АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Силос валли – кĕвелĕк

06 июля 2011 г.

Республикăра утçи вăй илсех пырать. Хуçалăхсенче утă, сенаж хатĕрлеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ апат пахалăхĕнчен килет. Кăвакăш, çу кислоти пурри унăн пахалăхне чакарать. Тутлăхлă япаласем упранса юлни сывлăхлă выльăх ĕрчетме, производство кăтартăвĕсене лайăхлатма май парать.

Силос хывмалли «Кĕвелĕк» микробиологи препарачĕ – сĕт кислотин бактерийĕсенчен тунă усăллă та таса культура. Унпа усă курни ÿсен-тăрана хăвăрт консервлама май парать. Сĕт кислоти симĕс массăна çĕрессинчен, кăвакарассинчен тата çĕпреленессинчен упрать. Тутлăхлă япаласем сыхланса юлни выльăх апачĕн пахалăхне çĕклет. Препарат ферменчĕсем апатри сахăра тата ÿсен-тăран белокне витĕм кÿрсе ăна çемçетеççĕ. Консервланă массăна выльăх-чĕрлĕх аван çиет, унăн апат ирĕлтересси лайăхланать, сăвăмĕ, ÿт хушаслăхĕ ÿсет. Тутлăхлă веществосен шайĕ 8-8,5 процент таран хăпарать. Çапла майпа янтăланă апат экологи енчен таса, унта консервантсемпе çĕрĕш хутăшĕсем çук.

Бактери «Кĕвелĕкĕпе» çапла усă кураççĕ: 20 т силос валли 1 л концентрациленĕ силос кĕвелĕкне савăта ярса 80-100 л таса шывпа хутăштармалла. Траншея симĕс массăпа тулса пынă май пĕр пек сирпĕтмелле. Пĕр тоннăна 4-5 л шĕвек каять. Çиелти сийне ытларах сапма тивет. Çакна асра тытмалла: симĕс апата кĕске вăхăтра, 3-4 кунра, хатĕрлемелле. Шĕвеке усă курнă кун çеç хатĕрлемелле. Кĕвелĕкпе усă курса хывнă силосра белок, углевод лайăх упранать, витамин чылай «каротин, С витамин». Ытти чухне траншейăри силосăн çиелти пайĕ час-часах юрăхсăра тухать. Çĕнĕ мел тăкака палăрмаллах чакарать.

Препаратпа усă курнă чухне халат тăхăнмалла, хăрушсăрлăха пăхăнмалла. Ĕçленĕ вăхăтра чĕлĕм туртма, ĕçме, апат çиме юрамасть.

Фосфор бактериллĕ

удобрени

Фосфор бактериллĕ удобрение тăпра микроорганизмĕнчен хатĕрлеççĕ, ăна фосфор хутăшĕпе пуянлатаççĕ. Вăл тăпрара пухăннă ирĕлмен фосфор хутăшĕсем пулăшнипе минерал тата кали удобренийĕсене тăкаклассине 2-3 хут чакарать. Вăрлăх хăвăртрах та парка шăтса тухать, çирĕпрех пулать. Фосфор бактериллĕ удобрени тăпрари микрофлорăна, микротытăма лайăхлатать, çавăнпа тымар вăйлăрах аталанать. Препаратпа уçă тата хупă майпа «теплицăра» усă курма май пур. Юхăннă çĕршĕн вăл уйрăмах аван. Çĕр пулăхне ÿстерет, çав шутра кали хисепне 20 процент, фосфорăн-не – икĕ хут. Фосфор бактериллĕ удобренипе тырă, хура тулă, куккурус, çĕр улми, пахча çимĕç, курăк, улма-çырла, вăрман, илемлĕ ÿсен-тăран культурисен лаптăкĕсенче усă курмалла.

Ăна вăрлăха им-çамлама, çĕре лартма-акма хатĕрлеме е калчана лартнă чухне тăпрана хывма юрать. Регионти çĕр-климат условийĕсене шута илсе ÿсен-тăранăн вегетаци тапхăрĕнче пĕр гектара 200-400 мл хываççĕ. Виçи акмалли-лартмалли материал калăпăшĕнчен килмест. Гектара кирлĕ чухлĕ илнĕ препарата шывпа хутăштараççĕ. Шĕвек вăрлăха акма хатĕрлеме çитмелле. Çак ĕçе каçхине е пĕлĕтлĕ çанталăкра тумалла. Чи кирли – шыв сивĕ пулмалла, хлорли юрамасть.

Вăрлăха им-çамлама, вегетаци тапхăрĕнче ÿсен-тăрана сирпĕтме азотпа фосфор бактериллĕ удобренисемпе хутăш усă курсан аванрах. Препаратпа çĕр пулăхне лайăхлатма хушма хуçалăхра та усă курма пулать. Унпа пахча çимĕç, улма-çырла культурисен лаптăкне çуркунне тата вегетаци тапхăрĕнче тымарсене апатлантарма май пур: 10 л шыв пуçне 10 мл препарат кирлĕ.

Азот бактериллĕ

удобрени

Азот бактериллĕ удобрени – тăпран микроорганизмĕнчен хатĕрленĕ пысăк тухăçлă препарат. Вăл тăпрана атмосфера азочĕпе пуянлатать, азотлă минерал удобренийĕпе усă курас тăкаксене чакарать. Ÿсен-тăрана аталанса ÿсме, çимĕçе 10-15 кун маларах пиçсе çитме май парать. Фитопатогенлă микроорганизм аталанассине чарать, ÿсен-тăрана чир-чĕртен сыхлать, тăпрана фитосанитари тĕлĕшпе лайăхлатать. Ÿсен-тăрана çут çанталăкăн йывăр условийĕсенче «типĕре, сивĕре, тăпрари тăвар шайĕ ÿссен» чăтăмлăрах тăвать. Нитрат шайне чакарать, тухăçлăха 20 процент хăпартать. Тăпрари усăллă микроорганизмсен хисепне ÿстерет. Вăрлăхăн шăтаслăхĕ, калчапа лартнă йывăç-курăк вăй илеслĕхĕ лайăхланать. Удобренипе акмалли-лартмалли материалсене им-çамлама, акас-лартас умĕн çĕре хывма, вегетаци тапхăрĕнче ÿсен-тăрана апатлантарма юрать.

Тулă, урпа, куккурус, çĕр улми, кăшман, томат, пăрăç, хăяр, çарăк, кишĕр, улма-çырла, вăрман, илемлĕ ÿсен-тăран культурисен лаптăкĕсенче усă курмалла.

Пĕр гектар çĕре 200-400 мл препарат кирлĕ. Çавăн пекех вăрлăха, тымар çимĕçе, калчана акас-лартас умĕн им-çамлама та каять. Пĕр гектарлăх илнĕ препарата шывпа хутăштармалла. Чи кирли – шыв таса, хлорсăр, сивĕ пулмалла. Шывпа хутăштарнă препарата талăкран ытла упрама юрамасть, бактерисене хĕвел пайăркисем пĕтереççĕ. Удобрени тăпрарах юлать, апла çитес çул валли çĕр пулăхĕ чакмасть.

Фосфор, азот удобренийĕсене пĕрле усă курни тухăçлăха татах ÿстерет. Хушма хуçалăхра çĕр пулăхне хăпартма та усă курма пулать. Пахча çимĕç, улма-çырла культурисен лаптăкне çуркунне тата ÿсен-тăранăн вегетаци тапхăрĕнче хывмалла: 10 мл препарата – 10 л шыв.

Бактери удобренийĕсене Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕ хатĕрлесе кăларнă. Ыйтса пĕлмелли телефон – «8352» 51-88-13.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика