АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялан хатĕр пулар

15 июня 2011 г.

ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Раççей Правительствин пĕрремĕш вице-премьерĕ Виктор Зубков вăрмансенчи пушарсене сÿнтерес ыйтусемпе ирттернĕ селектор канашлăвне хутшăннă.

Çулталăк пуçланнăранпа çĕршывра 11,7 пин пушара шута илнĕ. Вут-çулăм алхаснă территори 700 пине яхăн гектарпа танлашнă. Çĕпĕрте, Уралта, Инçет Хĕвел тухăçĕнче çанталăк шăрăх тăрать, çавна май çынсем тимсĕр пулнине кура пушар тухать. Вице-премьер палăртнă тăрăх, «пурин те тимлĕ пулмалла, правительство уйăракан финанс ресурсĕсем вут-çулăмпа ăнăçлă кĕрешме май параççĕ».

Чăваш Ен ГКЧСĕ панă кăтартусемпе республикăра ирĕклĕ 58 дружина йĕркеленĕ, волонтерсен йышĕ – 344 çын. Михаил Игнатьев журналистсене июнĕн 8-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри вăрмансенче пушар пулманни çинчен пĕлтернĕ. Çанталăк çумăрлă тăнине кура хăрушлăх пулман темелле. Çапах, унăн шухăшĕпе, шăрăх пуçлансанах лару-тăру çивĕчленĕ, çавăнпа та лăпланма юрамасть.

Республикăри лесничествăсенче дежурство йĕркеленĕ, диспетчер пункчĕ талăкĕпех ĕçлет. Техникăн 950 единици вăрмансенчи пушарсене сÿнтерме хатĕр. Çийĕнчен республика çĕнĕ машинăсем те туянать. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн çумĕ Александр Яковлев кĕçех ятарлă техникăн тата 5 единицине кÿмелли çинчен пĕлтернĕ. Атăл леш енĕ пирки пайăррăн калас тăк – унта халĕ 22 çын дежурствăра. Инкек пулас тăк 7 пушар машини тÿрех ĕçе пуçăнĕ. Вăрман пушар службин Шупашкар участокне мотопомпăсемпе, çакса çÿремелли кутамкка йышши огнетушительсемпе тивĕçтернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика