АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн тымар çирĕп те тарăн

29 июня 2011 г.

Кăçал Республика кунне Çĕрпÿ тăрăхĕнче те уявларĕç. Çак чыса район пысăк конкурсра çĕнсе илнĕ. Паллă саманта кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрленнĕ хуçасем. Палăрмаллах çĕнелсе илемленнĕ хула чуна савăнтарать. Уява пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем пуянлатрĕç: «Уй-хир кунĕ» курав, Тихвин ярмăркки, çĕнĕ пасар уçăлни тата ытти те. Республика кунне паллă тума ЧР Президенчĕ М. Игнатьев, РФ Патшалăх Думин Çĕршывсен хушшинчи ĕçсене йĕркелекен комитет председателĕ К. Косачев, аякран çитнĕ хăнасем, ташă-юрă ăстисем хутшăнчĕç.

Курмалăх та,

туянмалăх та пур

Ял хуçалăх техникин «Уй-хир кунĕ» куравне Раççей ял хуçалăх наукисен академийĕн «Колос» хуçалăхĕнче йĕркеленĕ. Аграри форумне çĕршывăн 15 регионĕ хутшăнчĕ. Федерацин Атăлçи тăрăхне çĕнĕ ял хуçалăх техникипе, оборудованийĕпе, вăрлăхпа, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли хатĕрсемпе тата минерал удобренийĕсемпе тивĕçтерекенсем пурте çитнĕ курава.

– Çулсерен иртекен курав çĕнĕ йышши техникăна кăтартма, ял хуçалăх таварне туса илекенсене машина паркне пуянлатма май парать. Хăватлă тракторпа, сеялкăпа тата ытти агрегатпа усă курса аграрисем тăкакĕсене чакараççĕ, – терĕ М. Игнатьев президент.

Иртнĕ йывăр çул выльăх апачĕн саппасне йăлтах пĕтернĕ. Апла кăçал икĕ çуллăх та хатĕрлесе хума тивет. Кунта хăватлă техникăсăр май çук. Комбайнсемпе ĕçлеме вара меллĕ. Ĕç тухăçлăхĕ пысăк вĕсен. Раççей тата ют çĕршыв предприятийĕсемпе организацийĕсем, Чăваш Енри «Чувашагролизинг», «Чувашагрокомплект», «Агротехкомплект», «Белпро-Сервис», «Агротрейдинг» предприятисен дилер компанийĕсем тата инноваци технологине çĕнĕ йышши техникăпа пурнăçа кĕртекен хуçалăхсем хăйсен экспозицийĕсене йĕркеленĕ. Курмалăх, суйламалăх пур темелле. Патшалăх малашне те ял хуçалăх отрасльне сумлăн пулăшма палăртнă. Апла кураври техникăна хăрамасăрах туянма пулать. Çитменнине çăмăллăх кредичĕ уйăраççĕ. Лизингпа усă курма май пур.

Курава пухăннисем «Колос» хуçалăхăн хумханса ларакан кĕрхи культурисене асăрхамасăр иртеймерĕç. Кунта тĕрлĕ сорт çитĕнтерсе тĕрĕслесе пăхаççĕ. Пысăк тухăçлисене суйласа илсе малалла сараççĕ. Кăçал ĕçченсем лаптăкран гектар пуçне 50 центнер тухăç илессе шанаççĕ.

Икĕ куна пынă курава республикăри хуçалăхсен ертÿçисем, специалистсем, фермерсем, хушма хуçалăх тытакансем, техникăпа кăсăкланакансем çитсе курчĕç, çĕнĕ технологипе паллашрĕç.

Пасарта -

вырăнти апат-çимĕç

Çак кун хулара ял хуçалăх пасарĕ уçăлни Çĕрпÿсемшĕн чăннипех пысăк парне пулчĕ темелле. Ăна çулталăкрах туса пĕтерсе хута янă. Кунта апат-çимĕç, промышленность таварĕсем валли вырăн çителĕклех. Чи пахи – вырăнта туса илекен апат-çимĕç валли çул уçăлни. Хуçисем чĕр тавара хăйсемех сутма пултараççĕ. Эппин хакĕ те ытлашши хăпарса каймĕ. Хăтлă, ăшă çуртра суту-илÿ тума та кăмăллă.

– Урамра çумăр айĕнче шăнса тăни мар ĕнтĕ, типĕ, таса, йĕркеллĕ вырăнта ĕçлеме пулать, – теççĕ сутуçăсем.

Чăн та, çĕнĕ çуртра сутакансем те, туянакансем те сахалрахчĕ. Ара, паян шăпах Тихвин ярмăркки ĕçлеме пуçланă. Çынсем ĕмĕртен пыракан ырă йăларан пăрăнман, унта васканă. Тата «Раççей çăл куçĕсем» фестивальтен те мĕнле юлăн-ха; Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ ташă-юрă ăстисем Çĕрпĕве кашни çулах пуçтарăнмаççĕ çав.

Çĕр пин юрăпа

çĕр пин ташă çеç мар

Çĕрпÿре Республика кунне уçнă май хула урамĕсемпе Чăваш Енĕн пултарулăх ушкăнĕсем, «Раççей çăл куçĕсем» фестивале хутшăнакансем утрĕç.

– Паян пирĕн пата çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитнĕ. Çакă нумай нациллĕ Чăваш Ен килĕштерсе, туслă пурăннине кăтартать, – терĕ президент пухăннисене уяв ячĕпе саламланă май.

Беларуç, Дагестан... Краснодар, Владимир... Ăçтан кăна килмен-тĕр хăнасем! Пултарулăх ушкăнĕсем пĕрин хыççăн тепри тухса уява пуçтарăннисене илемлĕ ташши-юррипе савăнтарчĕç. Тĕрлĕ халăхăн капăр тумĕсене, кĕвви-юррине уява пуçтарăннисем тĕлĕнсе те савăнса сăнарĕç, тăвăллăн алă çупса тав турĕç.

Ял хуçалăхĕнчи пултаруллă ĕçченсене, Чернобыльти атом электростанцийĕнчи инкеке сирме хутшăннă çынсене патшалăх наградисене парса чысларĕç. Николай Скворцов «Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» иккĕмĕш степеньлĕ орден медальне тивĕçрĕ. Петр Григорьева «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ят пачĕç. Вăл Çĕрпÿ районĕнчи «Рассвет» хуçалăхра чылай çул ĕçлет. Халăх умĕнче хисепре. Ятлă-сумлă çын пысăк награда илни ĕçтешĕсене те савăнтарчĕ.

Çĕрпÿ тăрăхĕнчи нумай ачаллă çемьесемшĕн те уяв яланлăхах асра юлĕ. Çак кун вĕсемшĕн пĕлĕтрен телей кайăкĕ вĕçсе анчĕ тейĕн. Республика ертÿçи Никифоровсене, Ершовсемпе Кузьминсене уйрăм çурт-йĕр çавăрма çĕр участокĕ илмелли сертификат пачĕ. Ачасене савăнма вара – велосипедсем. «2013 çулччен яла социаллă аталантарасси» программа пулăшнипе «Вурнарец» предприятири Николай Кадикинпа Раççей ял хуçалăх наука академийĕн Чăваш Енри наукăпа тĕпчев институчĕн ĕçченĕ Инга Иванова патшалăхран пулăшу илчĕç.

Юнашарах кĕрлекен Тихвин ярмăрккинчен те халăх татăлмарĕ. Çĕр çула яхăн ĕнтĕ вăл уçăлнăранпа. Паян кунта «Этнографи ялĕ» йĕркеленĕ. Чăвашăн çĕр пин тĕррийĕ çеç-и, мĕн кăна çук кунта; Тăван халăхăн пурнăçне, ĕç-хĕлне, йăли-йĕркине сăнлаççĕ экспонатсем. Çĕрпÿ енчи алă ăстисен ĕçĕсем, тĕрлесе-тĕртсе, йывăçран касса тунă япалисем умĕнчен халăх татăлмарĕ. «Чăн-чăн ылтăн алăсем», – палăртрĕç курма килнисем. Патăрьел ял тăрăхĕнчи Римма Беловăна иртен-çÿрен кавир тĕртме чăрмантармарĕ. Хăйĕн пир станокĕпех пасара тухнă вăл. Аллисем çăмăллăн вылянă май кавир куç умĕнчех пысăкланса пычĕ. Хĕрарăм хăйĕн ĕçĕпе кăсăкланакансемпе калаçма та вăхăт тупрĕ, аллисем вара канма пĕлмерĕç, хĕрсех кавир тĕртрĕç. Белова тахçанах тивĕçлĕ канура, çапах халĕ те шкулта ачасене алă ĕçне хăнăхтарать. Çамрăк алă ăстисем те ярмăрккара хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Илемлĕ ал шăллисемпе салфеткăсем, сĕтел çиттисем куçа илĕртеççĕ. Метикасси ял тăрăхĕнчи 80 çултан иртнĕ Иван Федоров вара хăй мĕн астăвассах çăпата тунă иккен. Паян та вăл ярмăрккана хăй ăсталанă çăмăл пушмакĕсене-çăпатисене илсе тухнă. Урине те ăнах сырнă. «Çăпатапа урасем ывăнмаççĕ, уйрăмах сыпăсем ыратнинчен аван. Эпир килте те унпах çÿретпĕр», – пĕлтерчĕ И. Федоров.

Кĕрлет-шавлать пасар. Суту-илÿ хĕрсех пырать. Çынсем кăмăла кайнă таварсене хапăлласах туянаççĕ. Хăнăхнă йăлапа хуçисене йÿнĕрехпе сутма ÿкĕтлеççĕ. Пасарта унсăрăн мĕнле-ха; Кил-тĕрĕшре кирлĕ хатĕр-хĕтĕр, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк, ытти тавар туллиех. Тихвин ярмăркки яланах таварпа пуян пулнă. Хăнасем наци апат-çимĕçне те тутанса пăхма пултарчĕç.

– Манăн Чăваш Ене татах килес килет, – терĕ Словаки Республикин Раççейри чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕ Йозеф Мигаш чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркине палăртса.

Чăн та, пирĕн кăтартмалли, ыттисене савăнтармалли сахал мар. Пирĕн тымар çирĕп те тарăн. Çакă Республика кунĕнче те аван курăнчĕ.

Каçченех саланма пĕлмерĕ халăх, чун килениччен савăнчĕ, кăмăла çĕклерĕ вăл.

Л. Никитина.

С. Журавлев тата ЧР ПА пресс-службин сăн ÿкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика