АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Мадам Калинка» чăвашсемпех юласшăн...

29 июня 2011 г.

«Мадам Калинка» чăвашсемпех юласшăн...

Кампа кăна танлаштармаççĕ пулĕ Вăрнар çĕрĕнче çуралса ÿснĕ Людмила Семеновăна: Людмила Зыкина, Надежда Бабкина, Анна Герман та теççĕ. Хăй вара, Чăваш халăх артистки, эстрада юрăçи, ăна ытларах Алла Пугачева çывăхрах тесе шутлать.

– Людмила, мĕншĕн Алла Борисовна; Мĕнле кăна сас-хура çÿремест ав ун пирки паян! Мĕнле кăна лару-тăрура (хушăран питĕ илемсĕрринче те) кăтартаççĕ ăна...

– Вăл – чăн-чăн артистка. Кам пĕлет, чунĕнче чăннипе мĕн-ши унăн; Вăл вылять. Куракансене, итлекенĕсене çакăнпах илĕртет те пулĕ. Мана вара тумланни, сцена çинче хăйне ирĕклĕн тыткалани питĕ килĕшет. Вăл – ирĕклĕ. Вăл – Артист, Личность! Çавăн пеккисем кăна пысăк сцена çинче вăрах вăхăт тытăнса тăраççĕ.

– Мĕн хистерĕ сана Чăваш патшалăх филармонийĕн «Çеçпĕл» ушкăнне пăрахса кайма;

– Çапла, «Çеçпĕлтен» вăхăтлăха кайма тиврĕ. Вăрçăнса мар. «Çеçпĕл» чăннипех те хăйне май шкул. Анчах унта кăштах хама çухатнине те пытарма кирлĕ мар пулĕ. Мана, хама тивĕçтермелле ĕçлес тесен, ирĕклĕх кирлĕ. Укçана бюджетран илсе тăни пĕр енчен аван, паллах. Анчах... мана валли мар çакă. Пурнăç кĕске-çке! Ман ĕçлес килет! Юрлас килет! «Çеçпĕлпе» халĕ те çыхăну çухатман. Пĕрлехи концертсене тăтăшах хутшăнатăп.

– Каллех çав укçа нуши патне пырса тухатпăр-и;

– Шел, ку темăран ниепле те пăрăнса иртме çук. Эпир, культура, искусство çыннисем, укçасăр та пурăнса курнă. Хăнăхнă темелле. Анчах унсăр нимĕн те пулмасть: сăвă та, юрă та, сцена çине тухса савăнтармалăх тумтир таврашĕ те.

– Ку чăнах та çапла вара. Вăл е ку артистăн, юрăçăн концерчĕсенче «каллех çав костюмпа тухрĕ» текен шухăш пĕрре мар вĕлтлетсе иртет. Юрĕ, тумĕ тарама-ха, диск кăларма та йывăр теççĕ паян...

– Хам çинчен калас пулсан, дисксене чи вăйлă юррăмсене кăна кĕртетĕп. Укçа е юрă çуккипе çыхăнман çакă. Ыттисем, тархасшăн, ĕçлеччĕр, кăларччăр. Çакăншăн савăнатăп кăна эпĕ, эппин, пĕр вырăнта тапăртатмасть-ха чăваш эстради.

– Çавах та хăш-пĕр милиционер, строитель, учитель е усламçă хăйне чăваш эстрада çăлтăрĕ вырăнне хуни йĕркеллĕ пек туйăнмасть мана...

– Тен, Турă пани, хушни çакă; Тепри ав темĕн те вĕренсе пĕтерет, анчах пиçмест. Ман шутпа, хальлĕхе хăйне май суйлану-тасату тапхăрĕ пырать.

– Людмила, кала-ха, артиста, юрăçа, сана, тĕслĕхрен, çемье кирлĕ-и; Тен, сан малашлăха ура хурса пыракан çĕклем кăна çакă;

– Çемье пулмаллах! Кашнин: артист-и эсĕ е шахтер. Çемье, ача-пăча кирлех. Сцена çинче, çапла, Людмила Семенова юрăç эпĕ: халăха савăнтаратăп, хурлантаратăп, аташтаратăп та-и тен. Анчах ниçта та мар, шăпах юратнă çын, ывăл çумĕнче, килте çак ахăр саманаран канатăп, вăй илетĕп.

– Чăн та, çемье кирлех. Анчах пурнăç условийĕсем... Хăçан та пулсан общежити таврашĕнчен тухса пĕтĕç-ши пирĕн артистсем; Питĕ нумай-çке пирĕн çавăн пеккисем те...

– Хам та çав лару-тăрура пулса курнă. Пысăк ертÿçĕ-пуçлăхсем те концертсене юрлама чĕнетчĕç. Кайран, концерт хыççăн, киле машинăпа çитерсе хăваратчĕç. «Халĕ те общежитире пурăнатăр-и;» – тесе тĕлĕнетчĕç-ха тата. Çакăншăн манăн намăсланмалла мар, ертÿçĕсен те пуç ватмалла. Хваттер ыйтăвĕ çамрăксемшĕн уйрăмах питĕ çивĕч тăрать-çке. Пуçлăхсем нимĕн те тумаççĕ мар паллах. Анчах çителĕксĕр çакă.

– Европăра, ав, студентсем те общежитире пурăнмаççĕ. Правительство вĕсене тÿрех хваттер туянма кредит парать. 10-15 çултан тÿлесе тат кăна. Шел, вĕсемпе танлашаймăпăр çав эпир. Хамăр çĕршывах таврăнар, çылăхлă çĕр çине анар. Çылăх тенĕрен, тепĕр партнер-юрăçпа юрлакан юрату юррисем те пур санăн. Мăшăру кĕвĕçмест-и; «Эс те пĕччен» юрра В.Осиповпа питĕ килĕшмелле шăрантаратăр...

– Мăшăрăм артист пулнине, эпĕ вылянине ăнланать. Сцена çинчишĕн нихăçан та кĕвĕçместĕп тет.

– Пĕтĕм тĕнче çине çилленсе лартнă самантсем пулаççĕ-и;

– Мĕншĕн; Эппин, никам та мар, хамах айăплă. Çук, ÿпкелешсе лармастăп. Йăнăша тÿрлететĕп те малаллах талпăнатăп. Тĕнче айăплă-и-ха ман йăнăшсемшĕн; Мана хамăн ĕç килĕшет. Тĕллев-ĕмĕтĕм пысăк. Çĕнĕ юрă халăха килĕшсен эпĕ çырлахатăп.

Эпĕ шăпах «чăваш – йăваш» текенсен шутĕнче пулас. Вăтанатăп. Çук, юрланă чух мар. Пĕр-пĕр ыйтăва татса парасси пирки-ха эпĕ. Çавăнпа ĕмĕр пурăнса ĕмĕр вĕренме тивет авă. Паллах, чылай ĕç, пулăм тивĕçтермест мана паянхи кун. Чăвашлăх тени вăйсăрланчĕ. Пурте укçа çапасси çинчен ĕмĕтленеççĕ. Пĕр-пĕрне ăмсанни, ура хуни пĕтерет. Ăçтан Раççей шайĕнчи эстрада пирки калаçмалли пур пирĕн.

– Сăмах май, Людмила, таçта та пулатăн эсĕ: Мускавра, Францире, Египетра... Концертсенче чăвашла кăна юрлатăн-и;

– Çапла, гастроль тени таçта та илсе çитерет. Тутар, чикан, мăкшă, удмурт, вырăс юррисем те пур репертуарта. Францире, тĕслĕхрен, чăвашла «Ĕмĕр сакки сарлакана» та, вырăсла «Калинкăна» та питĕ кăмăлласа йышăнчĕç. Урамра кайран паллакан пулчĕç вĕт, «О, мадам Калинка...» тесе сывлăх сунма пуçларĕç.

– «Мадам Калинка» Шупашкар районĕнче чаплă кермен хăпартса лартнă теççĕ...

– Керменех мар. Мăшăрăн, ывăлăн кăмăлне тивĕçтерет. Манăнне те, паллах. Час-часах тăвансем, юлташсем хăнана пыраççĕ. Пурне те килĕшет. Вăрмана çÿреме юрататăп. Пахча çимĕç таврашне пĕтĕмпех хамăр лартса ÿстеретпĕр. Çулла çарран сывлăм тăрăх утма кăмăллатăп. Алла çава тытасси те пулать – чăваш хĕрĕ вĕт эпĕ, Чăваш çĕрĕ-шывĕнчен лайăххи урăх çуках!

Л.Ригель калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика