АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕри тепринчен ăста

22 июня 2011 г.

Комсомольски районĕнчи «Восток» хуçалăхра ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен тата выльăх-чĕрлĕхе искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техниксен республикăри конкурсĕ икĕ куна пычĕ. Ăмăртăва районсенчи чи ăста, пултаруллă хĕрĕх ытла специалист хутшăнчĕ.

Савăнăçлă уява уçнă май иртнĕ çулхи çĕнтерÿçĕсем С. Григорьевăпа «Елчĕк районĕ» Н. Сергеева «Вăрнар» Чăваш Республикин ялавне çĕклерĕç. Пухăннисене ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Л. Николаев, Чăваш ял хуçалăх академийĕн проректорĕ Р. Айзатов, «Чувашское» пĕрлешÿн тĕп директорĕ И. Козин тата ыттисем ăшшăн саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Ăмăртăва хутшăнакансем малтанхи кун теори ыйтăвĕсене хуравларĕç, ĕне сăвас, искусствăлла майпа пĕтĕлентерес ăсталăха кăтартрĕç. Иккĕмĕш кун та хĕрÿ иртрĕ. Конкурса килнисем сĕт аппаратне вăхăтра, санитари ыйтнă пек сÿтсе пуçтарчĕç . Пăлханнипе-ши, алăсем çыхланчĕç е тата аппарачĕ чăхăмларĕ. Пĕрремĕш хут ăмăртăва тухакансене кăна-и, опытлă специалистсене те çăмăл пулмарĕ.

– Аппарата лайăх пĕлни, тасалăх, йĕркене пăхăнни тĕп вырăнта. Ĕне сунă чухне çакă аван курăнать. Кашниех ĕçе тĕплĕн тума, санитари ыйтнине пăхăнма тăрăшрĕ. Конкурс вĕсен ăсталăхне, ĕçе юратнине, лайăх пĕлнине уçса парать. Çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăл пулмĕ, – терĕ С. Мясникова тĕп судья.

– Çулсеренех конкурса хутшăнатăп, – пĕлтерчĕ Комсомольски районĕнчи «Восток» хуçалăхăн доярки М. Белкова. – Çак ĕçре çирĕм çул ытла ĕнтĕ, алла аттестат илсенех фермăна вырнаçрăм. Пĕр енчен лайăх пĕлнĕ, хăнăхнă ĕç темелле, анчах теори пайĕнче йывăртарах тиврĕ. Эпир практиксем вĕт. Аппарата сÿтсе пуçтарма та çăмăлах пулмарĕ. Унпа сайра хутра кăна усă куратпăр-çке: фермăра тахçанах сĕт пăрăхĕ.

Белкова савăнсах хуçалăхри лару-тăрупа паллаштарчĕ. Фермăри ĕç-хĕле механизацилени, канма, вăй хума условисене лайăхлатса пыни, тивĕçлипе тÿлеме тăрăшни ĕнтĕ ăна çамрăклах фермăна илсе çитернĕ. Хальхи вăхăтра кунта талăкра ĕне пуçне 16-17 килограмм сĕт сăваççĕ. Улăхра курăк вăй илсенех выльăхсене кĕтĕве кăларнă.

Судьясем конкурса пĕтĕмлетнĕ вăхăтра кĕтĕве те çитсе куртăмăр. Сарлака улăхра пилĕк таран çаран. Выльăхсемшĕн чăннипех çăтмах.

– Кун пекки тахçанах пулманччĕ, – кăмăллăн пĕлтерчĕ ферма заведующийĕ В. Коновалов. – Çапах сăвăма чакарас мар тесе ĕнесене каçхине люцерна, ытти хушма апат паратпăр. Хуçалăх аш-какай, ăратлă çамрăк выльăх сутса та тупăш тăвать-ха, анчах кассăна сĕтрен кăна куллен укçа кĕрет.

Çанталăка кура сенаж-силос хатĕрлесшĕн. Утă та кирлĕ, уяртсанах çаран çулма тытăнăпăр. Кăçал апат çителĕксĕррипе саппасрине пĕтернĕ, çавăнпа самай янтăламалла. Сăмах май, шăпах саппасра пурри ĕнтĕ йывăр тапхăрта ĕнесен йышне упраса хăварма пулăшнă. 220 сăвакан ĕне тытаççĕ паян, тăватă кĕтÿ йĕркеленĕ.

«Выльăхăн утмалла, уçă сывлăшпа сывламалла. Çакă продуктивлăхне ÿстерет, сывлăхне çирĕплетет тата витесем тасалса типсе илеççĕ, юсав ĕçĕсем ирттерме меллĕ. Дояркăсене те çăмăл», – калаçăва хутшăнаççĕ кĕтÿçсем.

Республикăри конкурсăн практика пайĕ «Восток» хуçалăхăн ферминче иртрĕ. Çутă, типĕ, хăтлă витесенче сăмсана çуракан шăршă пач çук. Картишĕнче типтерлĕ, пылчăк çăрăлмасть.

– Пирĕн яланах çапла, тасатсах тăратпăр. Хамăрăн ĕç вырăнне мĕншĕн вараламалла; – теççĕ хуçалăхра.

– Сирĕн ĕç яваплă, пархатарлă. Ырми-канми ĕçĕрте малалла талпăнатăр, аталанатăр. Иртнĕ йывăр çулталăка пăхмасăр çитĕнÿсем тума пултартăр. Республикипе пĕтĕмĕшле сăвăм пурĕ 4 процент кăна чакнă. 2005 çултанпа выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ 60 процент хăпарнă, – терĕ çĕнтерÿçĕсене саламланă май ЧР ял хуçалăх министрĕ С. Павлов.

Ĕнесене машинăпа сăвакан операторсем хушшинче малти вырăна Светлана Григорьева «Елчĕк районĕ, «Прогресс» хуçалăх» йышăнчĕ. Ăна виççĕмĕш хут ĕнтĕ чемпион хăйăвĕ çакса ячĕç. Çулсерен мала тухма пултарни чăннипех пысăк çитĕнÿ. Ĕçре те маттур доярка. Ĕне пуçне куллен çирĕм литра яхăн сĕт сăвать вăл. Районта малтисен ретĕнче. 22 çул фермăра тăрăшать. «Тухса çÿрени, çакăн пек пĕлтерĕшлĕ мероприятисене хутшăнни тавра курăма сарать, çĕнĕлĕхсемпе, ыттисен пуян опычĕпе паллашма май пур», – шухăшне пĕлтерчĕ С. Григорьева.

Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Наталья Григорьевăпа «Вăрнар районĕ» Вера Николаева «Шупашкар районĕ» пайларĕç. Арçынсен хушшинче Александр Астахов «Пăрачкав районĕ», çамрăксенчен Андрей Данилов палăрчĕç. Ăмăртăва ветерансем те тухрĕç, çамрăксемпе вăй виçрĕç. Вуншар çул ĕçлесе пухнă паха опыт вĕсене пулăшса кăна пычĕ темелле. Елена Черновăна «Йĕпреç районĕ» çитекенни пулмарĕ.

Выльăх-чĕрлĕхе искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техниксенчен Надежда Сергеева «Вăрнар районĕ» чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Судьясем Людмила Алмазова «Шупашкар районĕ», Наталья Садовникова «Етĕрне», Елена Каримкина «Комсомольски» ăсталăхне, пĕлĕвне пысăка хурса хакларĕç. Арçынсенчен чи хастарри – Яков Уряднов «Улатăр». Çамрăксенчен Валентина Дмитриева «Муркаш», ветерансенчен Венера Геннадьевна мала тухрĕç.

Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесем, дипломсем парса чысларĕç. Конкурса хутшăнакансене пурне те Тав хучĕпе парне парса хавхалантарчĕç. Комсомольски культура çурчĕн ĕçченĕсем пухăннисене илемлĕ юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

Л. Никитина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика