АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Еăре те, спортра та маттур Каăал ен

24 июня 2011 г.

Республика кунĕ умĕн çĕнĕ объектсене хута ярасси йăлана кĕчĕ. Хальхинче Комсомольски ялĕнче «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлчĕ. Çакнашкал комплекссем республикăра çирĕм пĕрреччĕ, «Кĕтне» вара – çирĕм иккĕмĕшĕ. Паллах, спорт керменĕсем тăвас ĕç çакăнпа путланмасть. Черетпе Тăвайĕнче тата Хĕрлĕ Чутайĕнче комплекссем çĕкленмелле. Çапла вара кашни районтах пулмалла вĕсем. Çакна та палăртма кăмăллă: «Кĕтнере» хальлĕхе сиплевпе сывлăха çирĕплетмелли центр вырнаçнă. Каярахпа унăн никĕсĕ çинче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне йĕркелесшĕн.

Сывлăха çирĕплетес, спорта аталантарас тĕлĕшпе çĕнĕ керменте пĕтĕм услови пур. Кунта тренажер, кĕрешÿ, хореографи залĕсем, бассейн, спорт вăййисем выляма ятарлă пÿлĕмсем вырнаçнă. Юнашарах футбол уйне, çăмăл атлетикăна аталантарма ятарлă çул, хоккей коробки йĕркеленĕ. Патшалăх уйăрнă 72 млн тенкĕ «федераци бюджетĕнчен – 50 млн, ытти – республика бюджетĕнчен» усăсăр тăкакланман.

Уява пухăннисене саламланă май ЧР Президенчĕ М.Игнатьев çакнашкал пысăк проектсене пурнăçлама «Единая Россия» парти пулăшнине палăртрĕ. «Каçал çĕрĕ малашне паллă спортсменсемпе, олимп чемпионĕсемпе пуянлантăр», – ыр сунчĕ вăл. Çав вăхăтрах Каçал енсем ытлă-çитлĕ пурăннăран мухтаса та илчĕ. «Эсир ĕçре те маттур, спортра та пултаруллă, пÿртĕр-çуртăр та кермен пекех, – терĕ президент. – Эпир вара, влаçри çынсем, сирĕн пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшăпăр».

М.Игнатьев уява пушă алăпа килмен, Комсомольскисене «ГАЗель» автомобиль парнелерĕ.

Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси çинчен калакан саккуна пурнăçласа ЧР Президенчĕ Аслă Чурачăкри Шипатовсен çемйине сертификат парса саламларĕ.

«Эпĕ çак тăрăхра çуралса ÿснĕ, çакăнтах футболла, волейболла вылянă, – терĕ Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Краснов. – Кунашкал кермен пирки эпир ача чухне шухăшлама та пултарайман. Халĕ вара ентешсем сывлăхĕсене çирĕплетме «Кĕтнене» килĕç».

«ПМК «Водоснабжение» организаци директорĕ Валерий Павлов объекта вăхăтра хута янине палăртрĕ. Сăмах май, комплекса иртнĕ çул май уйăхĕнче тума пуçланă.

Президент «Урожай» тата «Труд» хуçалăхсен уй-хирĕсене çитсе курчĕ, выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçпе кăсăкланчĕ.

«Хĕвеллĕ кунпа усă курма тăрăшатпăр», – терĕ «Урожай» хуçалăх ертÿçи Алексей Ершов. Хальхи вăхăтра кунта нумай çул ÿсекен курăкран сенаж хатĕрлеççĕ. Июнĕн 20-мĕшĕ тĕлне асăннă хуçалăх 1000 тонна сенаж янтăланă.

Выльăх апатне пĕлтĕр те çителĕклĕ хатĕрленĕ. Ытти хуçалăх пек сутăн илмен, хăйсем сутса тупăш тунă. Çавна май выльăх пуçне те сыхласа хăварнă. Малашне те саппаспа пурăнма тĕв тунине пĕлтерчĕ «Урожай» ертÿçи. Ял ĕçченĕн шалăвĕ пирки кăсăкланчĕç журналистсем. «Вунă пин ытларах, – пулчĕ хурав. – Вун виççĕмĕш ĕç укçи те илтĕмĕр».

Районта выльăх пуçĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ÿснине, аш-какай туса илесси те пысăкрах пулнине палăртрĕ район администрацийĕн ертÿçи Геннадий Волков. «Сĕт суса илесси вара сахалрах, – терĕ вăл. – Анчах та пĕлтĕрхи шая çитме шантаратпăр».

«Труд» колхозăн уй-хирĕсенче те ĕç вĕрет. Уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе усă курать ял ĕçченĕ. Курăк паккусĕсем тÿп-тÿрĕ пулнипе кăсăкланчĕ президент. «Механизаторсем ăста пирĕн», – терĕ хуçалăх ертÿçи Василий Николаев. 450 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăкран сенаж хатĕрлеççĕ кунта. Çавăн пекех утă валли те хăварасшăн.

ЧР Президенчĕ журналистсемпе тĕл пулнă май ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене патшалăх кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 15-18 процент ытларах пулăшнине палăртрĕ. Чăваш Республикинчи агропромышленность комплексне аталантарма патшалăх 2,6 млрд тенкĕ уйăрать. Бюджет укçи-тенкипе 60 пине яхăн тĕрлĕ хуçалăх, çав шутрах 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне выльăх шутне чакарманнисем, пулăшу илĕç. «Ку пулăшăва пур категорири хуçалăхсем, хушма хуçалăхсем тивĕçĕç», – терĕ президент. Çăмарта, чăх тата сысна ашĕ туса илекенсене пулăшма федераци бюджетĕнчен 58,59 млн тенкĕ укçа çитмеллине палăртрĕ вăл.

Комсомольски уй-хирĕсенче пулнă май президент сăмахĕсем чăна килнине ĕнентĕмĕр. Каçал ен çыннисем, чăн та, пур енĕпе те маттур: ĕçре те, юрă-ташăра та, спортра та сатур.

В.Петрова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика