АУ Чувашской Республики "Издательский дом "Атăл-Волга" Минкультуры ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Балет та, опера та мар – пурнăç

08 июня 2011 г.

Качча кайнă, авланнă çынсене вăйă картине тăратман. Çул çитменнисене те айккинче курса тăма кăна ирĕк панă. Эпĕ шăпах çав сăмса шăлаймансен ушкăнĕнче вăйă курса тăнă чухне Сармăкка çырми енчен виçĕ-тăватă милиционер килчĕç те сасă килтерсе кăна юрлама пуçланă хĕр упраçа хăваласа салатма пуçларĕç. Милицирен хăранă пек шуйттанран та хăраман ун чухнехи çынсем. Тепĕр кун вăйă пуçтарăничченех килсе тăчĕç хайхискерсем. Çапла вара вырăс писателĕ Н.Г.Гарин-Михайловский ку «балет та, опера та мар, чăн пурнăç» тесе хакланă вăйă картине чарса лартрĕç. Ман тăван Асанкассинче кăна чыссăрланман иккен йĕрке хуралçисем текенсем.

Е.Ерагинăн 1000 экземплярпа тухнă «Çимĕк-çинçе çитсессĕн» кĕнекине вуланă чухне эпĕ курса киленме ĕлкĕрнĕ ял вăййи куç умĕнчех пулчĕ, вăйă юрри чунра янраса тăчĕ. Халь тин никама та каласа ăнлантарма кирлĕ мар. Ун чухне эпир калама çук пысăк пуянлăха çухатнă. Елчĕк районĕнчи хăш-пĕр ялта сăлтавсăр пăрахăçланă çак ырă йăлана тавăрма хăтланса пăхнă тени хăлхана кĕнĕччĕ. Пулсах пĕтнĕ-и, пĕтмен-и – ăна калаймастăп.

Çимĕке те, çăварнипе мăнкун пекех, тĕн уявĕ тесе тĕп тунă. Районсемпе хуласен совечĕсен ĕçтăвкомĕсен çумĕнче пуринче те çĕнĕ йăла-йĕрке комиссийĕсем пулнă. Комсомольскинче ĕçленĕ чухне те, Муркаша куçсан та çав комиссие ертсе пыма мана хушнăччĕ. Ĕçпе юрă уявĕсен сценарийĕсене çыраттăмăр, революци уявĕсене йĕркелеттĕмĕр. Ĕçпе юрă уявĕсем Çимĕк уявĕсемех тесе ăнланаттăмăр-ха. Анчах вĕсене тĕн сывлăшĕнчен тасатнă та совет идеологийĕн кĕпине тăхăнтарнă. Масарсем çине халăха çÿреме пăрахтарнăпа пĕрехчĕ. Вун-вун çул юхăнса выртрĕç вĕсем. Халĕ ĕнтĕ Çимĕке Тройцăпа пĕр турăмăр та масарсем çине йышлăн çÿреме пуçларăмăр. Масарĕсене хăйсене пăхсах, тирпейлесех тăракан пултăмăр. Ĕçпе юрă уявĕсен вырăнне Акатуйсем йышăнчĕç.

Халь тин пĕр çухалнă Çимĕке тавăрас тесен те тавăраймăпăр çав. Çавăнпа Е.Ерагинăн «Çимĕк-çинçе çитсессĕн» кĕнекин пĕлтерĕшĕпе хакĕ татах ÿсет.

Чăваш халăх уявĕсем çулталăк вăхăчĕсемпе çыхăннă. Уй-хирте çурхи ĕçсем вĕçленсен утта тухиччен пушăрах вăхăт пулать. Çавăн чухне паллă тăваççĕ те Çимĕке. Çимĕк малтанласа уяв мар-ха. Çимĕк каçĕ вилнĕ çынсем пурте килĕсене таврăнаççĕ иккен. Çавсене ыр кÿмелле малтан. Кайран, пиртен уйрăлса кайнă çывăх çынсем пил парсан, савăнма-юрлама та юрать. Çимĕк уявĕ пур çĕрте те пĕр сценарипе пулса иртмест. Кашни ялăн хăйĕнлĕхĕ пур. Çавăнпах ĕнтĕ паян пĕр çĕрте Çимĕкĕн уяв хавасĕ пысăкрах, тепĕр çĕрте çăва-масарта çын йышлăрах. Çаксене кĕнеке авторĕ лайăх асăрханă та кашни вак-тĕвекĕ таранах çырса кăтартма тăрăшнă.

Çимĕк çинчен мĕн пĕлмеллине пĕлетпĕр темелле ĕнтĕ. Пиртен кашниех шкулта вĕреннĕ чухне К.Ивановăн «Нарспи» поэмине каçса кайсах вуланă. «Çимĕк каçĕ» сыпăка пайăн-пайăн пăхмасăр та калама вĕреннĕ. Анчах Çинçе мĕнне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа ăнлантаракана паян тупма çăмăл пулмĕ. Пирĕн ачалăхра урампа пĕр хĕрарăм утса пынă чухне пырне ыраттара-ыраттарах «Çинçе! Çинçе!» тесе кăшкăрса утнине астăватăп. Тепринче, тем тума алла кĕреçе тытсан, анне ăна ман алăран туртсах илнĕччĕ: «Паян çĕр чавма юрамасть. Вăл пĕтĕ», – тенĕччĕ.

Е.Ерагин Çинçе çинчен те, Çимĕкпе Кĕçĕн çимĕк пекех, тĕплĕн çырса кăтартнă. Çу варрине Çинçе теççĕ иккен. Ăна та Çимĕк пекех тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен паллă тăваççĕ тата тĕрлĕрен шутлаççĕ. Пĕрисемшĕн вăл пĕр-ик эрнене, теприсемшĕн Питравчченех тăсăлать. Вулар-ха кĕнекери çак йĕркесене: «Аслати хăвачĕпе, тăван çĕре савса суха туса вăрлăх акса хăварнипе çие юлнă Çĕр-амана халĕ тав туса хăйне ирĕккĕн канма май параççĕ, тăнăç тăратаççĕ, вăй илме пулăшаççĕ».

Çут çанталăка упрама тесе нимĕнле министерство та тумалла мар, экологи тесе миллионĕ-миллионĕпе укçа та тăккаламалла мар. Тĕнпе кĕрешсе пире мантарнă халăх йăли-йĕркине çĕнĕрен чĕртсе тăратмалла кăна. Ăна çут ĕçпе культура ĕçченĕсен тумалла. «Çимĕк-çинçе çитсессĕн» кĕнеке вĕсемшĕн вĕренÿ кĕнеки пулса тăмалла.

Çинçере çĕр чавма, çĕре хускатма хушмаççĕ кăна мар, ун çине тислĕк те тăктармаççĕ, çум курăкне те çумлаттармаççĕ. Ку кăна та мар-ха, шур кĕпе кăна тăхăнса çÿреме хушаççĕ. Вăл кун хĕрлĕ, улача, кăвак тăхăнмалла мар. Çынсем ушкăнланса çак йĕркене пăсакансем çук-и тесе ял тăрăх çÿренĕ. Айăпли тупăнсан ун кĕпи-тумне хывса çырмана кайса пенĕ. Кам та пулсан çинçе йĕркине пăссан тырра пăр çапать е урăх сиен тупăнать тесе хăратнă. Хĕвел анас патне çитиччен вут чĕртмелле мар тенине вулатăн та иртнĕ çулла çур Раççейĕн вăрманĕсем хĕмленсе çуннине Турă айăплавĕ тесех ĕненме тытăнатăн. Чăнах мар-и; Пирĕн Атăл леш енĕ кăна мар, пĕтĕм тайга çÿп-çап тăкмалли вырăн пулса кайнă. Ура пусма çук, пур çĕрте те пуш кĕленче, пластик савăт йăваланса выртать. Хĕвел çинче хĕрсе çитеççĕ те çаксем, çĕрме ĕлкĕреймен хыр лăсси, тар-йĕтре пекехскер, палтлатса тивсе каять. «Çут çанталăк пушарĕ» тесе термин тупса панă эпир ăна. Тĕрĕссипе пире çут çанталăка виçесĕрех вараланăшăн Турă хăй айăплав яра-яра парать.

Пултăрччĕ Аслă Çĕр-аннемĕр,

Çиттĕрччĕ ĕмĕтĕмĕр.

Çурхи ака та иртрĕ, Çинçе те çитрĕ.

Çие юлнă Çĕр-аннемĕре

Суран ан тăвăр.

Кĕлĕ сăмахĕсем-и кусем, уяв такмакĕ- сем-и, е элтепер хушăвĕ-и; Çаканашкал йĕркесем кĕнекере питĕ нумай. Халăх-ăмăрăн йăли-йĕркине тĕпченĕ май кĕнеке авторĕ халăх сăмахлăхне те нумай пуçтарнă. Унпа тĕлсĕр-палсăр усă курмасть. Вырăнлă та витĕмлĕ иле-иле кăтартать.

Эпир сулнăкран сулнăка кая-кая пурăн-ма вĕреннĕ. Кашни кун тенĕ пекех Д.Медведев саккун хыççăн саккун алă пусса ĕçе кĕртет. Анчах пурнăçăмăрта усал-тĕсел калама çук ĕрчесе кайнă. Пирĕн ват асаттесем саккун хыççăн саккун кăларман, йăла-йĕркене уяса пурăнма пĕлнĕ. Пире паян çавă çитмест. Пурнăçран юлас мар тетпĕр те иртнĕ ăрусем пире пĕр тÿлевсĕрех парса хăварнă ыр йăласене тапта-тапта варатпăр. Е.Ерагин ырă тĕллев тытнă, Çимĕк-çинçе чухне иртекен пухă-тапăсене, акатуйсене, чÿксене, çамрăксен вăййи-уявĕсене кулленхи пурнăçăмăрта усă курмалла пултăр тесе тĕпчесе пĕтĕмлетнĕ.

Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине çырса кăтартнă этнографсене эпир пурне те пĕлетпĕр. Ют çĕршывсемпе ют халăхсен тĕпчевçисене те кăсăклантарнă пирĕн йăла-йĕркесем. Тĕнчери ытти халăхсен йăлисене, йĕркисене, уявĕсене пирĕннипе танлаштарса пăхсан, пирĕннисемех пуянрах, шухăшлăрах, кăсăклăрах, сăнар-лăрах иккенне тÿрех асăрхатăн. «Халăх ăс-хакăлĕн управçи» тесе хаклать автора кĕнеке ум сăмахне çырнă В.Станьял, чăваш халăх ăсчахĕ. Унпа килĕшмесĕр тăма май çук.

Д. Гордеев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика