АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмах пурнăçа кĕтĕр

22 июня 2011 г.

Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Республика пуçлăхĕ Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев Петербургра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Раççей аталанăвĕн малашлăхĕ тĕлĕшпе палăртнă шухăшсем çинче чарăнса тăнă, министерствăсемпе ведомствăсене çĕршыв ертÿçин сăмахĕпе паллашма, вăл палăртнă тĕп шухăшсене пурнăçа кĕртмелли план хатĕрлеме хушнă.

Президент бюджет ыйтăвне те çĕкленĕ: «Республика бюджечĕ социаллă тĕллевсене тĕпе хурать. Çав шутра – граждансен уйрăм категорийĕсене пулăшасси, июнĕн 1-мĕшĕнчен бюджет ĕçченĕсен шалăвне пысăклатасси, общество финансĕсемпе тирпейлĕ усă курасси». Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ тытăмĕнче ĕç укçи 30: яхăн пысăкланмалла. Шалу ÿстерме кăçал пĕтĕмпе 674 млн тенке яхăн уйăраççĕ. Çитес çул – 1,7 млрд тенкĕ ытла. Чăваш Ен пуçлăхĕ çĕршыв правительстви палăртакан тĕллевсене пурнăçлама шантарнă.

Культура министрĕ Роза Лизакова Патăрьел районĕнче Пĕтĕм Раççейри Сабантуй мĕнле иртни çинчен каласа панă.

Чĕр чунсен тĕнчине сыхлас енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Владимир Кузюков республикăри чĕр чунсен йышĕпе çыхăннă лару-тăрупа паллаштарнă. Хир сыснисен, хăш-пĕр кайăк йышĕ чакать, кашкăрсем нумайланаççĕ иккен. Президент ĕç-пуçа тĕплĕн тишкерме хушнă.

Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн ертÿçи Юрий Кекиш Чăваш Енри ирĕклĕ тата муниципалитетсен пушар хурал подразделенийĕсен аталанăвĕ çинчен каласа панă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх кăçал республикăра 500 ытла пушара шута илнĕ. Пушар тухнă вырăна пирвайхи машина ялсенче 20 минут хушшинче çитмелле, хулара – 10 минутран кая юлмасăр. Президент ялсенче пушар пирки халăха пĕлтермелли майсене анлăлатмалли, ирĕклĕ дружинăсен ĕçне лайăхлатмалли çинчен каланă. Шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов МТВ-Центрта тата Мега Молра взрыв хатĕрĕсем вырнаçтарни пирки телефонпа шăнкăравласа суйса пĕлтернĕ çынсене тытса чарни çинчен евитленĕ. Президент Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсене оперативлăхшăн тав тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика