АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуласлăхĕ пысăк

10 июня 2011 г.

Çĕнĕ Шупашкарта Испанири «Roca Group» компанин акрил тата гидромассаж ваннисем туса кăларакан завочĕ хута кайрĕ. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçма Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев, «Roca Group» компанин Раççейри директорĕ Антонио Линарес, Испани Королевствин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Хуан Антонио Марк Пужоль хутшăнчĕç. Европăри бизнес ассоциацийĕн делегацийĕ те килсе çитрĕ. Çак ушкăнра – пирĕн республикăна инвестици хывма май пуррипе çуккине тишкерекен пысăк компанисен ертÿçисем.

– Ку – пирĕн экономикăшăн пĕлтерĕшлĕ проект, – палăртрĕ М. Игнатьев. – Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ, налук ытларах пухăнĕ. Заводра ĕçлекенсен пурнăç шайĕ лайăхланĕ. Испанин Чăваш çĕрĕ çинчи малашлăхлă инноваци лапамĕ бизнеса аталанма тата туслăха çирĕплетме пулăшĕ.

Антонио Линарес пысăк проекта пурнăçа кĕртме пулăшакансене, çав шутра республика ертÿçине те, тав турĕ. «Ку пирĕн Раççейре уçнă улттăмĕш завод, Чăваш Республикинче – виççĕмĕш. Эпир малашне те килĕштерсе ĕçлессе шанатпăр».

«Roca Group» тĕрлĕ ванна хатĕрлесе кăларать: чукунран, акрилтан, тимĕртен. Çак тавара кăларассипе тĕнче рынокĕнче тахçанах хăйĕн вырăнне тупса çирĕпленнĕ. Фирмăн представительствисем 135 çĕршывра пур, пурĕ унăн 71 завод. Вĕсенче 22 пин ытла çын вăй хурать, çав шутра Раççейре – 2500.

– «Roca Group» çĕнĕ проектсене хута ярас умĕн тĕпчев ĕçĕсем ирттерме укçа-тенкĕ самай тăкаклать. Малашлăх – инновацире, – терĕ Хуан Антонио Марк Пужоль.

Завод никĕсне 2009 çулта хывнă. Кăçал май уйăхĕнче строительство ĕçĕсене вĕçлесе продукци кăларма тытăннă. Хальхи вăхăтра производство лаптăкĕ 3600 тăваткăл метр. Заводăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ – вунă пин тăваткăл метр. Çакă проектăн пĕрремĕш тапхăрĕ. Иккĕмĕшĕ 2014 çулта хута каймалла. Ку вăхăт тĕлне вăл тата сакăр пин тăваткăл метр сарăлмалла, 2015 çулта – 15 пин таран. Хушма лаптăкра ванна пÿлĕмĕсене сармалли керамика туса кăларасшăн. Эппин, каллех ĕç вырăнĕсем хушăнмалла. Проекта пурнăçа кĕртме инвесторсем 40 млн евроран кая мар хывма палăртнă.

Предприяти тепĕр икĕ çултанах 207 млн тенкĕлĕх тавар кăларма палăртать. Çакă икĕ çĕршывăн ĕçлĕ çыхăнăвĕн малтанхи утăмĕ çеç-ха. Хăнасем промышленность тата экономика сферинче кăна мар, ытти енĕпе те, çав шутра культурăра та, çыхăнăва сарасшăн. Июнь-июль уйăхĕсенче пирĕн республикăна Мадридран симфони оркестрне илсе килесшĕн. «Çапах чи кирли – экономика аталанăвĕ, – палăртрĕ посол. – Эпир çут çанталăк паракан энерги çăл куçĕпе – шывпа тата хĕвелпе – усă курассипе ĕçлетпĕр. Малашне, тен, Чăваш Республикинче те çак тĕлĕшпе çĕнĕ проектсем тума май пулĕ».

Л.НИКИТИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика