АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сертификатпа

22 июня 2011 г.

Амăшĕн капиталĕ пирки пĕлмен çын пирĕн республикăра çук та пулĕ: 4,5 çулта патшалăх пулăшăвне 9,7 пин çемье илчĕ ĕнтĕ. Иккĕмĕш ача çуратас тĕллевлĕ ашшĕ-амăшĕ 365 пин тенкĕпе епле усă курас ыйтăва малтанах уçăмлатса хурать. Анчах çакă «чĕрĕ» укçа маррине, патшалăх сертификачĕ пулнине вара хăшĕ-пĕри темшĕн асра тытмасть. Унпа уйрăм тĕллевлĕ кăна усă курма юрать.

Пенси фончĕ кун пирки тăтăшах ăнлантарса тăнине пăхмасăр республикăра пурăнакансен амăшĕн капиталĕпе çыхăннă ыйтусем çав-çавах сахал мар. Паянхи кăларăмра вĕсенчен пĕлтерĕшлисене хуравлатпăр.

– Амăшĕн «çемье» капиталĕн патшалăх сертификатне хăçан тата ăçта тивĕçмелле;

Амăшĕн капиталĕн сертификатне иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралсан пĕр хут кăна параççĕ. Ăна илмелли мел ансат. Пепке çурални çинчен свидетельство çыртарнă хыççăн Пенси фончĕн хăвăр пурăнакан вырăнти управленине каймалла: пĕр уйăх иртиччен унăн специалисчĕсем заявление тишкерĕç, ыйтусене уçăмлатĕç, сире сертификат парĕç. Ашшĕ-амăшĕ ăна тивĕçмелли тата усă курмалли ирĕке çухатма пултарать. Çакăн тĕп сăлтавĕсенчен пĕри – хăйсен ачи тĕлĕшпе пĕлсе тăрса преступлени туни. Енчен те хĕрарăма амăшĕн ирĕкĕсĕр хăварнă тăк вăл сертификатпа усă кураймасть. Кун пек чухне çемье капиталĕн прави ашшĕне е ачана куçать.

РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ информаци илес-парас енĕпе Шалти ĕçсен министерствипе тачă çыхăну йĕркеленĕ. Йĕрке хуралçисем асăннă ведомство специалисчĕсене харпăр хăй ачи тĕлĕшпе преступлени тунă çынсем пирки пĕлтерсех тăраççĕ. Пенси фондне ЗАГС тата опекăпа попечительлĕх органĕсем те çакнашкал тĕслĕхсем çинчен хыпарлаççĕ.

– Амăшĕн капиталĕн укçине ăçта хывма юрать;

Чи малтанах çакна асра тытмалла: амăшĕн капиталĕпе, тĕпрен илсен, ача виçĕ çул тултарсан кăна хуçаланма пултаратăр. Чăн та, пурăнмалли çурт-йĕр кредичĕсене çав шутпа татас текенсен пепки ку ÿсĕме çитиччен кĕтмелле мар.

Патшалăх укçипе виçĕ тĕллевпе усă курма юрать: хваттер условийĕсене лайăхлатма* ачасенчен кирек хăшне вĕрентнишĕн тÿлеме* амăшĕн пулас пенсине ÿстерме. Кун пирки федерацин «Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисемпе тивĕçтересси çинчен» саккунĕнче тĕплĕн ăнлантарса панă.

Капитал хуçи нухратпа тапхăрăн-тапхăрăн е пĕр харăсах темиçе тĕллевпе усă курма пултарать. Тĕслĕхрен, 110 пин тенкине ачине пĕлÿ пама, 225 пинне ипотека кредитне татма ярать.

Сертификата тивĕçнĕ çемьесен 90 проценчĕ çав шутпа çурт-йĕр туянма е ăна тума илнĕ кредитăн тĕп парăмне саплаштарма тата проценчĕсене тÿлеме кăмăл тунă.

Тепĕр хут аса илтеретпĕр: патшалăх пулăшăвĕпе çÿлерех асăннă виçĕ тĕллевпе кăна усă курма ирĕк пур. Унпа çĕр лаптăкĕ туянма, строительство материалĕсем илсе хваттере юсама юрамасть. Харпăр хăй парăмне татма та ямалла мар. Йăла техники, автомобиль туянма илнĕ кредита саплаштарма е хваттер тÿлевĕн парăмĕшĕн, сипленнĕшĕн тăкаклама саккун хушмасть.

– Амăшĕн капиталне укçан илме юрать-и;

Çук. Сертификатпа çыхăннă мĕн пур операци укçана алла тыттармасăрах куçарас йĕркепе çыхăннă.

Сăмах май, ултав ĕçне хутшăннă йĕксĕксене кăна мар, вĕсен серепине лекнĕ амăшĕсене те çирĕп йĕркепе явап тыттараççĕ: 365 пин тенкĕлĕх ултав юридици ăнлавĕпе «уйрăмах пысăк сумма» шутланать.

ЧР Правительствин канашлăвĕнче кун пирки Михаил Игнатьев президент ыйту хускатрĕ. РФ Пенси фончĕн уйрăм управляющийĕ Роза Кондратьева хуравланă тăрăх юлашки вăхăтра потребительсен кредит кооперативĕсен тата амăшĕн капиталĕ шучĕпе займ паракан организацисен пулăшăвĕпе усă куракан граждансем йышланнă. Сăмах май, çав займсем кĕске вăхăтлăх шутланаççĕ тата вĕсемшĕн пысăк процент ыйтаççĕ.

Пенси фончĕн, прокуратура, Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсем ку енĕпе тимлĕхе ÿстернĕ ĕнтĕ: амăшĕн капиталĕпе саккунсăр йĕркепе усă курнă, ансатрах каласан ăна «чĕрĕ» укçана куçарнă тĕслĕхсене республикăри хăш-пĕр муниципалитетра тупса палăртнă. Тĕслĕхрен, Сĕнтĕрвăрри район прокурорĕ 11,4 тăваткăл метр лаптăклă пурăнмалли çурта 8 çынлă çемье илни-туянни çинчен тунă суя килĕшÿ саккуна хирĕçленĕ пирки «çемье пурнăç условийĕсене лайăхлатма пултарайманнине тĕпе хурса» тăратнă заявление тивĕçтернĕ.

Чăваш Ен Шалти ĕçсен министерствине пирĕн республикăри юридици вăйĕнче тăракансен йышĕнче амăшĕн капиталне укçана куçаракансем пуррипе çыхăннă информаци 2011 çулхи март уйăхĕнчех çитнĕ. «Пĕрлĕх» ООО директорĕ тĕлĕшпе РФ Уголовнăй Кодексĕн 159 статйин 3 пайĕ тăрăх ĕç пуçарнă: Е.Н.Такмакова патшалăх сертификатне укçана куçарас тĕллевпе унăн ирĕкĕ пур çынсемпе амăшĕн капиталĕн суммипе куçăмсăр пурлăх туянма тесе тĕллевлĕ займăн суя килĕшĕвĕсене çирĕплетнĕ. «Хура схемăна» тĕплĕн шухăшласа палăртнă. Тĕрĕссипе, хĕрарăм сертификат хуçисене улталаса капитал укçин пĕр пайне хăй кĕсйине чикнĕ.

Сăмах май, сертификатăн çакнашкал уçăмсăр ĕç-пуçĕпе килĕшнĕ хуçине те патшалăх укçипе тĕллевсĕр усă курнă преступление хутшăннă çын тесе йышăнма пултараççĕ.

– Амăшĕн капиталне ултавçăсенчен мĕнле хÿтĕлемелле;

«Амăшĕн капиталне укçана куçаратăп. Паспорт тата сертификат копийĕ кирлĕ. Чĕрĕ укçа гарантилетпĕр» йышши пĕлтерÿсем сисчĕвлентермелле. Кунашкал хыпарсем реклама хаçачĕсенче, Интернетра тата общество транспорчĕн чарăнăвĕсенче паян туллиех. Вĕсем тĕлĕшпе вăй ведомствисемпе надзор органĕсем тĕллевлĕ ĕçлеççĕ ĕнтĕ. ЧР Прокуратуринче кредит организацийĕсен тата кредитăн шутланман организацисен переченьне йĕркеленĕ, ăна çĕнетсех тăраççĕ. Хальхи вăхăтра район-хула прокурорĕсем çурт-йĕр займĕсем тăтăшах паракан кредит организацийĕ шутланман йĕркелÿсем федераци саккунĕсене еплерех пăхăннине тĕрĕслеççĕ, пĕтĕмлетĕве çак уйăхра хатĕрлесе çитереççĕ.

Çавăн пекех прокурорсем ача çурални çинчен медицина докуменчĕсемпе ЗАГС органĕсем панă свидетельствăсем саккун йĕркипе пĕр килнине тишкереççĕ – çакă амăшĕн капиталне ултав мелĕпе илнине тăрă шыв çине кăларма май парать.

ЧР Шалти ĕçсен министерстви «хура список» хатĕрленĕ. Унта хальлĕхе амăшĕн капиталне «чĕрĕ» укçана саккуна пăсса куçарма хутшăнма пултарнă 7 организацие кĕртнĕ. Вĕсен шутĕнче:

1. «Центр Финпо-Согласие» СПКК «Çĕнĕ Шупашкар хулинчи Винокуров урамĕнчи 3-мĕш çуртăн 2-мĕш офисĕ»*

2. «Халăх кредичĕн пулăшу касси» КПКГ «Çĕрпÿ хули, Николаев урамĕ, 2-мĕш «а» çурт»*

3. «Рутберг Люция Талгатовна» ООО «Шупашкар хули, Ярославль урамĕ, 64-мĕш çурт»*

4. «Столичный» КПКТ «Шупашкар хули, Петров урамĕ, 6-мĕш çурт. Ертÿçи – С.С.Новиков»*

5. «Гарантия» ООО «Шупашкар хули, Мир проспекчĕ, 98-мĕш çурт. Ертÿçи – В.К.Таратин»*

6. «Центроград» ООО «Шупашкар хули, Воробьев композиторсен урамĕ, 20-мĕш çурт, 701-мĕш офис»*

7. «Тан» СПКК «Комсомольски сали, Завод урамĕ, 66-мĕш çурт».

Саккун йĕркисене пăхăнманнисене тупса палăртасси малалла пырать.

– Амăшĕн капиталĕпе çыхăннă ытти ыйтăва ăçта уçăмлатмалла;

Пенси фончĕн çывăхри управленине каймалла е район-хулари пенси службин «васкавлă лини» телефонĕпе шăнкăравламалла. РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн çавăн йышши телефонĕ: 58-59-45.

Ăнланупа юрату - ĕçсĕрлĕхре пулăшу

«Мана ĕçрен хăтарчĕç» тенине илтме арçынна та, хĕрарăма та çăмăлах мар. Паллах, ку йывăрлăха кашнийĕ хăйне май тÿссе ирттерет. Психологи наукисен кандидачĕ С.Косовская шăпах çак темăна тишкерет. Раççейри ĕçсĕрлĕхе вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринчен пуçласа паянхи кунччен тĕпчет. Паян пирĕн вулакансене хăйĕн шухăш-кăмăлĕпе паллаштарать.

– Мăшăрсенчен хăшĕ те пулсан ĕçсĕр юлни ансат мар. Кун пек чухне ирĕксĕрех кÿренÿ сăмахĕсем илтĕнме тытăнаççĕ. «Вăрçа» пуçлаканĕ вара ытларах чухне – хĕрарăм.

Эпĕ пĕр çемьене пĕлетĕп: упăшки ĕçлет, арăмĕ – килте. Япăхах пурăнмастчĕç вĕсем. Хĕрарăм ĕçе вырнаçма та пултарнă, анчах ăна арçын хирĕçленĕ. Кĕтмен çĕртен кризис пуçланнă. Упăшки ĕçлекен фирма «вăл банк филиалĕ пулнă» саланнă. Çавна май арçын хуйха ÿкнĕ. Мăшăрĕ васкавлăн ĕçе кĕнĕ. Вăл икĕ çыншăн вăй хунă, çапах укçа-тенкĕ çитсе пыман. Çапла пĕр çул иртнĕ, иккĕ... Арçын ĕç шырама васкаман. «Тен, таксист пулса ĕçлеме тытăнăн;» – сĕннĕ ăна пĕррехинче хĕрарăм. Çакна илтсен арçын куçне чарса пăрахнă: «Эсĕ мĕн калаçан; Таксист ĕçĕ питĕ йывăр-çке». Кăна илтсен арăмĕ чăтайман. Хăй пĕр канмасăр вăй хунине аса илтернĕ, мăшăрне ĕç пирки систерсех тăнă. Çапла майпа çемье телейĕ саланнă, мăшăрсем уйрăм пурăнма калаçса татăлнă.

Тепĕр çемье. Упăшкипе арăмĕ иккĕшĕ те чылай вăхăт ĕçленĕ. Кризис пуçлансан арçын ĕçсĕр тăрса юлнă, компьютерти вăйăсене иленнĕ. Çавна май арăмĕ кунсерен ятлаçнă. Хытăрах калани те пулнă. Мăшăрĕ сăмах та чĕнмен. Вăл майĕпен килти ĕçсене тума хăнăхса çитнĕ. Çитĕннĕ хĕрне те пулăшнă. Хĕрарăм çавах арçынна канăç паман. Хăй вара кунне 16-шар сехет тăрăшнă. Укçа та самаях ĕçлесе илнĕ. Унăн сăмахĕсем арçын чунне витернĕ. Телее, упăшки часах лайăх ĕç тупнă. Хĕрарăм вара, тĕлĕнтермĕш, ĕçсĕр тăрса юлнă. Халĕ вăл çулталăка яхăн килте ларать. 50 çула çитнĕскере ĕç тупма çăмăлах мар. Хăй маларах кăнттам пулнăшăн, упăшкине ятланăшăн питĕ ÿкĕнет. Çакна палăртмалла: йывăр лару-тăрăва арçынсемпе хĕрарăмсем тĕрлĕрен чăтса ирттереççĕ. Ĕçсĕр юлсан арçын ытларах кулянать. Мĕншĕн тесен вĕсен чунĕ хăвăрт аманать. Хĕрарăмсем вара ĕçсĕрлĕх тапхăрĕнче хăйсене шанчăклăрах тыткалаççĕ. Ахăртнех, вĕсене ачапа ларнă вăхăта асра тытни пулăшать. Арçын вара ялан çемьене тăрантаракан пулма тăрăшать. Ăна ĕçсĕр тăрса юласси, кĕсье пушă пулни хăратать. Вăл хушма, ăс пама кăмăллать.

Юратакан чĕресен пурнăçри йывăр самантра пĕр-пĕрне пулăшмаллине асра тытмалла. Тĕнчен тĕлĕнтермĕшĕ çакăнта: саншăн пĕр çĕрте алăк хупăнчĕ пулсан, тепĕр çĕрте вăл – уçах. Ăна шыраса тупмалла. Пĕр паллă çын калани халĕ те асрах. Йывăр самантра ăна арăмĕ пулăшнă. Пурнăç япăхланса çитнĕ май чăтаймасăр вăл упăшкине: «Эсĕ питĕ пултаруллă-çке. Эппин сан мĕн те пулсан тупмаллах...» – тенĕ. Çакна илтсен мăшăрĕ хавхаланса кайнă, хăйĕн вăй-халне туйнă. Тепĕр виçĕ-тăватă кунран ĕçе вырнаçнă. Пурнăç каллех йĕркене кĕнĕ. Çакăн пек тĕслĕхсене татах та пĕлетĕп. Врачсем ĕçсĕр юлнă çынсене депресси ытамĕнчен сиплесе кăна хăтарма май пуррине палăртаççĕ. Ман шутпа вара çав депрессин пуçламăш тапхăрĕнче эмелсемпе мар, çывăх çынсен пулăшăвĕпе, юратăвĕпе сипленмелле.

П.ВАЛЕНТИНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика