АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн капиталĕ

01 июля 2011 г.

Чăваш Енре амăшĕн капиталĕн 30000-мĕш сертификачĕн хуçине палăртрĕç. Ăна виçĕ ывăл амăшĕ Ирина Григорьева илчĕ. Вăл Президент перинаталь центрĕнче медицина сестри пулса ĕçлет, упăшки Алексей Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча поликлиникинче травматологра вăй хурать. Патшалăх панă укçапа (паянхи куна амăшĕн капиталĕ 365 пин тенкĕ ытларах) Григорьевсен çемйи çурт-йĕрне лайăхлатма палăртнă.

Шупашкар районĕнче пурăнакан Исаевсем вара çак сертификата илсе ялти çурта купалама пуçланă. Çемье хуçи, Виктор Исаев предприниматель, çурт тăвас ĕçре те маттур. Кăçалтанпа амăш капиталĕпе усă курса çурта строительство организацийĕсемсĕрех тума май пур. Тус-тăвансене чĕнсе укçана перекетлеме пулать. Çавăн пекех Татьяна Исаевăна, икĕ ача амăшне, Пенси фончĕн 10000-мĕш пĕлтерÿ хутне пачĕç (ăна илес тесен заявлени çырмалла). Унпа килĕшÿллĕн амăшĕн капиталĕ çурт тăвас ĕçĕн пĕрремĕш тапхăрĕнчи тăкаксене саплаштарĕ.

Амăшĕн капиталĕн сертификатне 2007 çултан пама пуçланă. Çак укçапа çурт-йĕре лайăхлатма, ачана вĕрентме тата амăшĕн пулас пенси укçине ÿстерме май пур. Ача 3 çул тултарсан капиталпа мĕнлерех усă курасси çинчен заявлени çырмалла. Çурт-йĕр кредитне тÿлесе татас ĕçре ача миçе çулта пулни пĕлтерĕшлĕ мар. Чăваш Республикинче сертификата илнĕ кашни 3-мĕш çемье пĕтĕмĕшле 3,3 млрд тенкĕ укçапа усă курнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика