АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрату йĕрне юр та хуплаймĕ

06 июля 2011 г.

Июлĕн 8-мĕшĕ – Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ.

Çак уява темиçе çул каярах Владимир облаçĕнчи Муром хулинче пурăнакансем йĕркеленĕ. Ăна Петрпа Феврони çветтуй мăшăра халалланă.

Уяв ăрусен çыхăнăвне, историпе хальхи пурнăçа, пĕр-пĕрне юратнине, шаннине, хисепленине сăнлать.

Çемье социаллă единица шутланать. Ăна саккун хÿтĕлет. Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнчи 38-мĕш статья çапла палăртать:

1. Амăшĕпе ачалăх, çемье – патшалăх хÿттинче.

2. Ачасемшĕн тăрăшасси, вĕсене воспитани парасси – ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ.

3. 18 çул тултарнă, ĕçлеме пултаракан яш-кĕрĕм вăй-халсăр ашшĕ-амăшне пулăшма тивĕç.

Çемье уявĕн ятарлă медаль пур. Унпа июлĕн 8-мĕшĕнче пултаруллă та маттур çемьесене чыслаççĕ. Çемье, юратупа шанчăклăх кунне паян пур кил-çуртра та кăмăлласа йышăнаççĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче кăларнă 60-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн çемье институтне çирĕплетес енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн мăшăрсене Валериан Андреевич тата Нина Викторовна Андреевсене «Вăрнар районĕ», Виталий Егорович тата Лидия Романовна Егоровсене «Йĕпреç районĕ», Петр Серафимович тата Зоя Андреевна Жигаревсене «Шупашкар хули», Виталий Иванович тата Ольга Емельянова Казанцевсене «Улатăр районĕ», Михаил Николаевич тата Алимпиада Петровна Киргизовсене «Патăрьел районĕ», Владимир Алексеевич тата Катя Мадосовна Коротковсене «Çĕнĕ Шупашкар хули», Иван Петрович тата Нина Михайловна Мерескинсене «Хĕрлĕ Чутай районĕ», Иван Семенович тата Клавдия Максимовна Семеновсене «Çĕрпÿ районĕ», Николай Егорович Чебослаева тата Елена Романовна Московкинăна «Вăрмар районĕ», Анатолий Иванович тата Александра Николаевна Яшинсене «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа наградăланă.

***

Уяв умĕн Чăваш Енре Президент перинаталь центрĕнче симуляци центрĕ уçăлнă. Асăннă центр акушерство, гинекологипе неонатологи тĕлĕшпе пухнă врачсен ăсталăхне çирĕплетес ĕçре Раççейре чи паллисенчен пĕри шутланать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх университечĕпе врачсен пĕлĕвне ÿстерекен институт пулăшăвĕпе вĕренÿ центрĕ йĕркеленĕ. Кунта муляжсемпе çеç ĕçлемеççĕ, перинаталь центрĕпе тачă çыхăну тытаççĕ. Çавăн пекех çĕршыври тата ют çĕршыври паллă клиникăсемпе телекĕпер урлă çыхăнаççĕ.

Уява пухăннисем вĕренÿ пÿлĕмĕсенче пулса курнă, оборудованисемпе паллашнă, операци тата консультацисем вăхăтĕнче хатĕрленĕ тĕслĕ трансляцисене курнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика