АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Правительство ларăвĕнче – тĕрлĕ ыйту

01 июля 2011 г.

Хальхинче тĕп ыйтусен шутĕнче республикăн 2010 çулхи ĕç условийĕсемпе сыхлавĕ çинчен калакан патшалăх доклачĕ пулчĕ. Унпа сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Венера Муллина паллаштарчĕ. Пĕлтĕр ĕç сыхлавĕ тĕлĕшпе 473 ĕç паракана тĕрĕсленĕ – сывлăх требованийĕсене пăснă 5,3 пине яхăн тĕслĕх тупса палăртнă. Производствăра суранланнă тĕслĕхсен шучĕ иртнĕ çул 2,3 хут, вилесси – 1,9 хут чакнă. Чăваш Енре производствăра суранланасси Атăлçи округĕнче те чи пĕчĕккисенчен пĕри, ку енĕпе Пушкăртстан кăтартăвĕсем кăна пирĕннинчен лайăхрах. Тĕрлĕ отрасле илес тĕк производствăри инкексен пысăк пайĕ – строительство тÿпи. Тирпейлекен промышленноçра та çавах. Çак цифрăсем те пăшăрхантараççĕ: ĕçре инкеке лекнисен 13 проценчĕ ÿсĕр пулнă, мĕн пур инкекĕн 26 проценчĕ – çул çинчи аварисем. Çавна май министрсем ĕç вырăнĕсене аттестацилессине, производствăри хăрушлăха тĕнче шайĕнчи стандартсене тĕпе хурса хаклассине пăхса хăварчĕç.

«Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орденпа наградăланисен хушма социаллă хÿтлĕхĕ çинчен калакан саккун проектне ырларĕç. Унашкаллисене хальччен Раççей шайĕнче 50 пин тенкĕ тÿлесе хавхалантарнă. Республика шайĕнчи хушма мера – тата 30 пин тенкĕ. Чăн та, Чăваш Енре çак орден кавалерĕсем икĕ çемье çеç. Анчах Михаил Игнатьев президент пирĕн ку наградăна тивĕç çемьесем пурри, вĕсене орденпа чыслама тăратмалли пирки хытарсах каларĕ.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшушăн социаллă хÿтлĕх илекенсен йышĕ хушăнать – унта ял библиотекарĕсем те кĕрĕç. Çак саккун проектне ырларĕç ларура.

Вице-премьер – экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин каланă тăрăх республика экономикине инвестицисем илсе килмелли тĕллевлĕ программа палăртнă тĕллевсене пурнăçлама административлă чăрмавсене сирмелле, предприятисене налук енĕпе çăмăллăхсем памалла, çĕнĕ кадрсем хатĕрлемелле, вăтам тата пĕчĕк бизнеса çул памалла.

Тепĕр вице-премьер – строительство министрĕ Александр Гончаров çĕкленĕ ыйту – республика бюджетĕнчен автомобиль çулĕсем валли уйăрнă укçана валеçессине çирĕплетесси пирки. Кăçал сакăр яла çитекен автомобиль çулĕсене туса пĕтерме пăхнă. Çулталăк вĕçлениччен уйăракан укçа виçи – 183 млн тенкĕ. Çав шутра 82 миллионĕ – федераци бюджетĕнчен. Федераци укçи Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсенчи çулсен сыпăкĕсене туса пĕтерме каять.

Çавăн пекех нумай учреждени статусне улăштарассине çирĕплетрĕç. 12 архив, музей, библиотека, концерт организацийĕ бюджет учрежденийĕсен статусне илеççĕ. Чăваш наци музейĕ те, геологи музейĕпе пĕрлешсе, бюджет учрежденийĕ пулса тăрать.

Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина республикăн патшалăх пурлăхне шутран кăлармалли йĕркепе паллаштарчĕ.

Хăвăртлатмалли тепĕр ĕç – Правительствăн кивелнĕ йышăнăвĕсене пăрахăçласси. «95-96 çулсенче йышăннă, халĕ кирлĕ мар йышăну пайтах. Ревизи туса ирттермелле. Ытлашши норма докуменчĕсем чăрмав ан çуратчăр», – терĕ президент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика