АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермерсене налукран хăтараççĕ

15 июня 2011 г.

Патшалăх Думи хушма хуçалăхра ĕçлекенсене ял хуçалăхĕн ытти енĕпе вăй хуракансемпе пĕр пек праваллă тунă. Хушма хуçалăхри продукцие сутса тунă тупăшран налук илессинчен хăтараççĕ. Саккун проектне июнĕн 3-мĕшĕнче виççĕмĕш вулавпа йышăннă. Кунта сăмах выльăх-чĕрлĕх, ÿсен-тăран продукчĕсене сутса тăвакан тупăш пирки пырать. Çавăн пекех фермерсем бюджетран хуçалăха аталантарма «вăрлăх, выльăх апачĕ, минерал удобренийĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянма» илнĕ субсидишĕн те налук тÿлемеççĕ. Çак çăмăллăхпа усă кураканăн çĕрĕ 0,5 гектартан иртмесен тата ĕç-хĕле пурнăçлама ытти çынсене тара тытман хуçалăхсем усă курма пултараççĕ. Депутатсем налукран хăтарни ял хуçалăхне çĕклеме, продукци кăларассине ÿстерме, çак отрасле çынсене ытларах явăçтарма пулăшасса шанса тăраççĕ.

Раççейре хальхи вăхăтра 20 пин ытла пысăк ял хуçалăх предприятийĕ, холдинг ĕçлет. Фермер «хресчен» хуçалăхĕсем 265 пин ытла. 13 млн çемьене яхăн хушма хуçалăх тытса тăрать. Фермер ĕçĕ-хĕлĕ юлашки тапхăрта сарăлсах пынине палăртмалла. Юлашки вунă çулта çак секторта продукци илесси 4,3 хут ытларах пулни паллă. 2009 çулта пĕчĕк формăллă хуçалăхсенче ял хуçалăх продукцийĕн 54 процентне туса илнĕ, çав шутра çĕр улми – 90, пахча çимĕç – 80, сĕт – 56, аш-какай 45 процент. Тырă туса илессине те фермерсем юлашки вунă çулта тăватă хут ÿстернĕ. Çĕршывра пухса илекен тыррăн 20 проценчĕ – хресчен «фермер» хуçалăхĕсен. Фермерсем тăрăшнипе ялсенче çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. Паянхи куна вĕсенче 1,5 млн çын ĕç тупма пултарнă.

– Патшалăх отрасле аталантарма самай пулăшать. «Хресчен «фермер» хуçалăхĕсене аталантарасси», «Çемье сĕт-çу фермисене аталантарасси» ятарлă программăсем хута кайрĕç. 2009 çулта кăна 42 млрд тенкĕлĕх субсидилекен кредит явăçтарнă. 6 млрд тенкĕ субсиди куçарса панă. «Раççей фермерĕ» проекта пурнăçа кĕртессипе те ĕçлетпĕр. Вăл ялти пĕчĕк предпринимательствăна патшалăх енчен пулăшассипе йышăннă мĕн пур программăна пĕр чăмăра пĕрлештерет, – тенĕ Патшалăх Думин депутачĕ Н. Панков.

Л.НИКИТИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика