АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас ăрусем валли те

24 июня 2011 г.

Чашлатса çăвакан çумăра пăхмасăр савăнăçлă уява çынсем самай пуçтарăнчĕç. Паллă саманта, сĕт-çу фермин никĕсне хывма, ЧР ял хуçалăх министрĕ С. Павлов, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Муркаш район пуçлăхĕ Ю. Иванов, Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи И. Письменская тата ыттисем хутшăнчĕç.

Республикăра агробизнес вăй илни ял хуçалăх отраслĕшĕн чăннипех пысăк утăм. Юлашки вăхăтра хулари бизнесменсем яла та укçа хывма тытăнни унăн пуласлăхне шаннине кăтартать. Çакă патшалăх юлашки вăхăтра ял хуçалăх отрасльне сумлăн пулăшса пынипе çыхăннă. Чăваш Енре юлашки çулсенче çĕнĕ производство объекчĕсем сахал мар çĕкленчĕç. Паллах, патшалăхпа инвесторсен пулăшăвĕсĕр çакна тума йывăр. Çапах паян ял хуçалăх отраслĕ пысăк услам кÿрет теме иртерех. Вăл çĕкленсе вăй илет кăна-ха. Малтанхи утăмсем вара савăнтараççĕ. Юлашки пилĕк çулта выльăх-чĕрлĕх отраслĕн продуктивлăхĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртни, ĕç-хĕле çĕнĕлле йĕркелени ÿсĕмсем тума пулăшнă та. Пĕлтĕр акă Тăвай районĕнче «Акконд-агро» фирмăн пĕр пин ĕне тăмалăх комплекс хута кайнă. Етĕрне районĕнчи «Родина», Вăрнар тăрăхĕнчи «Янгорчино» хуçалăхсенче те çĕнĕ сĕт-çу фермисем тунă. Наци проекчĕ хута кайнăранпа республикăри хуçалăхсем выльăх-чĕрлăх фермисене юсаса çĕнетме, çĕнĕрен çĕклеме, модернизацилеме 4 млрд тенкĕлĕх кредит илнĕ.

Муркаш районĕнчи «Путь Ильича» агрофирмăн инвестици проекчĕн пуçаруçи – Олег Дельман бизнесмен. Унчченхи Ленин ячĕллĕ хуçалăх никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ предприятин малашлăхĕ пысăк. Хуçалăхра пайтаçă çулталăк кăна ĕçлет-ха, кĕске хушăрах çирĕп те пултаруллă ертÿçĕ пулнине кăтартма ĕлкĕрнĕ. Пĕлтĕрхи йывăр çулталăка пăхмасăр выльăх шутне упраса хăварнă. Çур акине вăхăтра ирттернĕ. Проектпа сĕт-çу ферминче кăкармасăр пĕр пин ĕне тытмалла. Территоринче икĕ вите, сĕт-çу блокĕ, пăрулаттармалли уйрăм пулмалла. Комплекс икĕ тапхăрпа хута каймалла. Малтан 500 пуçлăх ĕне витине туса пĕтерсе 400 çамрăк пăру туянмалла. Ăратлă выльăхсене Беларуçран, Киров, Вологда облаçĕсенчен илсе килме палăртнă. Иккĕмĕш тапхăрта каллех çакăн чухлех ĕç тумалла. Проектăн пĕрремĕш тапхăрĕн бизнес-планĕ хатĕр ĕнтĕ. Вăл пурнăçа кĕни кĕтĕве 870 пуçа, çулталăкри ĕнен сăвăмне 7500 килограма çитерме май парĕ. Унсăр пуçне аш-какай, услам илесси те ÿссех пымалла. Сĕт-çу фермипе кăна таса тупăш 45724 пин тенкĕ илме ĕмĕтленеççĕ. Инвестици проекчĕн пĕтĕмĕшле хакĕ 185,90 млн тенкĕ. Çав шутра Раççей ял хуçалăх банкĕн кредичĕ – 148,72 млн «80 процент» тенкĕ. Укçа-тенкĕпе кăçалах туллин усă курмалла.

Палăртни пурнăçлансан нумай сĕт паракан ĕнесен хисепне пĕр пин пуçа çитермелле. Комплекса тума тытăниччен предприниматель сĕт туса илекен тĕнчери малти технологипе паллашнă, Евросоюзăн темиçе предприятине çитсе курнă, чи лайăххине ăса хывма тăрăшнă. Çĕнĕ предприяти хута кайни республикăшăн, Муркаш районĕн социаллă пурнăçĕпе экономикишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Бюджет пуянланнисĕр пуçне хушма ĕç вырăнĕсем пулаççĕ. 32 çын пысăк шалуллă ĕçе вырнаçма пултарĕ. Тĕнчери технологипе çĕкленекен комплексра ĕçлеме специалистсене фирма хăйĕн укçи-тенкипе вĕрентсе хатĕрлĕ. Район ертÿçи Ю.Иванов ял хуçалăх отраслĕн кăтартăвĕсем инвестор пулăшнипе татах лайăхланасса шаннине пытармарĕ.

– Сĕт илессипе, ĕнесем усрассипе совет тапхăрĕнчи калăпăша çитетпĕрех, – терĕ вăл.

– Хулари бизнес яла туртăнни савăнтарать. 5-6 çул каялла вара кун пирки ĕмĕтленме те пултарайман. Ял хуçалăхĕ те тупăшлă, усăллă пулнине, унта укçа хывни малалла аталанма пулăшнине тинех ăнланса илчĕç, – палăртрĕ Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçĕ И. Письменская.

Пулас комплексăн малтанхи никĕсне хывнă май яваплă çынсем унта алă пуснă капсула та хурса хăварчĕç.

– Производство объекчĕ пулас ăру валли те çиттĕр, тупăш кÿрсе хуçалăха çĕклетĕр, – терĕç вĕсем.

Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика