АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыва кĕме те пĕлмелле

06 июля 2011 г.

ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Строительство министерствин пуçлăхĕ Александр Гончаров Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фондпа мĕнлерех çыхăнса ĕçлени çинчен пĕлтернĕ. 2008-2011 çулсенче Чăваш Енре финанс пулăшăвĕ памалли лимита 2,4 млрд тенкĕ чухлĕ палăртнă. Хальхи вăхăтра фонд граждансене кивĕ çуртсенчен куçарма, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама укçа уйăрать. Кăçал çак тĕллевпе 600 млн тенке яхăн панă, çав шутра 40 млн – Çĕнĕ Шупашкар валли.

Министр çавăн пекех Чăваш Енри пурăнмалли çурт-йĕр рынокĕнчи лару-тăру çинчен каласа кăтартнă. 2011 çулхи пĕрремĕш çур çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх республикăра 260 пин тăваткăл метр лаптăк çурт-йĕр хута янă, ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен нумайрах. Пирĕн республикăра тăваткăл метрăн вăтам хакĕ федерацин Атăлçи округĕнче чи пĕчĕккисенчен пĕри, пуçламăш рынокра – 31 пин тенкĕ, иккĕмĕшлинче – 30 пин. Пурăнмалли хваттерĕн чи пысăк хакĕсем Пушкăртстанра. Унта тăваткăл метрăн пуçламăш рынокри хакĕ 35,5 пин тенкĕпе танлашать, иккĕмĕшле рынокра – 40 пин тенкĕ. «Эпир республикăра тăваткăл метр хакĕ çав шайрах юлтăр тесе тăрăшăпăр. Перекетлес, пурăнмалли çурт-йĕрĕн хăй хаклăхне чакарас тесе строительствăра çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе пырăпăр. Çакă хаксем пĕрмаях ÿснине чарса лартĕ», – тенĕ Александр Гончаров.

Канашлу вăхăтĕнче президент пурăнмалли çурт-йĕр тума пая кĕрсе улталаннисен ыйтăвне хускатнă. Министр кунта ырă улшăнусем пуррине палăртнă. «Чи малтанах пирĕн сахал тупăшлă çемьесене пулăшмалла. Вĕсен хăйсен хваттерĕсене май килнĕ таран хăвăртрах илмелле», – палăртнă республика пуçлăхĕ.

ЧР Патшалăх чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн председателĕ Юрий Кекиш çынсен шывсем çинчи хăрушсăрлăх-не тивĕçтермелли мерăсем çинчен пĕлтернĕ. Республикăра çанталăк шăрăх тăнипе юхан шывсемпе кÿлĕсенче путса вилнисен йышĕ палăрмаллах ÿснĕ. Шыва кĕмелли сезон пуçланнăранпа юхан шывсемпе кÿлĕсенче 20 çын ытла путса вилнĕ. Ытларах чухне инкексен сăлтавĕ – ÿсĕр пуçпа шыва кĕни. Президент сывă пурнăç йĕркине сарас тĕлĕшпе халăхпа анлăрах ĕçлеме хушнă. Шыва кĕмелли вырăнсенче тивĕçлĕ оборудовани пулмалла.

Ачасен çуллахи канăвĕ çинчен канашлу вăхăтĕнче ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Венера Муллина каласа кăтартнă. Пĕрремĕш сменăра 53700 ача каннă, сывлăхне çирĕплетнĕ. Вĕсенчен 23 пин ача – пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнисем. Республика пуçлăхĕ çула çитменнисен сывлăхĕ çинче чарăнса тăнă. Ачасене тĕрĕс апатлану культурине хăнăхтармалла. Çĕнĕ вĕренÿ стандарчĕсем çирĕп те сывă ачасене пăхса ÿстермешкĕн пулăшма тивĕçлĕ. Вĕренÿ министрĕн çумĕ Светлана Петрова каланă тăрăх çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен шкулсенче физкультура урокĕсен шучĕ ÿсмелле.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика