АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ят – пуянлăх

08 июня 2011 г.

Хальхи вăхăтра ашшĕ-амăшĕ ачи çуралнă-çуралманах ят хурать. Авал вара çакна кашни 12 çултан çĕнĕрен тунă.

Ашшĕ-амăшĕ мăн аслашшĕсемпе турăсен ячĕсене асăнса ача варта тĕвĕленичченех унăн чунне çут тĕнчене чĕнсе илесси çинчен шухăшланă. Пепке тĕнчене килсенех мăчавăрпа унăн малашлăхри кун-çулĕ, вăл хăш çăлтăр айĕнче çурални пирки канашланă. Çапла вара ят хурасси йăлана кĕнĕ. Ăна йăла-йĕркепе палăртнă: пепкене виççĕмĕш кунран «çуралнă хыççăн» пуçласа тăххăрмĕш таран е хĕрĕх кунран кая юлмасăр ят хума пултарнă. Унсăр пуçне ачан иккĕмĕш ячĕ те пулнă. Ăна мăчавăрпа ашшĕ-амăшĕ çеç пĕлнĕ. Унпа тĕн-тĕшмĕш тĕлĕшпе кăна усă курнă. Пурте усă куракан ята та халăхран пытарнă. Пепкене виççĕмĕш ятпа, вăхăтлăха усă кураканскерпе, чĕннĕ. Мĕншĕн тесен усал вăйран, куç ÿкесрен упранă. Çавна май ачана Аслати, Ăмăрт кайăк, Кашкăр ятсем хÿтĕленĕ имĕш. Унсăр пуçне пĕчĕкскере ят хыçне «пытарма» тăрăшнă, тин çуралнăскере йĕркепе палăртнă: Пĕрремĕш, Иккĕмĕш, Виççĕмĕш, Пĕчĕкки, Пысăкки. «Ят хурсан – ача, ятсăр – шуйттан çури», – тенĕ авалтан. Çавăнпа ят хума тăрăшнă.

Вун икĕ çулта ачан пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнă. Вăл çитĕннĕ çын шутне кĕнĕ, йывăрлăхра хăйне хÿтĕлеме пултарнă. Çавна май тепĕр йăла-йĕрке туса ирттернĕ. Мăчавăр юхан шывра е кÿлĕре ача çинчен малтанхи ята «çуса тасатнă» та ăна урăхла чĕнме пуçланă. Енчен те çак йăлана йĕркелесе ирттермесен ача яланлăхах пепке пулса юлнă. Çÿллĕ тÿпе умĕнчи яваплăха вара ашшĕ-амăшĕ тытнă. Аслă çынсен Турă тата Хĕрарăм Турă ячĕсемпе çыхăнтарма тăрăшнă. Вĕсем этеме упранă имĕш «Бог, Леля, Яр, Лада». Çавăн пекех çыннăн паха енĕсене палăртаканнисем «Добр, Храбр, Горд» е шалти туйăма кăтартаканнисем «Мил, Светлана, Дивоока» пулнă. Турă ячĕсене пĕрлештерсе Богоуслав, Святослав, Тихомир, Ярополк, Велемудр, Всеволод, Богдан, Доброгнев, Любомила, Миролюб, Святозар ятсем йĕркеленнĕ.

Çемьери икĕ çынна пĕр ят хума юраман. Ку усал йĕркепе çыхăннă. Мĕншĕн тесен пирĕшти иккĕшне те сыхласа ĕлкĕреймест имĕш. Çавăн пекех ачана çемьере тин вилнĕ çыннăн ятне пама юраман. Ăна та çав шăпа кĕтессе ĕненнĕ. Ытларах шыва путнăскерĕн ячĕсенчен хăранă.

Пепке ĕçкĕç, тăнсăр çынсен кăмăлĕсене йышăнасран шикленсе ашшĕ-амăшĕ вĕсен ячĕсенчен аякра тăрать. Кун-çулне лайăхпа ирттернĕ аслашшĕ-асламăшĕн ячĕ-шывĕ мăнукĕсенче пурăнать. Лайăх шăпа йăхран йăха куçать.

Ят чылай йăла-йĕркепе, тĕшмĕшпе çыхăннă. Сăмахран, Хĕвел тухăç славян хĕрарăмĕ вилнĕ упăшкине манас тесе унăн ятне мăрьерен кăшкăрнă. Ÿт-пĕве шăнăр туртсан вара ашшĕне ятран чĕннĕ.

Кăнтăрти славян халăхĕн çĕленрен сыхланмалли мел – çыннăн хăйĕн ячĕ. Çĕлене çуркунне пирвайхи хут курсан çын хăйĕн ятне хыттăн кăшкăрса каланă. Çапла майпа çулталăк хушши çĕленсем ăна сырăнмасса ĕненнĕ.

Ят улăштарнине халăх медицининче çын тепĕр хут çуралнипе танлаштарнă. Сăмахран, украинсем йывăр чирлĕ пепкене сывă ачаллă çемьене «сутнă». Çавна май ăна çĕнĕ ят панă. Çавăн пекех ача нумай вилекен çемьере те ят улăштарнă.

Вырăссем, раскольниксем, çак меслетпе вилес умĕн усă курнă. Халĕ те çын монаха тухнă чухне ят улăштарать: çĕнĕ ят – çĕнĕ шăпа.

Йăла тăрăх Руçре чăн ята асăнма юраман. Çавăнпа та хĕрарăм мăшăрне ятран чĕнмен, «упăшка», «манăн», «хуçа» сăмахсемпе усă курнă.

Ят вăй-хăвачĕ çын шăпине пурнăç тăршшĕпе витĕм кÿнĕ. Анчах та ăна час-часах асăнсан энерги чакать имĕш.

«Ятпа – Иван, ятсăр – тăмсай», «Ятсăр сурăх та така» тата «Паттăр вилсен ят юлать» каларăшсене халăх лайăх ăнланнă, пĕлнĕ. Çавăнпа та вăл хăйĕн ятне хакланă. Ырă ят чыслă, мухтавлă пулнине çирĕплетнĕ.

В.Петрова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика