АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çапăçусен çул-йĕрĕпе

17 июня 2011 г.

Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнăранпа 70 çул çитнине халалласа кăçалхи июнĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарта «Астăвăм авточупу» старта тухать. Ăна вăрçăра пуç хунисене асăнса ирттереççĕ. Çавна май мероприятие хутшăнакансем çапăçу хирĕсенче пулса кураççĕ.

Авточупу маршручĕ Чулхула, Владимир, Тверь, Демянск хулисем витĕр иртет. Колонна йышне ГАЗ-67, ДОДGE WC-61, ГАЗ-М20 «Победа», ГАЗ-21 автомобильсем кĕреççĕ. Çак мероприяти пĕр эрне тăсăлать. Унта хутшăнакансем тĕп хулана июнĕн 26-мĕшĕнче таврăнĕç. Çак вăхăтра вĕсем 139-мĕш стрелок дивизийĕн çул-йĕрĕпе çÿрĕç, вăл тăшманпа çапăçнă вырăнсене çитсе курĕç, вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăксем умне чĕрĕ чечексем хурĕç. Авточупу вăхăтĕнче вăрçă хирĕнче выртса юлнисене асăнса Демянск хулинче асăну комплексĕ уçăлать. 1941 çулта «Демянск хуранĕнче» 500 ытла ентеш пуçне хунă.

Мероприятие «Клуб ГАЗ-21 «Ретро» тата «Раççейри Афган вăрçин ветеранĕсен союзĕн» Чăваш Республикинчи общество организацийĕсем йĕркелеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика