АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Колорадо нăрринчен, чир-чĕртен

17 июня 2011 г.

Çĕр улми пирĕн республикăра пурăнакансемшĕн иккĕмĕш çăкăр шутланать. Анчах ăна час-часах тĕрлĕ чир-чĕр, сăтăрçăсем тапăнаççĕ. Сăтăрçăсенчен уйрăмах колорадо нăрри хăрушă. Нăрăпа хурчĕсем çамрăк çулçăсене айăп кÿреççĕ. Ÿсен-тăран ÿсме пăрахать, типсе-хăрса ларать. Тымар хурчĕ сиенленĕ çĕр улми упрама та, çиме те юрăхсăр. Курăк пыйти тата ытти хăш-пĕр сăтăрçă çулçăн сĕткенне ĕмсе кăлараççĕ, чирлĕ ÿсен-тăранăн вирусне ыттисем çинче сараççĕ. Çĕр улмишĕн кăмпа, бактери, нематода чирĕсем, фитофтороз, макроспориоз, тĕрлĕ йышши шатра, хура туна тата ытти уйрăмах усал. Çавăнпа лайăх тухăç илес тесен профилактика тата хÿтĕленÿ мероприятийĕсене ирттермелле.

Ÿсен-тăрана хÿтĕлеме хими, биологи хатĕрĕсемпе усă курни пĕлтерĕшлĕ. Органика тата минерал удобренийĕсем «иккĕмĕш çăкăра» колорадо нăрринчен, нематода тата çĕр улмин ытти чир-чĕрĕнчен упрама пулăшаççĕ.

Çакна аса илтеретпĕр. Патшалăх регистрацийĕ пур, Раççей Федерацийĕн территорийĕнчи хушма хуçалăхсенче усă курма ирĕк панă тата пестицидсемпе агрохимикатсен патшалăх каталогне кĕртнĕ препаратсем çеç туянăр.

Колорадо нăррине хирĕç кĕрешме хуртсем пĕчĕк тата вăй илме тытăннă тапхăрта «хурт хĕрлĕрех сарă тĕслĕ, вăрăмăшĕ 1,5-4,5 мм» пуçăнмалла. Çакăн чухне вăл инсектицидсене уйрăмах сисĕмлĕ. Колорадо нăррине пĕтерме «Корадо», «Танрек», «Актара», «Апачи», «Моспилан» тата ытти препаратсем пулăшаççĕ. Анчах юлашки вăхăтра вĕсене улталаса сутни те час-часах тĕл пулать. «Танрек» контрафактлă пестицид Липецк, Воронеж, Белгород, Тамбов хулисенче сарăлни паллă. Тавара курттăммăн туянакан сутуçăсем каланă тăрăх Украинăри паллă мар предприяти представителĕсем хайхи химикатсене чылай йÿнĕпех илме сĕнеççĕ-мĕн. Чăн-чăн пестицида ампулăсенче, ялтăркка та çирĕп чĕркемре хатĕрлеççĕ. Ампулăсем пакетра тата флаконра. Флакон çинче голограммăпа тĕслĕ этикетка, ун çинче «Танрек» тесе çырни тата «Август» фирмăн логотипĕ пур. Ултавçăсем уйрăмах 10 мл флаконсемпе суйса сутма кăмăллаççĕ. Адыгей Республикин Майкоп хулинче суя «Апачи» инсектицид асăрханă. Çак шĕвек препарата 1 мл ампулăсенче сутнă. Чăн инсектицида вара 2,5 грамлă фольга пакетсенче, шывра ирĕлтермелли çутă хăмăр пĕрчĕпе кăлараççĕ. Çавăнпа юрăхсăр пестицид илсе укçа сая ярасран ăна ятарлă магазинсенче кăна туянмалла. Хăш-пĕр чухне пĕр пек препаратпа чылай хушă усă курсан унăн хăвачĕ чакни сисĕнет. Çакă колорадо нăррисем ăна хăнăхса пынипе те çыхăннă. Апла химикатсене улăштарсах тăмалла.

Юлашки çулсенче çĕр улмипе томат фитофторозĕ сарăлни те паллă. Пысăк тухăç илме ÿсен-тăран çинче чир-чĕр палăрма пуçличченех фунгисидпа пĕрĕхтермелле. Чи малтан çеçке вăй илнĕ чухне. Иккĕмĕшĕ – тепĕр 10-12 кунран. Профилактика валли «Профит Голд» препарат каять. Вăл шăпах хушма хуçалăх валли. Çавăн пекех магазинсенче «Ридомил Голд» пестицид та сутаççĕ. Анчах унăн хушма хуçалăхра усă курма ирĕк паракан патшалăх регистрацийĕ çук. Çакна манмалла мар, патшалăх регистрацийĕ çук, Раççей территорийĕнчи хушма хуçалăхра усă курма ирĕк паман пестицида илни ÿсен-тăрана, тăван тавралăха, выльăх-чĕрлĕхе сиен кÿрет. Çын сывлăхĕшĕн те вăл хăрушă.

Химикатсемпе ĕçленĕ чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнма ан манăр, халат, куçлăх, резина перчетке, респиратор тăхăнăр, пуçа хуплăр.

Е. Покровская,

Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри филиалĕн аслă инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика