхаттараççĕ ваттисем. Çырма хĕрне каймассерен, кÿлĕ патне утмассерен манас марччĕ çакна.

Шыва кĕмелли тапхăр пуçланнă çеç-ха, анчах МЧС хыпарĕсем вăрçă вăхăтĕнчи сводкăна аса илтереççĕ. Паянхи куна шывра пулса иртнĕ пăтăрмахсен шучĕ – 24, вĕсенче 20 çын пурнăçĕ татăлнă, 1 ача вилни паллă. Июнĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 4-мĕшĕччен 11 çын путса вилнĕ, 1 çынна МЧС ĕçченĕсем çăлса хăварнă. Пĕлтĕр çак вăхăтрах шывра 19 çын путса вилнĕ, 13-шне вилĕмрен хăтарнă.

Июнĕн 27-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Маклашки ялĕнчи пĕвере 41 çулти ÿсĕр арçын шыва кĕрсе пурнăçĕпе сыв пуллашнă. Çав кунах Атăлта Шупашкарта пурăннă 53 çулти арçын виллине тупнă. Вăл кимĕрен тухса ÿкнине палăртнă.

Июнĕн 28-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Турхла ялĕнче 15 çулти Шупашкар хĕр ачи путса вилнĕ. Ăна шывран тÿрех туртса кăларнă, анчах пĕрремĕш пулăшу пани те вилĕмрен çăлайман. Çав каçах Çĕрпÿ районĕнче Чурачăк ялĕнче пурăннă 37 çулти «савăнмалăх» сыпнă арçын Сĕнтĕрвăрри районĕнче вырнаçнă Çичĕпÿрт ял пĕвине шыва кĕме кайнă, анчах килне таврăнайман.

Тепĕр кунне хурал ĕçченĕсем Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 34 çулти арçынна вилĕмрен çăлнă, пулăçăн резина кимми çурăлса кайнине палăртнă.

Июль уйăхĕн 2-мĕшĕнче, ирхине, Çĕрпÿ районне кĕрекен Малтикасси пĕвинче 51 çулти арçынна туртса кăларнă. Çав кунах Атăлăн сылтăм çыранĕнче Йошкар-Ола хулинче пурăннă 25 çулти çамрăка тупнă. Хальлĕхе вилнин сăлтавĕ паллă мар.

Çуллахи шăрăхăн тепĕр япăх енĕ – пушар хăрушлăхĕ. Июлĕн 4-мĕшĕнче Шупашкар лесничествин Питтукассинчи участокĕнче типĕ курăк, мăк çунма пуçланă. Пушар служби вырăна часах çитнĕ. Çулăм 1 гектар лаптăк çинче алхаснă, ăна çав кунах сÿнтерме пултарнă. 12 çын, 4 пушар автомашини ĕçленĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра «хĕрлĕ автан» 564 хут алхаснă, 21 млн тенке яхăн сăтăр тунă. Çулăмра 66 çын, вĕсенчен 3 ача вилнĕ.

Июлĕн 6-мĕшĕнче Йĕпреç районĕнчи Тымар поселокĕнче пурăнакан 80 çулти кинемей хуçалăхĕнчи мунча çунма пуçланă. 6 минутран килсе çитнĕ пушар служби çулăма часах сÿнтерме пултарнă. Ĕнер Шупашкарти Мускав районĕнчи Ломоносов урамĕнчи çуртра та кĕтмен «хăна» ташланă. Пушара сÿнтернĕ чух 2 çын виллине тупнă. Çулăмра 1 çын аманнă, ăна тÿрех Шупашкарти васкавлă пулăшу больницине ăсатнă. Çурчĕ вара тĕппипех çунса кайнă.

К. НЕСТЕРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика