АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Симĕс ылтăн пахчинче

22 июня 2011 г.

Шăпăртатса ăшă çумăр çăвать. Синоптиксем шантарни каллех тÿрре килмерĕ иккен, хĕвел савăнтарас вырăнне ир-ирех тÿпене кăвак пĕлĕтсем карса илчĕç. Эрнене яхăн ĕнтĕ çанталăк уяртасса кĕтетпĕр, анчах çут çанталăкран иртеймĕн çав. Акса-лартса хăварнă лаптăксем тахçанах ешĕл ÿсен-тăранпа хупланнă. Вĕсемшĕн чăннипех ырлăх темелле, вăй илсе аталанса юлчĕç.

Етĕрне районĕнчи «Выльский» хуçалăхăн аслă çул хĕррипе тăсăлакан хăмла пахчинче ешĕл çеçкесем çÿлелле кармашнă. Çип тăрăх явăнса ÿсекенскерсем çынран та çÿллĕрех. Пылчăка, çумăра пăхмасăр пахчара ĕçлекенсем пур иккен.

– Хăмла çеçкин ытлашши хунавĕсене вăхăтра тасатмасан ахăрсах каяççĕ, пахчана хупласа лартаççĕ,– тет Клавдия Шамбулина. – Çавăнпа вĕсене кассах тăмалла, уяртасса кĕтсе ларма вăхăт çук.

Вăл вунă çул ытла хăмла çитĕнтерет. Çак ĕçĕн вăрттăнлăхне лайăх пĕлсе çитнĕ темелле. Пысăк тухăç илесси технологие пăхăнса ĕçленинчен килнине аван ăнланать.

Нумай та вăхăт иртмерĕ участока велосипечĕ çине утланса Валентина Захарова çитрĕ.

– Пахчара ĕç пайтах, çумăр чарăнасса кĕтсе лараймăн, – калаçăва хутшăнать хуçалăхри хăмла отрасльне ертсе пыракан Любовь Трофимова. – Пирĕн çак культурăн лаптăкĕ пĕчĕк мар, 12 гектар йышăнать вăл. Чăн та, малтанхипе танлаштараймăн ĕнтĕ.

90-мĕш çулсенче кунта 135 гектар «симĕс ылтăн» çитĕнтернĕ. Специалист каланă тăрăх çак ĕçе ик çĕр çынна яхăн хутшăннă. Гектар пуçне 25-26 центнер таран тухăç илни те пулнă. Хăмла предприятие пысăк тупăш кÿнĕ.

– Ун чухне пилĕк бригада тăрăшнă, – каласа парать Л. Трофимова.– Хуçалăхра хăмла пуçтармалли пилĕк комбайн тата чĕр тавара типĕтмелли оборудовани ĕçленĕ. Çапах та хăмла çинче ытларах алă вĕççĕн ĕçлеме тивет. Çынсем çителĕклĕ пулнă чух çакна сиссех кайман. Хăмла çитĕнтерни хуçалăха пысăк тупăш кÿнĕ. Çак тапхăрта фермăсене юсаса çĕнетнĕ, çĕнĕ производство çурчĕсене çĕкленĕ. Ĕç çыннисене тивĕçлипе тÿлеме тăрăшнă. Хушма хуçалăхсенче те хăмларан услам илнĕ.

Çынсем ытлă-çитлĕ пурăнни Мăн Явăш тăрăхне пырса кĕрсен те сисĕнет. Урамсенче икĕ хутлă капмар çуртсем. Чылай çемьен çăмăл машина, ял хуçалăх техники. Шăпах «симĕс ылтăн» пулăшнипе Мăн Явăшсем ура çине çирĕп тăрса юлнă та. Çакă экономикăн йывăр тапхăрĕнче те производство кооперативне юхăнма паман. Шел, юлашки çулсенче лару-тăру палăрмаллах улшăннă.

– Ют çĕршывран йÿнĕрехпе хăмла турттарма тытăнни, конкуренци ÿсни пирĕн çула хупларĕ. Вырăнти чĕр тавар сутăнма пăрахрĕ, тăкак кÿме тытăннипе ирĕксĕрех лаптăксене чакарма лекрĕ. Ĕçлекенсем сахалланнипе хăмла пахчисене тытса тăрасси йывăрланчĕ, – ăнлантарать Л. Трофимова.

Хальхи вăхăтра хăмлана комбайнпах пуçтарса кĕртеççĕ пулин те, ĕç ытларах çыннисем çине тиенет. Çуркунне кăмăл тăвакансене хăмла речĕсене пайласа параççĕ. Вĕсем уйăрнă лаптăксенче кĕркуннечен, чĕр тавара пухса кĕртиччен, вăй хураççĕ. Хуçасăр юлнă участоксене пурте пĕрле пăхса, çум курăкран тасатса тăраççĕ. Хăмла çинче ĕçлекенсене шалăвне те çав кунах параççĕ-мĕн, укçа ĕçлесе илес килсен ан ÿркен кăна. Тата тырри те пулать.

Плантацисене çĕнĕрен тума йывăррине ăнланса тимĕрпе бетон юпасенчен хатĕрленисене упраса хăварма тăрăшнă. «Хăмла ĕçне малашне те пăрахасшăн мар-ха». Çапах çак ĕçе çамрăксем хутшăнсах кайманни пăшăрхантарать. Пуян опыта кама вĕрентсе парса хăвармалла;

– Туса илнĕ чĕр тавар тусанпа хупланса выртмасть-и;

– Нумаях пулмасть Çĕрпÿри «Чувашхмельпром» пĕрлешĕве икĕ тонна ытларах хăмла ăсатрăмăр. Татах икĕ тонна сутлăх пур. Ку 2009 çулта пухса кĕртниех. Пĕлтĕр çанталăк хытă кансĕрлерĕ. Пурĕ те тăватă тонна çеç пухса кĕртрĕмĕр. Тавар лайăх сутăнтăр, тупăш кÿтĕр тесен унăн пахалăхне ÿстермелле.

Хăмлан альфа кислоти пĕчĕкрех-мĕн. Пухса кĕртсенех вăл пысăк-ха, анчах çийĕнчех сутайманнипе унăн шайĕ чакать. Çакă тавара йÿнетсе ярать. Паллах, сортсене улăштарсах тăмалла. Ĕçченсем кĕркунне ултă гектар çĕнетсе хăварасшăн. Лаптăксенче «Подвязный», «Крылатский», «Московский ранний» сортсем хуçаланаççĕ иккен. Специалистсем наукăри çĕнĕлĕхпе, ытти сортпа кăсăклансах тăраççĕ. Патшалăх хăмлаçăсене пулăшма тăрăшни ĕçченсене савăнтарать. «Чăваш хăмли каллех вăй илсе çĕкленĕ», – теççĕ вĕсем. «Симĕс ылтăн» çитĕнтерсе чапа тухнă ĕçченсем ку тăрăхра самай. Галина Яковлева, Галина Гаврилова, Альбина Скворцова, Клавдия Шамбулина, Юлия Леонтьева, Валентина Захарова тата ытти хăмлаçăсем, Станислав Морозов механизатор чăннипех ырă сăмахсене тивĕçлĕ. Вĕсем ырми-канми ĕçĕпе чăваш хăмлин ырă ятне сÿнме памаççĕ.

Л. Никитина.

С.Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика