АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Общество палати ĕçе хатĕр

17 июня 2011 г.

Республика ертÿçи Михаил Игнатьев Чăваш Енри Общество палатин членĕсемпе тĕл пулнă. Виçĕм кун канашлу органĕн тулли йышне çирĕплетнĕ. Виççĕмĕш «çичче» Палата членĕсем суйланă. Вĕсене хăйсене вара маларах Чăваш Ен Президенчĕпе Патшалăх Канашĕ палăртнă. Çапла вара Общество палатине Республикăри хĕрарăмсен канашĕн председательне Крета Валицкаяна тата «Пĕтĕм Раççейри инвалидсен пĕрлешĕвĕн» Чăваш Енри организацийĕн председательне Маргарита Кузьминыха суйланă. Общество палатин членĕсен йышне Мускав хулипе Раççей Тĕп регионĕн мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ Альбир-хазрат Крганов муфтипе Чăваш Енри Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Сергей Павлов кĕреççĕ. Çавăн пекех канашлу органĕн йышне Николай Иванов протоирейе, «Чăвашрессовпроф» председательне Анатолий Коршунова, «Гражданская инициатива» Чăваш регионти общество организацийĕн председательне Николай Косыева çирĕплетнĕ.

«Общество палатин йышне сумлă, ыттисемшĕн тĕслĕх пулма пултаракан çынсене суйламалли пирки эпĕ Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне янă çырура палăртнăччĕ, – тенĕ президент. – Паян кунта шăпах çакнашкал вăйлисем, хастаррисем пухăннă. Çавăнпа та эпĕ ĕçри ăнăçăва шанатăп. Чăваш халăхĕн пурнăçне лайăхлатассишĕн пĕрле тачă çыхăнса ĕçлĕпĕр».

Чăваш Енри Общество палатин членĕсем президентпа тĕл пулнă май инвалидсен нушисене, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмне улăштарассине, çамрăксене воспитани парас ыйтăва пăхса тухнă. Перинаталь центрĕн тĕп врачĕ Алла Самойлова республикăри демографи ыйтăвне хускатнă. Унăн шучĕпе ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри халăхăн вилеслĕхĕ республикăра пысăк, ача çураласси те пĕчĕкрех шайра. «Сывлăха сыхлас тытăма шанса çеç çирĕп сывлăхлă пулаймăн, хамăр кун-çулшăн хамăрăн яваплăха туйса тăрăшмалла. Çавăнпа та Общество палатин кашни членĕн Чăваш Енре çирĕп çемьесем чăмăртанччăр, сывă çынсем пурăнччăр тесе вăй хумалла».

Министрсен Кабинечĕн иртнĕ ларăвĕнче «Чăваш Енри халăх сывлăхĕн 2010 çулхи кăтартăвĕсем çинчен» патшалăх докладне пăхса тухнине аса илтернĕ Михаил Игнатьев. Общество палатин членĕсене унпа паллашма, ăна хаклама сĕннĕ. «Эпир пурте хамăр халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатассишĕн ĕçлетпĕр. Паллах, общество, çемье тата хамăр татса паман ыйтусем те пур-ха», – палăртнă республика ертÿçи.

М.Игнатьев Чăваш Енри Общество палатин членĕсене малашне те пулăшса тăма шантарнă, тухăçлă ĕçлеме суннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика