АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палăртнинчен ытларах

15 июня 2011 г.

Çур аки вĕçленчĕ. Мĕнле иртрĕ-ха вăл уй-хир ĕçченĕсемшĕн; Пĕлтĕрхи çанталăка пула кăçал акмалли-лартмалли лаптăксем палăрмаллах хушăнчĕç. Шăрăхпа пĕтнĕ ÿсен-тăран уйĕсене тепĕр хут сухаласа акса хăварни хуçалăхсемшĕн хушма тăкак, ытлашши ĕç пулчĕ темелле. Çапах вĕсем умри тĕллевсене туллин пурнăçларĕç. Хальхи вăхăтра республикăри хуçалăхсем çурхи культурăсене 170 090 пин гектар çинче акса хăварнă. Ку планпа пăхнин 104 проценчĕ. Çав шутра тулă – 67,1, урпа – 72,8, пăрçа йышши культурăсем 561 пин гектар йышăннă. Çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕсем Патăрьел «15,5 пин гектар», Елчĕк «14 пин» районĕсенче уйрăмах пысăк.

Çĕр улми лартасси малалла пырать. Июнĕн 14-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем 16 пин гектар ытла «палăртнин 97,7 проценчĕ» «иккĕмĕш çăкăр» лартса хăварнă. Пахча çимĕç 1,6 пин гектар йышăннă «пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне – 684». Хуçалăхсенче куккурус та хĕрсех акаççĕ. Унăн лаптăкĕ пĕлтĕрхинчен икĕ хут ытларах, 7058 гектар.

Районсенче хăмла тымарне касса хунавне çакас, пĕрчĕллĕ культурăсене сăтăрçăсенчен хÿтĕлес тĕлĕшпе те ĕçлеççĕ. Çумăр çусах тăни, калчасем парка шăтса тухни ĕçченсене шанăç парать: кăçал тухăç пулатех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика