АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çумăрĕ чăрмантарать-ха, çапах ...

15 июня 2011 г.

Июнь çуррине çитрĕмĕр ĕнтĕ, анчах республикăри хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлесси вăй илеймен-ха. Куллен çумăр çуса тăни те ĕçе тытса тăрать. Вăхăт вара кĕтмест.

– Çумăр чăрмантарать, анчах çанталăк лайăх-ланасса кĕтсе алла усса ларсан каллех пĕлтĕрхи пек нимсĕр юлма пултаратпăр, – палăртнă ЧР ял хуçалăх министрĕ С. Павлов Элĕк районне ĕçлĕ çул çÿреве çитнĕ май.

Элĕк районĕнчи «Новый путь» çумăрлă кунсене пăхмасăрах утçине тухнă. Йĕпе-сапаллă çанталăкра паха утă хатĕрлеме йывăртарах, çавăнпа специалистсем ешĕл курăка сенажа яма сĕнеççĕ. Çавах асра тытмалла: выльăх апачĕн пахалăхĕ курăка вăхăтра, пĕлсе çулнинчен килет. Пăрçа йышши культурăсене чечек çурăлнă тата пучаха ларма пуçăннă тапхăрта çулма сĕнеççĕ. Июнь пуç-ламăшĕнчех курăксем чечеке ларчĕç темелле. Халĕ пучаха ларнă вăхăт. Эппин, курăкăн тутăлăхĕ чакса пырать. Çакă сĕт илессине те чакарать. Çавăнпа выльăх апачĕ хатĕрлессине кая хăварма юрамасть.

Сенаж хывнă чухне çулнă симĕс курăкри нÿрĕклĕх 72 процентран иртмелле мар. Унсăрăн силос сĕткенĕ ытларах юхса тухнипе каллех тăкак кăна куратпăр. Нÿрĕк сахалли те япăх, кунта консервантсемпе усă курма тивет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика