АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх пурлăхĕ – манăн пурлăх?

15 июня 2011 г.

Ял тăрăхĕн пуçлăхне тăван ене тата илемлĕрех, пуянрах тума, вырăнти пурнăçа йĕркелесе пыма суйлаççĕ темелле. Республикăри пĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вара муниципалитет пурлăхне харпăрлăха куçарнă. Икĕ çул каялла халăх укçипе газ котелне 10 пин тенкĕ парса туяннă. Унтан пурлăха хăй килне ăсатнă. Кĕçех ял тăрăхĕн масарне йĕркене кĕртме строительство материалĕсем туяннă. Паллах, муниципалитет укçи-тенкипе. Анчах вĕсем те кирлĕ çĕре çитеймен, тĕрĕссипе, материалсене организацирен пачах та турттарса тухман. Пуçлăх вара суя документсенче ĕçе вĕçлени, çăва çинче картана, палăксене юсаса илемлетни çинчен хыпарланă. Газ котелне килне ăсатнине пытарма строительство материалĕсемшĕн тÿленĕ организацире тепĕр котел илнĕ. Çапла майпа вăл хăйĕн тивĕçне туллин «пурнăçланă».

Кунпах лăпланман пуçлăх. 2010 çулхи ноябрьте хăйĕн паллаканне те бюджет укçине хăйпăтса илме пулăшнă. Хĕрарăм уйрăм çурт-йĕр çĕклеме 569 пин тенкĕлĕх тăкак тÿснине суя документсемпе хаваспах çирĕплетсе панă. Унтан суя хутсем пулăшнипе «2012 çулччен яла социаллă аталантарасси» программăпа тăкаксене саплаштарма бюджетран 269 пин тенкĕ ытла илнĕ.

«Куян» водитель

Хăш-пĕр водителĕн хăтланкаларăшĕ шалт тĕлĕнтерет. Руль умне ларсан хăйсене чăн-чăн паттăрсем пек туяççĕ. Вĕсемшĕн çуран çÿрекенсем кăпшанкă тейĕн. Çавăнпах-и çул урлă каçакансене ниепле те ирттерсе ярасшăн мар. Йĕркене пăхăнманни вара час-часах инкек-синкекпе вĕçленет.

Иртнĕ çулхи ноябрьте çак сăлтавпах синкерлĕ ĕç сиксе тухнă. В. Ермолаев транспорт хатĕрĕпе çÿреме ирĕк илмесĕр, кирлĕ документсем çуккине пăхмасăр çăмăл машинăна кĕрсе ларнă. Каç енне Çĕрпÿ хулипе ĕрĕхтерсе пынă чухне ятарлă вырăнтан çул урлă каçакан арçын ачана пырса çапнă. Йывăр аманнăскере пулăшас вырăнне водитель аслă çул çинче выртакана пăрахса тарса çухалнă. Юрать çынсем тата хăрушăрах инкекрен – ытти автомашина ачана тепĕр хут таптаса каясран çăлса хăварнă. Арçын ачана больницăна ăсатнă. Паллах, «куçсăр» водителе те тытса чарнă. Ăна икĕ çул условнăй майпа ирĕкрен хăтарнă. Виçĕ çул тек руль умне лараймĕ. Унсăр пуçне инкек тÿсекенсене кăмăл-сипет енчен сиен кÿнĕшĕн 90 пин тенкĕ тÿлеме тивĕ.

Пулă шăмми пыра ларнă

Çу енне, пулă вăлча сапса ĕрченĕ вăхăтра, ăна тытма чарни паллă. Анчах браконьерсен хисепĕ çулран çул хушăн-сах пырать. Пĕлтĕр çак тапхăрта пĕр уголовнăй ĕç пуçарнă пулсан, кăçал – 13. Куславкка район прокурорĕ нумаях пулмасть В. Рогов тата В. Аксенов тĕлĕшпе пуçарнă ĕçе вĕçлесе суда ярса панă. Икĕ тус кăçалхи апрельте Куславк-ка районĕнчи Курочкино ялĕ çывăхĕнче Атăла, пулăсем йышлăн куçакан вырăна, «чĕмсĕр сунара» тухнă. Çак вăхăтра пулă вăлча сапнине вĕсем аван ăнланнă-ха, анчах янттинчен мĕнле пăрăнăн; Вăлтапа тытса та вăхăта сая яман браконьерсем, пысăк тетелсемпех çитнĕ. Йĕрке хуралçисем çут çанталăк сăтăрçисене алăран ярса илнĕ тĕле вĕсем савăтсене пулăпа тултарма та ĕлкĕрнĕ. Кĕске хушăра виçĕ пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ икĕ арçын. Ĕçе тĕпчесе суда ярса панă ĕнтĕ. Малтан-лăха палăртнă тăрăх вĕсене икĕ çултан кая мар ирĕкрен хăтарма пултараççĕ.

Л.АЛА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика